Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 400)

Малалла талпăнакан

Питĕ ăста, маттур та пултаруллă çын вăл Ираида Фомина. Ун пирки çырса та, каласа та пĕтерме çук пек туйăнать – çав тери пуян чун-чĕреллĕ, ăста, шав малалла талпăнакан, хăй хыççăн ертсе пыма пĕлекен, район, республика, Раççей шайĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ хисеплĕ вĕрентекен. Çăлкуç пек тапса тăракан вĕçĕ-хĕррисĕр вăй-халĕ,

Подробнее

Сăлтавне мар, майне шырамалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура вырăнти ĕç-хĕлпе çыхăннă чылай ыйтăва пăхса тухрĕç. Пуçарулăхран нумай килет Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх

Подробнее

Патшалăх пулăшăвĕ – пурин валли те

Республикăри «Агро-Инновацисем» хысна унитарлă предприятийĕн специалисчĕсем районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе хăйсен ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Семинар ĕçне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ял хуçалăхне аталантарма патшалăх енчен кашни çул сахал мар тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрса пани çинчен чарăнса тăнă. Кăçал та, тĕслĕхрен, 4 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ

Подробнее

Ырă ĕçе хутшăнаççĕ

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тăвакан Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалласа иртнĕ эрнерен тытăнсах районта тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттернĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн тата пенсипе тивĕçтерекен клиент службин ĕçченĕсем Курнавăш тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче инвалидсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă. Районти музей тата централизациленĕ клуб тытăмĕнче вăй хуракансем те çак пархатарлă ĕçре тивĕçлĕ тÿпе

Подробнее

«Асам» йыхравлать

Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен тăваттăмĕш «Асам» кинофестивалĕ пырать. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пысăк залĕнче уçăлнă. Конкурса хутшăнакан тата конкурс тулашĕнчи фильмсене Наци библиотекинче, Çамрăксен театрĕнче, «Чăвашкино» студире кăтартĕç.  

Подробнее

Тĕрĕслес тĕллевпе ятарласа туянни

Кунта ветеринари эмелĕсем пирки сăмах пырать. Нумаях пулмасть «Ветеринари çинчен» саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕчĕç. Унта тĕрĕслев тĕллевĕпе ветпрепаратсене ятарласа туянасси пирки каланă. Тĕллев: суту-илÿ йĕркине пăхăннине тĕрĕслесси, суя эмелсем сутнине тупса палăртасси. Тĕрĕслев туянăвĕсене Россельхознадзор планĕпе килĕшÿллĕн ирттерме палăртнă. Мĕн чухлĕ тĕрĕслев пуласси регионсенчи лицензиатсен шутĕнчен килет. Сăмах май, республикăра

Подробнее

Инвалида – ĕç вырăнĕ

Чăваш Енри 100-е яхăн çын ĕçлекен организацисенче сусăрсене ĕçе вырнаçтармалли квота 90 процента яхăн пурнăçланнă. Республика Правительствин шайĕнче палăртнă квотăпа килĕшÿллĕн кашни çул инвалидсем валли йĕркелемелли ятарлă ĕç вырăнĕсен чи пĕчĕк хисепне çирĕплетеççĕ. 2019 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 ытла çынлă 316 организацире 2093 инвалид ĕçленине шута илнĕ. Çак хисепрен

Подробнее

Юрий Карпов призĕшĕн

Районта Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президенчĕн, СССР спорт мастерĕн Юрий Карповăн ятне илтмен çын çуках пулĕ. Чăваш Енре кире пуканĕн спортне аталантарассишĕн çине тăракан Тип Тимеш паттăрĕ çулталăкра кăна вун-вун ăмăрту йĕркелет. Иртнĕ шăматкун Елчĕкри «Улăп» ФОКа шăпах спортăн çак тĕсне кăмăллакансем

Подробнее

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче икĕ ферма, пĕринче – сысна ĕрчетеççĕ, тепри ĕне выльăхпа тулнă. Юрий Мясников председатель те ĕç кунне фермăран пуçлать. Ирхи сăвăм 5 сехетре пуçланать – эпир те кая юлас мар тесе ăшталантăмăр. Ял çынни те çак вăхăтра нумайăшĕ тутлă ыйхăпа киленет. Фермăра ĕçлекенĕн вара канлĕх çукпа пĕрех. Уншăн

Подробнее

Чĕрере шанăç пурри хавхалану кÿрет

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти халăхпа тачă çыхăнса ĕçлет. Кунти специалистсем уйрăм ушкăнри çынсене тимлĕх уйăрма – сĕтел хушшине чĕнме, калаçса ларма та вăхăт тупаççĕ. Иртнĕ кунсенче тĕрлĕ сăлтава пула инвалида тухнă çынсемпе ăш пиллĕ тĕл пулу йĕркелени те çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ. Йыхрав илнисенчен ытларахăшĕ килнĕ клуба. Кашнийĕ

Подробнее