Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 16)

Чирлекенсем нумайланса пыни, вилни – чи хăрушши

Пĕр уçăмлăх та çук – коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çав тери çивĕчленсе çитнĕ вăхăт халĕ, вилекенсем те нумайлансах пыраççĕ. Юнкун, октябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пынипе иртнĕ оперативлă штаб ларăвĕнче те сăмах çакăн пирки пычĕ. Палăртнă кун тĕлне республикăра ковидпа сиенленнĕ çынсен

Подробнее

Утни вăл çирĕп сывлăх

Спорт, пурте пĕлетпĕр, сывлăха упрама тата тÿсĕмлĕхе аталантарма пулăшать, кăмăл çирĕплĕхне ÿстерет. Анчах çул ÿсĕмне кура активлă спорт пурин валли те мар. Çапах та спортпа туслашмалли мелсем кашнийĕн валлиех пур. Сăмахран – утни. Çуран утни организма баскетбол е кĕрешÿ, çăмăл атлетика е спортăн ытти тĕсĕсем пекех усă кÿрет. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант –

Подробнее

Коронавируспа чирленисене – тĕплĕ диспансеризаци

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Федерацийĕн Правительстви шайĕнче çирĕплетнĕ хушăва пурнăçласа коронавируспа чирлесе ирттернисене тĕплĕ диспансеризаци тума тытăнтăмăр. Çынсен сывлăхне тĕпчесси икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăрта 7 тĕпчев пурнăçлатпăр: юнăн пĕтĕмĕшле тата биохими анализĕсем, юнра кислород çителĕклĕхне ?сатураци/ виçесси, 6 минут утмалли тест, спирометри-тулашри сывлав функцине тĕрĕслесси, кăкăр кăшкарĕн рентгенĕ,

Подробнее

Чиртен упранар

Çулсем шултралансах пыраççĕ пулсан та çут çанталăк илемĕпе, пĕлĕшсемпе, тăвансемпе, юратнă ял-йышпа сыв пуллашас килмест-ха. Таçтан сиксе тухрĕ тата коронавирус чирĕ. Никама та хĕрхенмест вăл: ватти-вĕттине те, çамрăккине те. Пĕрне те тиркемест. Çак амакран упранмалли пĕртен-пĕр мел – вакцинаци тутарни. Чир пуçланнăранпа мĕн чухлĕ çынна çухатрăмăр. Çамрăккисем те сахал мар вилчĕç.

Подробнее

Инçетре пурăнакансемшĕн меллĕ

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Шыçă чирĕсемпе кĕрешесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăри онкологи диспансерĕнче ĕçлекенсем районсене тухса çÿрессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Нумаях пулмасть онкодиспансерăн тухтăрĕсемпе медицина сестрисен бригади районти тĕп больницăна çитнĕ. Ушкăнра гинеколог, маммолог, психолог, онколог тухтăрсем, узист, рентгено-лаборант тата медицина сестрисем пулнă. Специалистсем 155 пациента пăхнă, çав шутран 2-шне онкодиспансера

Подробнее

Никотин тумламĕ лашана та вĕлерет

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кашни çул пирус туртнине пула 5 миллион çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Табак тата электронлă сигаретсем туртни çын сывлăхне мĕнле сиен кÿни çинчен Республикăри общество сыхлавĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Егоровăна каласа пама ыйтрăмăр. – Елена Михайловна, пирус туртнине хирĕç

Подробнее

Сывлăха упрать

Августăн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 31,6 пин çын коронавируспа чирленĕ, 2001-шĕ вилнĕ, 28,6 пинĕшĕ сывалнă. Асăннă вăхăт тĕлне 290 667 çын вакцинациленнĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май çак ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Мĕншĕн тесен çамрăксемпе ачасен хушшинче чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Хальхи вăхăтра вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен 62,9 проценчĕ вакцинациленнĕ. Пирĕн районта

Подробнее

Вакцинаци? Тутармаллах!

Коронавирус инфекцийĕнчен сыхланмалли, хÿтĕленмелли шанчăклă мелсенчен пĕри – вакцинациленни. Çакна ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Аслă Елчĕк ял çыннисемпе тĕл пулнă май палăртнă. – Çивĕч ыйту çине чăнласа, яваплăха туйса пăхни кирлĕ, – тенĕ Владимир Геннадьевич. – Республика стационарĕсенчи чирлисен 99 проценчĕ прививка тутарман!

Подробнее

Çынна мĕскĕнлетет

Наркомани – хăрушă чир. Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма çăмăл мар. Хăйĕн «тискер аллисемпе» пăтранчăк авăра сĕтĕрсе кĕрсен этем вăл хушнă пек пурăнма, ăна пăхăнма пуçлать. Наркотикпа туслашнă хыççăн çын яланхи тивĕçсем, туйăмсем пирки манать. Çакăн евĕр çыннăн пурнăçĕ кулленхи хăрушлăха çаврăнать. Çын мĕскĕнленет, çынлăха çухатать. Самантлăх киленÿпе пĕрле гепатит,

Подробнее

Оборудованипе пуянланнă

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти тĕп больницăна çĕнĕ йышши реанимаци оборудованийĕ кÿрсе килнĕ. Пурĕ 10 дефибриллятор, вĕсене ФАПсемпе врач амбулаторийĕсене тивĕçтернĕ. Фельдшерсене çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ семинарта мастер-класс ирттернĕ. Çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕпе чи малтан усă курма тытăннă Кĕçĕн Таяпари ФАП заведующийĕ Валентина Головина çапла палăртать: – Кĕтмен çĕртен

Подробнее