Среда, 25 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 67)

Хĕрỹ точкăсене ямаççĕ

Ыйтусем çине Чăваш Республикин Çар комиссарĕ Б.Холиков хуравлать: - Бахтиер Махмаджонович, тỹрех ыйтар-ха, кăçал пирĕн республикăран миçе каччă çар ретне тăрĕ? - Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн кĕрхи призыв октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Палăртса хăварар, çуркуннехи призыв та, кĕрхи те ятарлă çар операцине ирттернипе ниепле те çыхăнман. Кăçалхи кĕркунне çар службине

Подробнее

Чи лайăххисен форумĕнче

Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ "Ялта - чи лайăххисем" форумра творчество ĕçĕсен республикăри 2-мĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пултарулăх ăмăртăвне округсенчен пĕтĕмпе 2 пин ытла ĕç тăратнă. Ачасем хăйсен ăсталăхне тăван тăрăхпа çыхăннă юрăсенче, ташăсенче, сăвăсенче, социаллă тетелте пичетленĕ материалсенче кăтартнă. Ỹсĕме кура 23 номинацире 66 çĕнтерỹçĕпе призер чыса тивĕçнĕ. Елчĕкри вăтам шкулта

Подробнее

Хастаррисен йышĕнче

Камилла Львова Республикăри 25 ача Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн стипендине илме тивĕç пулнă. Çакăн çинчен калакан Хушăва республика ертỹçи алă пусса çирĕплетнĕ. Хастаррисен шутне пирĕн округăн 2 вĕренекенĕ кĕнĕ: Елчĕк шкулĕнчи 11-мĕш кадет класĕнче пĕлỹ илекен Дарья Долгова тата Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕ Камилла Львова. Хĕрсем иккĕшĕ те олимпадăсене, конкурссене хастар

Подробнее

Курав-форум уçăлать

Раççей пысăк ĕç-пуç йĕркелесе ирттерме хатĕрленет - ыран Мускавра Пĕтĕм тĕнчери "Раççей" курав-форум уçăлĕ. Калăпăшлă мероприяти ВДНХра иртĕ. Унта çĕршыври мĕн пур субъект хутшăнĕ. 2024 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен иртекен форумра кашни регион хăйĕн пысăк çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ. 2023-2024 çулсенче çак форума ирттересси çинчен калакан хушăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи мартăн

Подробнее

Пулăшу анлăланĕ

Инвестици проекчĕсене аталантарни республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен шутĕнче "Химпромăн", "Промтракторăн" пысăк инвестпроекчĕсем. Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркне, уйрăм экономика зонине асăнмалла. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине вăй пама тивĕç инвестпроектсен шутĕнче - инфратытăмпа çыхăннă пилĕк теçетке объект, çулсем, ăшă сечĕсем, тата ытти те. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программипе пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ

Подробнее

Ĕç укçи ỹсет

Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ĕç укçин ỹсĕмне тишкернĕ. Бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçал 14,7 процент хушăннă - 38,3 пин тенкĕрен иртнĕ. Çитес çул та ỹсĕм курăмлă пулмалла - 8,9 процент. Вăл ỹссе 41,4 пин тенкĕ патне çывхармалла. Вĕрентекенсемпе медиксемсĕр, культура ĕçченĕсемсĕр пуçне бюджетран укçа илекен ытти çын та

Подробнее

Вĕренỹ службăсене тĕрĕслет

Çак кунсенче окургра пушарпа тактика вĕренĕвĕ иртрĕ. Меропрятин тĕп тĕллевĕ - ăнсăртран пушар пулас пулсан инкеке сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем хăйсен ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕслесси пулчĕ. Хальхинче тренировкăна Елчĕкри централизациленĕ культура çуртĕнче ирттерчĕç. Условнăй пушар артистсен залĕнче тухнă. "Тĕтĕм мăкăрланма пуçласанах" яваплă çынсем тивĕçлĕ службăсене пĕлтернĕ. Персонал пушара сарăласран сыхлас енĕпе

Подробнее

Медсестра васкать

Хамăрăн участокри фельдшерпа акушер пункчĕн медсестри – Елена Григорьева çинчен каласа парас килет вулакана. Елена Вениаминовна 1975 çулта Канаш хулинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ – Вениамин Максимовичпа Елизавета Германовна Блиновсем – Аслă Таяпа ялĕн çыннисем. Лена 3 çул тултарсан çемье тăван тăрăхне куçса килнĕ, кунти шкула пĕтернĕ. Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçласа вăл 1992-1994 çулсенче

Подробнее

Çынлăх – иксĕлми пурлăх

Çывăх вăхăтра паллă çыравçă-журналист, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Тимофеев 85 çул тултарать. Çавна май эпир ăна уçă калаçăва чĕнтĕмĕр. Ачалăхăм – Анатолий Артемьевич, каçарăр та, сире паян чылайăшĕ хăвăр çулăра памасть. Ялан ĕçлетĕр, кулленех çын хушшинче. Эсир хайлавăрсене час-часах тĕрлĕ хаçат-журналта куратпăр. Вĕсем, çăмăл чĕлхепе çырннăскерсем, хăвăрт вуланаççĕ,

Подробнее

Чемпионсене йышăннă

Кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш вăййисем иртнĕренпе часах виçĕ эрне те çитет, анчах унпа çыхăннă кăмăл-туйăм çĕкленĕвĕ чакмасть-ха. Виçĕмкун Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тĕнче шайĕнче пуçласа йĕркеленĕăмăртăва хутшăннă, наци спорчĕн тĕрлĕ тĕсĕнче çĕнтернĕ ентешсене йышăннă. Станислав Мисяков(Аслă Елчĕк), Роман Иванов (Аслă Шăхаль), Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва) сăмаха

Подробнее