Среда, 25 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 71)

Украинăна — автомашинăсем

Хастарсем йĕркелесе пынипе округра пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем валли кирлĕ япаласем пухса, техника юсаса Украина çĕрĕ çине ăсатсах тăраççĕ. Курнавăш ялĕнче пурăнакан Альберт Смирнов кăçал çуркунне Газель автомашина юсаса леçсе панăччĕ. Хальхи вăхăтра вăл тата унăн юлташĕсем тепĕр 3 автомашинăна юсассипе тăрăшаççĕ. Вырăскасси ялĕнчи Илья Федоров сварщика, Курнавăшри Николай

Подробнее

Асăрханулăх кирлĕ

Августăн 28-мĕшĕнче Елчĕк округĕнче террора хирĕçле комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕ - комисси председателĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Ларура калаçу вĕренỹ объекчĕсене территори тĕлĕшĕнчен хỹтĕлесси тата вĕренекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, общество тимлĕхне вăйлатасси, террорла актсене асăрхаттарасси тавра пычĕ. Вĕренỹ учрежденийĕсем пирки сăмах пуçарас пулсан, паянхи кун вĕсен тавра карта тытса

Подробнее

Çул-йĕр тимлĕх ыйтать

Çамрăксем скутерсемпе, мопедсемпе ярăннине час-час курма пулать. Вĕсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилисене пĕлменрен, транспорт хатĕрĕпе çỹрес енĕпе опыт пухайманран, ỹсĕмне кура çул-йĕр çинчи лару-тăрăва ăнкарайманран час-час аварине лекеççĕ, йĕркене пăхăнмасăр ытти водительсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкереççĕ. Статистика çакна çирĕплетет: çак транспорт хатĕрĕ хутшăннипе пулакан аварисенчен 95 проценчĕ скутер водителĕсемпе пассажирĕсем пурнăçран уйрăлнипе вĕçленет. Çул

Подробнее

Наркомани пысăк инкек

Наркоман обществăшăн хăрушă. Унăн серепине лекнĕ çыннăн пурнăç пĕлтерĕшĕ çухалать, ăна нимĕн те, никам та кăсăклантармасть, пĕртен-пĕр тĕллевĕ наркотик тупасси пулса тăрать. Наркомани сĕрĕмĕпе минренĕ çынсенче çак паллăсем палăраççĕ: ача е çамрăк час-часах килтен тухса кайни (ун сăлтавне ыйтсан вĕсем хирĕçме-тавлашма пăхаççĕ);улталани (çиеле тухма тăрăшни);вăрттăн смс-çырусем тата телефон шăнкăравĕ, халĕччен пулман туссем

Подробнее

Биометри кăтартăвĕ. Мĕн вăл?

Юлашки вăхăтра социаллă çыхăнури тĕрлĕ информаци çăлкуçĕнче "гражданинăн биометри кăтартăвĕсемпе усă курассине хирĕçлес тĕллевпе кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса ĕлкĕрмелле" текен чăнлăхпа килĕшсе тăман информаципе тĕл пулма пулать. Биометри кăтартăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе эпир Елчĕкри нумай функциллĕ "Мои документы" центрăн начальникĕпе Людмила Викторовăпа тĕл пултăмăр. - Людмила Николаевна, чи малтанах

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Виççĕмĕш те çитĕн Шупашкарти "Олимпийский" стадионта футболла выляссипе картиш командисен пĕтĕм Раççейри регион тапхăрĕнчи 5-мĕш турнирĕ иртнĕ. 16 команда ултшар вăйăçăпа 4-шар ушкăна пайланса вылянă. Елчĕксем (тренерĕ - Вениамин Кудряшов) ăмăртăвăн пулас çĕнтерỹçине - "Восток-Энергия" (Шупашкар) коллектива выляса ярса тепĕр иккĕшне парăнтарнă. Плей-оффра "Муркаша" (4:3) малалла кайма паман. Çурма финалта вара каллех

Подробнее

Николай Петров — Раççей Геройĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2023 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Алексеевич Петров аслă лейтенанта çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Раççей Федерацийĕн Геройĕн ятне панă (вилнĕ хыççăн) Çутă çăлтăр, ăшă хĕвел евĕр хăш та пĕр çынсем пурнăçра. Питĕ пысăк чунлă, ырă чĕреллĕ вĕсем, чи малтанах хăйсем

Подробнее

Анатолий Петров: «Çĕр ĕçне юратни кирлĕ»

Кирек мĕнле ĕç тăрăшулăх витĕмĕпе ỹсĕмленет. Тивĕçе куллен туллин пурнăçлани вара хавхалану кỹрет, малашлăха çул уçать. Таяпа Энтри ялĕнчи Анатолий Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи те ĕç ăнăçăвĕпе кăмăллă паян. Кĕр мăнтăрĕпе савăнмалăх сăлтавĕ тата пур-ха… - Анатолий Васильевич, ял ачисем, уйрăмах Сирĕн вăхăтрисем, çĕр ĕçĕпе ỹснĕ тесен те йăнăш мар-тăр? -

Подробнее

Кану кунĕсĕр

Округри шкулсенчи физкультура учителĕсен пĕр ушкăнне Елена Петрова черетлĕ ăмăрту хыççăн ỹкерсе илнĕ. Вĕсем тата ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕн тренер-преподавателĕсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ округри физкультурăпа спорт ĕçĕ-хĕлĕ. Кулленхи виçĕ-тăватă 45 минутлăх урокпа кăна вĕçленмест вĕсен ĕç кунĕ. Секци занятийĕсем е сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă мероприятисем ирттермелле,

Подробнее

Округ пурнăçĕ

Хисеплĕ ята тивĕçнисем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн Елчĕк округĕнчи çичĕ çынна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Ятарлă удостоверени илнисен йышĕнче - Нина Иванова (Яманчỹрел), Ирина Карлина, Николай Орехов (Аслă Елчĕк), Нина Козлова, Светлана Маркова (Кĕçĕн Таяпа), Владимир Афанасьев (Тăрăм), Валентина Тябукова (Елчĕк). Лаш Таяпари Эльвира Михеева вара "Ĕç

Подробнее