Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 202)

Педагог ĕçĕн сумлăхĕ

Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем хăйсен воспитанникĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарассишĕн нумай тимлеççĕ. Юлашки çулсенче районти уявсенче ытларах пире çак хушма пĕлÿ паракан шкула çÿрекен ачасемпе педагогсем юрă-ташă илемĕпе савăнтараççĕ. Искусство ăсталăхне вĕрентекенсем хăйсем те тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнаççĕ. Авăн уйăхĕнче Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ педагогсен професси маçтăрлăхне çирĕплетекен Пĕтĕм Раççейри

Подробнее

ГТО тусĕсем

Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта вĕренекенсен черетлĕ ушкăнĕ ГТО нормативĕсен пĕр пайне пурнăçланă. Иртнĕ ытларикун районти ГТО нормисен тесчĕн Центрĕн судйисем Петр Смирновпа Олег Осипов 2-4 классенчи 29 ачана тĕрĕслев витĕр кăларнă. Вĕсем 1000 метра чупассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе, гимнастика пуканĕ çинче тăрса малалла пĕшкĕнессипе тупăшнă. Çывăх кунсенче ачасем тата ултă дисциплинăра хăйсен

Подробнее

Утни вăл çирĕп сывлăх

Спорт, пурте пĕлетпĕр, сывлăха упрама тата тÿсĕмлĕхе аталантарма пулăшать, кăмăл çирĕплĕхне ÿстерет. Анчах çул ÿсĕмне кура активлă спорт пурин валли те мар. Çапах та спортпа туслашмалли мелсем кашнийĕн валлиех пур. Сăмахран – утни. Çуран утни организма баскетбол е кĕрешÿ, çăмăл атлетика е спортăн ытти тĕсĕсем пекех усă кÿрет. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант –

Подробнее

«Победа» ОООран вĕренмелли нумай

Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен канашлăва «Победа» ООО никĕсĕ çинче ирттерни ахальтен мар. Кунти фермăра нумаях пулмасть 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан çĕнĕ йышши вите хута кайнă. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем пĕрле пухăннипе усă курса, паха опыта ăса хывас тĕллевпе, унта та пулса курнă. Канашлу ĕçне ертсе пынă район

Подробнее

Ачасем хамăртан тĕслĕх илеççĕ

Район хаçатĕнче эпир çемье ыйтăвĕсене час-часах хускататпăр. Кĕмĕл, ылтăн, кевер... туйĕсене кĕтсе илекен мăшăрсен ырă тĕслĕхне, нумай ачаллă çемьесен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен пĕлтерсех тăратпăр. Ытларах чухне çемье ăшшине упракансене сăмах пама тăрăшатпăр. Календарьте этемлĕхĕн чи черчен çуррийĕсен уявĕсем сахал мар пулнипе те çыхăннă-ха çакă. Çемье ăнăçлăхĕ, телейĕ, паллах, арçынран та нумай

Подробнее

Çамрăкăн ĕмĕчĕсем çунатлă

«Çын ĕçпе илемлĕ», – теççĕ халăхра. Çак каларăша тивĕçлĕ çынсенчен пĕринпе, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра ялта хăй ĕçне йĕркелесе пурăнакан ĕç паттăрĕпе – ĕçрен хăраман, пысăк ĕмĕт-тĕллевпе малалла ăнтăлакан çамрăкпа – Денис Юрьевич Александровпа вулакансене паллаштарас кăмăлăм пысăк. Ачасем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Ĕçчен çемьери ача-пăча та тăрăшуллă,

Подробнее

Ĕçне тумасăр мухтанмаççĕ

Çирĕп ĕç йĕркине хăнăхнă Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче уй-хирти кĕркуннехи ĕçсене кăçал та чи çÿллĕ шайра пурнăçласа хăварнă. Пулас тыр-пул тухăçĕ те шанчăклă пулма кирлĕ. – Çанталăк условийĕсене пула, ытти ял хуçалăх организацийĕсенчи пекех, тĕш тырă тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулчĕ, паллах. Тепĕр енчен калас пулсан, ял çыннин

Подробнее

Сыр пĕçерме – çĕнĕ технологипе

Сентябрьте Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Унта «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси», «Çĕнĕ технологипе аквакультура йĕркелесси» специальноçсене алла илеççĕ. Вĕренÿ çак уйăхра вĕçленет. Фермерсем çĕнĕлĕхе ăса хывнипе пĕрлех çĕршыври, республикăри паллă предприятисене çитсе кураççĕ, вĕсен паха опычĕпе паллашаççĕ. «Фермер шкулĕнче» пурте хавхаланса тата тăрăшса

Подробнее

Пурте пĕр çын пек пулса истори страницисене çырса хăварма хутшăнар!

Паян – октябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Елчĕк районĕнче 4 çырав участокĕ ĕçлет. Вĕсем ăçта вырнаçнине тата ыйтусем сиксе тухсан мĕнле телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелли пирки аса илтерме те манар мар: Лаш Таяпа ялĕ, Солдатская урам, 1-мĕш çурт, 8-953-014-67-56; Аслă Пăла Тимеш ялĕ, Школьная урам, 1-мĕш çурт, 8-953-014-65-26; Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ,

Подробнее

71 медаль çĕнсе илнĕ

Юпа уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2021» агропромышленность куравĕ иртнĕ. Отрасль представителĕсем АПКра туса кăларакан продукцие, ял хуçалăх производствин çĕнĕ технологийĕсемпе, агропром ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци илме, инновацин бизнеса автоматизацилеме май паракан цифра мелĕсемпе епле усă курнине кăтартнă. Унта регионсенчен, çав шутра Чăваш Енри 27 предприятирен, пуçтарăннă делегацисем 100 ытла экспонат

Подробнее