Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 278)

Блиц-интервью: Владислав НИКОЛАЕВ

Владислав Николаев çыравçă-журналист. Тĕрлĕ çулсенче вăл «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси», «Спортивная Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. «Тантăш» хаçатăн, «Самант», «Тетте» журналсен тĕп редакторĕнче вăй хунă. 2013-2017 çулсенче ачасем валли «Асамат&Шевле», «Панулми» журналсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачĕ кăларса тăнă. 2018 çултанпа – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ. В.Николаев

Подробнее

Тÿрĕ кăмăлпа

Сергей Воробьев /сăн ÿкерчĕкре/ «Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ» ОООра кадастр инженерĕн пулăшуçинче тăрăшать. Шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать Сергей Геннадьевич, çавна май коллективра та, халăх хушшинче те пысăк хисепре. Çак организацинче вăл 2002 çултанпа вăй хурать, чылай çул техник-инвентаризатор тивĕçĕсене пурнăçланă. Çуртне е пай çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарас тĕллевпе вĕсен чиккисене вăхăтра

Подробнее

Ăшпиллĕ амăшĕпе тĕнче илемлĕ

Йышпа ÿснĕ ывăл-хĕр çемье ăшшине, туслăхне мĕн пĕчĕкрен туйнăран хăй те авлансан е качча кайсан нумай ача-пăча ÿстерме тĕв тытать. Тăван тăварпа пиçнĕ текен каларăша ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене мĕн ачаран ăса хывтарать. Хăйĕн амăшĕ пек ăшпиллĕ пулма ĕмĕтленнĕ Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ялĕнче 10 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Галина Быкова. Кĕçĕн

Подробнее

Ваттисен çуртне – 25 çул

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă çынсемпе инвалидсене стационарлă пулăшу паракан уйрăм уçăлнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитрĕ. Çак ятпа кунта савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Евгения Михайлова хутшăнчĕç. Хăнасем чи малтанах коллектив ĕç-хĕлне, уяв ячĕпе хатĕрленĕ куравсене хакларĕç, ватăсене ăшăлăхпа çепĕçлĕх парнелекенсене, кунта пурăнакансене çирĕп

Подробнее

Чирлемелле ан пултăр, эмелĕ те кирлĕ ан пултăр…

Раççей Правительстви коронавирус тата пневмони чирĕсенчен амбулатори мелĕпе сипленекенсене кирлĕ эмелсене тÿлевсĕр уйăрса пама йышăнни кĕске вăхăтра вăя кĕнĕ. Чăваш Республикине тивĕçнĕ 45,8 миллион тенкĕ 5818 çынна сиплеме çитмелле. «Фармация» патшалăх учрежденийĕ урлă тĕллевлĕ майпа килекен çак эмелсемпе районти тĕп больницăра та иртнĕ эрне вĕçĕнчен тытăнсах тивĕçтерни çинчен пĕлтерчĕ Надежда Уркова

Подробнее

Конкурсра çĕнтернĕ

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви «Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан чи лайăх нумай функциллĕ центр» конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вăл икĕ номинаципе иртнĕ. Асăннă конкурсри «Чи лайăх универсаллă специалист» номинацире Елчĕкри нумай функциллĕ центрăн специалисчĕ Ольга Чернова çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Сăмах май, Ольга районта çак центр уçăлнă пĕрремĕш

Подробнее

Инвалид ачасене – тимлĕх

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Евгения Михайлова район прокурорĕпе Сергей Фирсовпа пĕрле инвалид ачасене çитĕнтерекен çемьесене çитсе курнă. Вĕсем сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасен пурнăç, воспитани условийĕсемпе паллашнă, ачасен саккунлă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Район прокурорĕ хальхи вăхăтра вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн инвалид ача

Подробнее

Шăнкăравлăр…

Коронавирус чирĕ сарăлнă тапхăрта аптекăсенче ятарлă эмелсем çитменни чирлисене пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Граждансен ирĕкĕсене хÿтĕлесе лару-тăрăва йĕркере тытас тĕллевпе район прокуратуринче «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Енчен те халăх тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ е кирлĕ эмелсен списокне кĕртнĕ препаратсене тупса илеймест пулсан, тунтикунран пуçласа эрнекунччен 09-18 сехетсенче 2-50-05, 2-59-05 номерсемпе шăнкăравлама пултарать. Патшалăх

Подробнее

З.М.ДРУЖИНИН: «Атте-кавалерист çĕнтерÿпе таврăнни паян та асра…»

АВТОРТАН. Пирĕн калаçуçă – Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Зинон Михайлович Дружинин сумлăран та сумлă тыл тата ГСВГ ветеранĕ. Вăл, темиçе орден-медале тивĕçнĕскер, çитес çул тăхăр теçетке тултарать. Апла пулин те пĕр пĕчченех кил-çуртпа хуçалăх тата вĕллесем тытать. Хастар ĕçпе «Республикăри чи лайăх утарçă» ята тивĕçнĕ ветеран пушă вăхăтра хăйĕн кĕске

Подробнее

Кăмакасемпе асăрхануллă пулар

Кил-çуртра пушар тухни – калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, вут-çулăм ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать. Кăçал район территорийĕнче пушарсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ çул çулталăкĕпе 24 пушар пулнă пулсан, хальхи вăхăт тĕлне 27 пушар тухнă. Вĕсенчен 14-шĕ – вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе, 7-шĕ хуçалăхсенче тырă хăмăлĕсене

Подробнее