Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 57)

Виçĕ кунта — 12 сетка

Тăрăм территори пайĕнче пурăнакансем вăрăм кану кунĕсене сенкер экран умĕнче ларса ирттермен. Тăрăм, Анатри Тимеш, Тип Тимеш ялĕсен хастарĕсем - тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем, шкул ачисемпе студентсем, пенсионерсем, вăхăтлăха ĕçлеменнисем тĕп культура çуртĕнче 3 кун тапхăрĕнче 12 маскировка сетки çыхма, 100 ытла окоп çурти хатĕрлеме пултарнă. Шкул ачисем вара, каннă вăхăтра,

Подробнее

Çар службине хатĕрлĕç

"Воин" центрăн Чăваш Енри уйрăмĕнче 14-18 çулсенчи çамрăксемпе çарпа спорт хатĕрленĕвĕн тата патриотизм воспитанийĕн вĕрентĕвĕ йĕркелеме палăртнă. Чăваш Республикин Правительствипе "Воин" çарпа спорт хатĕрленĕвĕн тата патриотизм воспитанийĕн центрĕ пĕрле ĕçлемешкĕн килĕшỹ алă пуснă. Вĕренỹ программипе пĕрлех çуллахи хатĕрленỹ те иртĕ. Центрăн Чăваш Енри уйрăмне кăçал "Звездный" лагерьте уçма палăртнă. Вăл çулталăк

Подробнее

Леонард ЛЕВЫЙ: «Пĕрлĕхре пурăнни, килĕшỹре ĕçлени — аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ»

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çĕнĕ çул умĕн вĕçленсе пыракан çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлететпĕр, малашлăх тĕллевсене палăртатпăр. Çавна май Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйту çине хурав илтĕмĕр. - Леонард Васильевич, 2023 çул мĕнпе асра юлчĕ пирĕн округшăн? Раççейри Педагогпа наставник çулĕнче, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулĕнче мĕнле çитĕнỹсем пулчĕç? -

Подробнее

Пĕр ĕнерен вăтамран 10630 килограмм!

Ỹсĕм çулĕпе малалла утăмлакан "Победа" ОООри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен черетлĕ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсем те сулмаклă. Ял хуçалăх предприятийĕнче усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 169 центнер аш-какай, 3141 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен вăтамран 10630 килограмм сĕт сунă. Юлашки çулсенче округри ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе тăтăшах "Победа" ООО

Подробнее

Йывăрлăхсене парăнмасăр

Авалтанах çапла пулнă-ши, пĕлместĕп, юлашки вăхăтра ялсенче кил-çурта арçынсăр тытса пурăнакан хĕрарăмсем нумайланчĕç. Темшĕн арçынсен ĕмĕрĕ кĕскерех пулни сисчĕвлентерет. Тĕнчен черченкĕ пайĕ вара чăннипех пултаруллă. Çакăн пек хĕрарăмсенчен пĕринпе, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче тĕпленнĕ Таисия Шахеевăпа, паллаштарас килет ман. 1953 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Матвей Кирилловичпа Евдокия Васильевна Трофимовсен кил-йышĕнче кун çути

Подробнее

Ыйтусем тимлĕхсĕр юлмĕç

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ çул умĕнхи "Тỹрĕ лини" ирттерчĕ. Вăл 1 сехет те 30 минута пычĕ. Пурĕ 427 ыйту килнĕ, вĕсенчен 36-шне тỹрĕ эфирта хуравларĕ. "Тỹрĕ линие" "Раççей 24" телеканал эфирĕнче, Олег Николаевăн Контактри страницинче тата телеграм-каналĕнче, Контактри "Олег Николаев. Чăваш Ен" тата "Чăваш Республики" ушкăнсенче

Подробнее

«Ĕмĕтри елка» тивлечĕпе

"Ĕмĕтри елка" акцине округри ертỹлĕх, депутатсем çулсеренех хастар хутшăнаççĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пулăшнипе Елчĕкри Елизавета Викторова, акă, конькиллĕ пулнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов Питтĕпелĕнчи Ирина Николаевнăпа Сергей Александрович Абрамовсен 5 ачаллă çемйине савăнăç илсе килнĕ. Чăваш Республикинчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Елчĕк

Подробнее

Инкек ан пултăр тесен…

Çĕнĕ çула та кĕретпĕр, акă. Кашниех эпир, çитĕннĕ çын-и е пĕчĕк ача-и, çитес çул яланах лайăххине кăна ĕмĕтленетпĕр. Уявсем, канмалли вăрăм кунсем çитнĕ май тимлĕх пирки те манса каяс марччĕ. Республикăра газ хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнманнине пула инкексем те пулчĕç. Çавна май кашни кил-хуçалăхра, нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕтĕм çулĕсен (дымоход) юсавлăхне тĕрĕслени

Подробнее

Агролаборатори уçăлнă

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул никĕсĕ çинче шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне çỹрекенсем валли агролаборатори уçăлнă. Ăна уçма муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата ытти хисеплĕ çынсем хутшăннă. Диана Турхан директор пуçарăвĕпе малтан шкул Чăваш Республикинчи вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурса "Агролята" проект тăратнă. Унта çĕнсе илнĕ 500 пин

Подробнее

Çапла пулмашкăн ăна чунĕ ыйтать, чĕри хушать…

Ентешĕмĕр - Шупашкар округĕн больницин тĕп тухтăрĕ, унсăр пуçне, тĕп ĕçĕнчен пăрăнмасăр нумай çултанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса халăх шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларакан, маларах темиçе хутчен район, хула депутатне суйланнă тата ытти нумай обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан Владимир Николаевич Викторов тăван тăрăхра тухса тăракан "Елчĕк ен" хаçатăн Çĕнĕ

Подробнее