Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 126)

Чупу вăйсене тĕрĕслерĕ

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнчи "Нацисен кросĕ - 2022" чупу иртрĕ. Физкультурăпа спорта кăмăллакансем çак кун ăмăрлă çанталăк тăнине, вăхăт-вăхăт вĕтĕ çумăр пĕрĕхнине пăхмасăр чупăва хастар хутшăнчĕç. Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем район центрĕнчи Тĕп лапама 8 сехетрех пуçтарăнма пуçларĕç. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕклерĕ, çак кун чупăва хутшăнакансемшĕн пысăк уяв пулнине аса

Подробнее

Ылтăн тырă кĕлетре

Кăçалхи вырма ĕçĕсем çанталăка пула каярах юлса пуçланчĕç пулин те, çĕр ĕçне чунтан юратса пурнăçлакан комбайнер-механизаторсен тивлетне пула ĕç кал-кал иртрĕ. Çак сăмахсем тỹррĕнех Юрий Мясников ертсе пыракан "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракансене пырса тивнĕн туйăнаççĕ. Уй-хире чи малтан Александр Волков КСУ-1 йышши çулакан агрегатпа тухрĕ, çапла майпа вăл

Подробнее

Сенатор йышăнать

Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Николаевич Владимиров сентябрĕн 27-мĕшĕнче районта пурăнакансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать. Йышăнăва пырас тесен малтан шăнкăравласа çырăнмалла. Телефон номерĕсем: 2-53-01, 89373884290, 89370120253. Тĕл пулăва çак адреспа пымалла: Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ, 16-мĕш çурт, 2-мĕш хутри пĕчĕк зал.

Подробнее

«Ылтăн кĕркунне» курав йыхравĕ

"Ылтăн кĕркунне" курав кăçал октябрĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав çывăхĕнчи Кубинка хулинче иртет. Ăна 24-мĕш хут йĕркелеççĕ. Курава хăнасем тĕрлĕ регионран килсе çитмелле. Унта Чăваш Енри предприятисем те хутшăнаççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче "çавра сĕтелсем", форумсем, тĕл пулусем, дискуссисем йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулхи куравра та Чăваш Республикинчи аграрисем хăйсен продукцине тивĕçлĕ шайра кăтартнă, 71 медаль çĕнсе илнĕ

Подробнее

Хăй тĕллĕн ĕçлекене — пулăшу

ЧР Правительствин соцсетьри "Чăваш Республики" страницинче ирттернĕ тỹрĕ эфирта вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăй тĕллĕн ĕçлекен фермерсене патшалăх енчен йĕркеленĕ пулăшу тĕсĕсемпе паллаштарнă. Ял хуçалăх министрĕ пĕр вăхăтрах темиçе субсиди илме пулнине, анчах республика шайĕнчи пулăшу çулталăкра пĕр çын пуçне 500 пин тенкĕрен ытла пулмалла маррине палăртнă.

Подробнее

Кĕлтеллĕ, тулăх кĕркунне

Куç хăрать те, алă тăвать. Районти аграрисем çанталăк условийĕсене пăхмасăр вырма ĕçĕсен вĕçне тухса пыраççĕ. Кăçал та Елчĕксем пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме пултарнине республика шайĕнче палăртасса малтанах пĕлсе тăратпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче хальлĕхе 23000 ытла гектар çинчен 843482 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши

Подробнее

Ярмăрккă хапăл тăвать

Районта халĕ кашни шăматкун "Кĕр парни" ярмăрккă иртет. Вăл октябрĕн 9-мĕшĕчченех ĕçлемелле. Кĕр мăнтăрĕпе йĕркеленĕ ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан çак куна çынсем ахальтен мар чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен кунта паха пахча çимĕç, улма-çырла, пыл, аш-какай, тата ыттине те тивĕçтерекен хакпа туянма пулать. Тĕрлĕ сăлтава пула килти хушма хуçалăха анлăн йĕркелесе

Подробнее

Вăй пĕрлĕхре кăна

Пирĕн Республика çĕршыв шайĕнчи кирлĕ задачăсене татса парас ĕçе вăраха ямасăр хутшăнать. Чăваш Енре пурăнакансем Раççей Президенчĕн уйрăммăн мобилизаци тăвассипе йышăннă Указне пурнăçлама пуçăннă. Оборона комплексĕн предприятийĕсем мобилизаци йĕркине куçаççĕ. Тăванла халăхсене Украина влаçĕ пусахланинчен хăтарасси, вĕсене хỹтлĕхпе тивĕçтересси пирĕн тĕп тĕллев. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те çар задачисене

Подробнее

Çивĕч ыйтусем пур-ха…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç. Юлашки вăхăтра районта çул-йĕр сарас е юсас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланать. Ку тĕлĕшпе пĕртен-пĕр предприяти - "ДПМК "Яльчикское" сахал яваплă общество, анчах шанăçа тỹрре кăларать. Унăн директорĕ Вячеслав Сядуков

Подробнее

Чун ăшшине парнелеççĕ

Елчĕкри "Чебурашка" ача садне 10-мĕш çул Ольга Иванова ертсе пырать. Кунта 5 воспитатель, 1 музыка ертỹçи тата воспитатель пулăшуçисем тăрăшаççĕ. Ольга Мудрецова воспитатель пепкесемпе ĕçлеме пуçлани 11 çул иртнĕ. Çак çулсем хушшинче вăл шăпăрлансене чун ăшшине парнеленине пурте лайăх пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçне чун ыйтнипе пурнăçланăран, пĕчĕкскерсемпе часах пĕр чĕлхе тупать вăл.

Подробнее