Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 516)

Çĕнĕ çула – çĕнĕ хваттере

Тĕнче ыр çынсемсĕр мар. Пĕрле пулсан, кар тăрсан темĕн те тума пулать. Муркаш районĕнчи Анат Панкли ялĕнчи Александр Тимофеев тăватă ачине – виçĕ хĕрпе пĕр ывăлне – пĕччен ÿстерет. Хальччен çемье 30 тăваткал метр лаптăк йышăнакан кивĕ пÿртре хĕсĕнсе пурăннă. Александр Алексеевич вырăнти хуçалăхра автослесарьте вăй хурать. Унăн шалăвĕ пысăк çемьене

Подробнее

Хăçан тăхăнмалла?

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2017 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çул-йĕр правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕркере çула тухнă водителĕн çутта каялла сирекен хăю çĕленĕ куртка е жилет пулмаллине çирĕплетнĕ. Жилета е курткăна чарăнма планламан чухне/техника юсавсăррине асăрхасан, водитель е пассажир хăйне япăх туйсан/, е çул-йĕр çинчи инкек вăхăтĕнче, кăнтăрла е çĕрле çул

Подробнее

Ылтăн алăллă музыкант

Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ: кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнине сиссе те юлаймастăн. 45 çул каялла Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренеттĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен варринче вăхăт питĕ интереслĕ иртетчĕ. Шкулта уроксем вĕçленсен те киле кайма васкаман, тĕрлĕ кружока, мероприятие çÿреттĕмĕр. Кашни кунах пысăк тăхтав вăхăтĕнче вара коридорта илтĕнекен купăс сасси

Подробнее

Апрелĕн 15-мĕшĕнче сÿнтерме пуçлаççĕ

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Правительство телерадио хыпарлава аталантарас енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплекссене кĕрекен федераци каналĕсен аналоглă хыпарлавне сÿнтермелли графика çирĕплетнĕ. Лару йышăнăвĕнче Раççейре цифрăллă эфир телекуравĕ çине куçас ĕç виçĕ тапхăрпа иртессине палăртнă. Чăваш Енре аналоглă сигнала 2019 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçлаççĕ. Эппин, çитес 4,5 уйăхра телекуравçăсен

Подробнее

Ыйту-хурав

Алимент тÿлĕ-ши? Ывăлăн ашшĕ – ют çĕршыв гражданинĕ. Вăл ача ашшĕ пулнине те йышăнмасть. Унран алимент шыраса илме пултарайăп-ши эпĕ? Л.ВЯЗАНКИНА. Ыйту çине Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчен çапла хуравларĕç: – РФ Çемье кодексĕн 163 статйипе килĕшÿллĕн, ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ пăхса ÿстермелле. Ют çĕршыв гражданинĕнчен алимент шыраса илес тесен, сирĕн хамăрăн çĕршыври

Подробнее

Çĕрхут питĕрĕнни

Çĕрхут /выльăх хырăмлăхĕн çурхах-çурхахлă пайĕ /книжка/ хырăмлăх хăвăлĕн малти пайĕнче, мăнхырăмлăхăн сылтăм енче вырнаçнă. Унăн лăймака витĕмĕ питĕ нумай пластинкăсенчен, хутламсенчен тăрать. Ĕне выльăха арпапа, уйрăмах тăпрапа е хăйăрпа вараланнă апатпа нумай вăхăт хушши тăрантарса усрасан унăн çĕрхучĕ питĕрĕнме пултарать. Минераллă тăварсем çитмен чухне выльăх тăпрана кăшлать, вăл çĕрхута нумай пухăнать.

Подробнее

Почтальонсене кулленех кĕтеççĕ

Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм, Шуршу ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăраççĕ. Ольга Маркова, Надежда Галкина, Елена Смирнова, Ирина Корнилова почтальонкăсем асăннă ялсенчи куллен кĕтнĕ çынсем. Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕнче хаçат-журнала вулакансем уйрăмах пысăк хавхаланупа çырăннине пĕлтереççĕ вĕсем. «Елчĕк ен» хаçата паянхи кун 3 ялти 143 çемье илсе

Подробнее

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Республикăн тĕп хулинче Пĕтĕм Раççейри «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивалĕн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысланă. Раççей МЧСĕ кăçалхипе 10-мĕш хут йĕркелекен фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – пушарнăйсемпе çăлав-çăсен, ку енĕпе хăюлăхпа палăракан ытти çынсем пирки каласа кăтартасси, халăха ирĕклĕ пушар хуралне явăçтарасси. Професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтернисене «Чи лайăх пушарнăй», «Надзор тата профилактика ĕçĕн подразделенийĕн чи

Подробнее

Чун киленĕçĕ – ĕçре

Çын пурнăçĕнчи пĕтĕм ырăлăх çемьерен пуçланать. Арçын çемье тĕрекĕ те хÿтĕлевçи пулсан, хĕрарăм çемье вучахне чĕртекен тата унăн ăшшине ĕмĕрĕпе упраса пурăнакан. Шăпах хĕрарăм чун-чĕре ăшăлăхне, кăмăл пуянлăхне çывăх çыннисене пĕр шелсĕр парнеленĕрен çемье членĕсем хăйсене лăпкă та канăçлă тытаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе çунатланаççĕ – пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăх

Подробнее

Халăх шухăшне шута илĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Ăна хатĕрлес ĕç пуçланнă. Яланхиллех унта Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсене палăртаççĕ. Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен аталану çул-йĕрне пăхса тухĕç, предприятисемпе организацисен пуласлăх тĕллевĕсене шута илĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне, паллах, халăхăн шухăш-кăмăлне, общество организацийĕсен

Подробнее