Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 50)

Бизнеса пулăшмалли майсем ỹсеççĕ

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Тĕллев - бизнеса вăй илсе аталантарассинче тата ĕçе анлăлатса пырассинче, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă тĕллевсене пурнăçлассинче чăрмав кỹме пултаракан сăлтавсенчен хỹтĕленме пулăшасси. Ку чухнехи чи тĕрĕс çул-йĕр - бизнесăн урăх категорине чăрмавсăр куçма условисем туса парасси. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырăвĕнче

Подробнее

Улшăнусем кĕртнĕ

Ытларикун округ администрацийĕнче округри Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк район прокурорĕн заместителĕ Вячеслав Путяков хутшăннă. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 12 ыйтăва пăхса тухнă. Малтанах унта ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн пуçлăхĕ Илнур Минигалиев 2023 çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса

Подробнее

Çивĕч ыйтăва тăсса…

Çанталăк лăпланчĕ теме çук-ха. Юрпа пурин те пĕрле кĕрешмелле: кам - техникăпа, кам - кĕреçепе. Кил-çурт умĕнчи сукмака, лавкка патне е фельдшерпа акушер пунктне илсе çитерекен ансăр çула кĕреçепе те тасатма хутшăнни - пулăшу. Çавăн пекех пушар гидранчĕсем патне çул яланах уçă пулма кирлĕ. Юрпа знакĕсем те ан çухалччăр. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн

Подробнее

Пирĕн вăй — пĕр шухăшлă пулнинче

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне 2024 çул валли янă Çырăвĕнче обществăри тĕрлĕ ыйтăва анлăн çутатнă. Çавна май вулакансен шухăш-кăмăлне пĕлер-ха. Владимир НИКОЛАЕВ, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ: - Республика ертỹçи хăйĕн калаçăвне вĕренỹпе воспитани теминчен пуçларĕ - çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анлă тишкерĕвĕнче ачасене тарăн

Подробнее

Тăрăшуллă каччă

Кашни çулах пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантараççĕ. Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта та асăннă стипендие илме тивĕçнисем пур. Кăçал 3-ĕн. Вĕсенчен пĕри - пултаруллă та тăрăшуллă каччă - Матвей Мустаев. Матвей туслă та нумай ачаллă çемьере çитĕнет. Ачасенчен асли пулнă май, шăллĕпе йăмăкне ăс-тăн

Подробнее

«Пурнăç йывăрлăхра нумай тĕрĕслерĕ»

Елизавета Ильинична Михеева Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче Ильяпа Евдокия Наумовсен çемйинче 1936 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Вулакана унăн аса илĕвĕпе паллашма сĕнесшĕн: "Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 5 çулти ача кăна пулнă. Çапах та аттене фронта ăсатни куç умĕнчех. Эпир çемьере виçĕ ача пулнă. Асли - эпĕ, иккĕмĕшĕ Роза 4-ра, кĕçĕнни Петя -

Подробнее

Айккинче юлмастпăр

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси округра малаллах пырать. Салтаксене вĕсене хăйсене те пирĕн енчен хỹтлĕх кирлĕ. Ĕнел ялĕн çыннисем пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракансемшĕн кашнийĕншĕн пăшăрханаççĕ, вĕсем ашшĕ-амăшĕ, хăйсен çемйисем патне сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăнасса шанаççĕ. Украинăри хаяр хирĕç тăрăва Ĕнелĕнчен те сахал мар çамрăк хутшăнать. Вĕсене тата ытти хỹтĕлевçĕсене

Подробнее

Ырă туни çĕре ỹкмест

"Хамăрăннисене пăрахмастпăр" тени ахаль сăмах кăна мар, пурнăç принципĕ те. Çак каларăш кашни çынна кирлĕ. Хамăр пурнăçра эпир нумай çынпа тĕл пулатпăр пулин те, вĕсем пурте туссем пулаймаççĕ. Чăн-чăн туссем нумай пулмаççĕ те. Вĕсене хакламалла, йывăр самантсенче пăрахмалла мар. Шел пулин те, чылай чухне туссем хаваслă тапхăрсенче çеç кирлине туйма-курма

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Умра - Салават "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче округăн вăтам ушкăнĕнчи (2011-2012 ç.çур.) хоккеистсем Пĕтĕм Раççейри "Ылтăн шайба" турнирĕнче выляма путевка çĕнсе илнĕ. Малтанах, çурма финалта, Елчĕксем Етĕрнери "Рубинпа" тĕл пулнă. Вăл шăл çемми марри пирвайхи минутсенчех палăрнă, çапах та çивĕч кĕрешỹре пирĕннисем ăнăçăва хăйсен енне туртса илнех - 5:4. Финалта вара пысăк хавхаланупа

Подробнее

Раççей Президенчĕн суйлавĕ: мĕн канăçсăрлантарать?

2024 çулхи пуш уйăхĕн 15, 16, 17-мĕшĕсенче - Раççей Президенчĕн суйлавĕ. Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕ сасăлавпа çыхăннă хăш-пĕр саманта уçăмлатрĕ. - Раççей Президенчĕн суйлавне миçе тĕрлĕ мелпе хутшăнма пулать? - Чăваш Енре сасăлава тĕрлĕ енлĕ хутшăнма май пур: суйлав участокĕсенче; сасăлав пỹлĕмĕн тулашĕнче (е "килте"); "мобильлĕ суйлавçă" механизм тата бюллетеньпе усă курмасăр

Подробнее