Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 45)

Килĕшỹпе çураçура

Елчĕк муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕ демографи политикине аталантарас, çемье институчĕн пĕлтерĕшне ỹстерес тĕлĕшпе час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. 2024 çула Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çемье çулталăкĕ тесе палăртнăран, туса ирттерекен ĕçсен витĕмлĕхĕ курăмлă пуласси пушшех куç кĕрет. Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Елизавета Павловăна Чăваш Республикинчи амăшĕн "Анне" Мухтав паллипе наградăласси çинчен 2024 çулхи

Подробнее

Черетлĕ пресс-конференци

Мартăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ - пиллĕкмĕш пресс-конференци ирттерет. Унта вăл республикăн 2023 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетĕ, тĕп обществăлла-политикăлла событисене хак парĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртĕ, çавăн пекех журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравлĕ. Пресс-конференци юхăмĕпе Чăваш наци телерадиокомпанийĕн, Чăваш наци радиовĕн, "Тăван радио" эфирĕсенче, Олег Николаевăн Контактри страницинче тата телеграм-каналĕнче паллашма

Подробнее

Патшалăх пулăшнипе ял аталанать

Сергей АРТАМОНОВ, вице-премьер, ЧР ял хуçалăх министрĕ: - Регионсем хушшинчи "Çĕр улми" курав кăçалхипе 16-мĕш хут иртрĕ.Унта пысăк йышпа - çĕршывăн 20 регионĕнчен 83 компани хутшăнни ахальтен мар. Чăваш Ен 100 гектар çĕр пуçне çĕр улми туса илессипе тата кашни гектар çĕр пуçне шутласа патшалăх пулăшăвĕ уйăрассипе те Атăлçи федераци округĕнче

Подробнее

Тĕп редактора çирĕплетнĕ

Елена Петрова "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче 2002 çултанпа ĕçлет. Пирваях обществăпа политика пайне ертсе пынă. 2023 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлакана лартнă. Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн 2024 çулхи пуш уйăхĕн 6 -мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн вара Елена Петровăна тĕп редактор должноçне çирĕплетнĕ. Çак

Подробнее

Сертификат панă

Округра нумай ачаллă çемьесене пулăшасси тимлĕхре. Çак кунсенче округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата виçĕ çемьене сертификат панă. Унпа, çулталăк вĕçлениччен, çемьесем пĕр е темиçе пỹлĕм илме пултараççĕ, çапах та вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çирĕплетнĕ учет норминчен пĕчĕк пулмалла мар. Çавăн пекех пая кĕрсе пурăнмалли вырăн туянма е подрядчикпа килĕшỹ туса

Подробнее

Сасăлава хутшăнар

"Хăтлă хула хутлăхне йĕркелетпĕр" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн мартăн 15-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен хăтлăх кĕртессипе çыхăннă объекта палăртассипе Пĕтĕм Раççейри сасăлав иртет. Асăннă проект çĕршывра РФ Президенчĕн хушăвĕпе 2017 çулта пурнăçа кĕме пуçланă. Унăн тĕп тĕллевĕ - ял-хула сăн-сăпатне улăштарасси, кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, паянхи пурнăç ыйтнă пек обществăлла хутлăхсем йĕркелесси. Обществăлла

Подробнее

Телейлĕ ватлăх

Анне… Епле ăшă, çепĕç, илемлĕ илтĕнет çак сăмах. Хуть кама та вăл çемьене, тăван киле, хамăра чун панă çын патне илсе çитерет. Шутласан тĕленмелле, пĕр хĕрарăм миçе ачана пурнăç парнелесе ура çине тăма, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшать. Мĕн ĕмĕрĕн вĕçне тухичченех чун ăшшине, пур пурлăхне ачисемпе пайлать. Канăç мĕн

Подробнее

Пилĕк хĕре пурнăç парнеленĕ

Хĕрарăм - ăста педагог тата вĕрентсе ỹстерекен. Хĕрарăм - анне - çĕр çинчи пурнăçа пуçлакан. Вăл пире пурнăç парать, пăхса ỹстерет, тăван чĕлхе тата тавралăх илемне курма вĕрентет. Ырăпа усала уйăрма пулăшать. (В.Сухомлинский каланинчен). Надежда Васильевна Тестова Лаш Таяпа ялĕнчи Василий Петровичпа Лидия Ефимовна Кирилловсен туслă çемйинче 1958 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче кун

Подробнее

«Шурă туя» клуб занятийĕнче

Округри библиотекăсенче ĕçлекенсем çынсене вулама явăçтарассипе кăна мар, тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассипе те тимлеççĕ. Елчĕкри тĕп вулавăшрах, тĕслĕхрен, тивĕçлĕ канăва тухнисене право, финанс пĕлĕвĕ парассине, патшалăх пулăшăвĕн майĕсемпе интернет урлă усă курассине йĕркелеççĕ. Ку тĕлĕшпе ятарлă учрежденисен специалисчĕсем консультаци пама яланах хатĕр. Тĕп библиотекăна иртнĕ кунсенче "Шурă туя" клуб членĕсем пуçтарăнчĕç. Асăннă

Подробнее

Ылтăн алăсен асамлăхĕ

Аллă çул ытла пурăнатăп тăван ялăмра - Хăвăлçырмара. Пĕтĕм кил-хуçалăхри кашни çыннăн чун-кăмăлне, пултарулăхне пĕлетĕп тесе шутлаттăм. Йăнăшатăп иккен. Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли тапхăр çывхарса килнĕ май килсерен çỹретпĕр те, халĕччен курманни, тĕлĕнмелли пайтах… Черетлĕ кил-çурта, Зинаида Волкова çемйине кĕтĕмĕр. Тỹрех асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ пире. Мĕн кăна çыхмасть-ши Зинаида Семеновна, мĕнле

Подробнее