Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 22)

Хире тухма вăхăт çитрĕ!

Кăçал çуркунне ир килнине кура кĕр тыррисене апатлантарма та маларах тухма тиврĕ. «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕнче иккĕмĕш кун хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Çак ĕçе механизаторсем çĕрле шăнтнипе усă курса, ирхине 3 сехетрех тăрса тухнине пĕлсе 2-мĕш бригадăн тăваттăмĕш уйне эпир те ирхине 5 сехетрех çитрĕмĕр. – Хĕл ăшă килнине кура

Подробнее

Чи кирли – çуракине инкексĕр ирттересси

Курăмлă ĕç кăтартăвĕсемпе палăракан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çын пурнăçĕпе тата сывлăхĕпе çыхăннă инкек-синкекпе тĕл пуласран асăрханассипе, вĕсене сирсе ярассипе çыхăннă мероприятисене те кирлĕ шайра пурнăçлама хăнăхнă. Иртнĕ кунсенче – уй-хире тухичченхи пушăрах вăхăтпа усă курса механизаторсемпе водительсем, тырă им-çамлама хутшăнакансем, выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем районти тĕп больницăра пулса медкомисси

Подробнее

«Победа» ОООн – чи пысăк тупăш

Аталану çулĕпе çирĕппĕн утакан «Победа» сахал яваплă обществăра укçа-тенкĕ тупăшĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрти кăтартусем тата сулмаклă пулнине йышăнмалла: таса тупăш пайĕ 30383 пин тенкĕпе /рентабельлĕх – 62,5 процент/ пулнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан вăл 2204,9 пин тенкĕпе танлашать. Çак кăтартусем районĕпе илсен те, чи

Подробнее

АПК ветеранĕсем хастар, хыт утăмлă

Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен союзĕн черетлĕ тăваттăмĕш отчетпа суйлав конференцийĕ Елчĕк районĕнче пулса иртрĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ хăнасем /пурĕ 100 ытла çын/ чи малтан «Победа» сахал яваплă обществăн ферминче иртнĕ çул хута кайнă çĕнĕ комплекса çитсе курчĕç, ĕне сăвакан залри «ăслă» оборудованипе паллашрĕç. Самана таппинчен кая тăрса юлма

Подробнее

Япăх ĕçлеме сăлтав çук

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче – çĕршыв чăл-пар саланнă вăхăтра та арканман – пултаруллă организаторсен тивлетне пула сыхланса юлнă, лару-тăрăва пула килсе тухнă йывăрлăхсенчен хăтăлас тĕллевпе ун чухнех хушма производство ĕçĕсене ăнăçлă йĕркелесе яма, пĕр вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх фермисене çĕнĕ шайри стандартсене тĕпе хурса реконструкци тума, техника паркне хăватлă йышши ял хуçалăх

Подробнее

Ĕçе пуçăнни çур ĕç тунипе тан

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ çул пуçлансанах, хăшĕ-пĕри маларах та, ака ĕçĕсене хатĕрленме тытăннă. Çак ыйтупа калаçнă май район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов çур аки ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте уйрăмах пысăк яваплăхпа тимлекен «Яманчурино», «Рассвет» ял хуçалăх предприятийĕсен çаврăнăçуллă ĕçне тивĕçлипе хак пачĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те,

Подробнее

Çĕр ĕçĕ уншăн – чун ыйтни

Çĕр ĕç культурисене туса илессипе тимлекен Аслă Елчĕкри Геннадий Афанасьев фермершăн хĕл кунĕсенче те пĕр канлĕх çук. Ĕçе пĕлсе йĕркелекен çыншăн вăхăт иртни сисĕнмест. – Кĕркунне севок упрамалли çĕнĕ ангар хăпартса лартрăмăр. Ун хыççăн полиуретан кăпăкне сапса ăна ăшă тытмалла туса хатĕрлерĕмĕр, – каласа кăтартрĕ аталану çул-йĕрĕ çине тăнă фермер. Самаях пысăк: тăршшĕ

Подробнее

Çĕнĕ йĕркепе

2020 çулта РФ агропромышленность комплексне субсидисем памалли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Маларах çак субсидисене панă чухне виçĕ енлĕн тишкерсе хакланă: регионсенчи АПК аталанăвĕн тĕллевлĕ программисен кăтартăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшас тĕллевпе, «гектар тăрăх», кашни литр сĕтшĕн паракан субсиди. Малашне субсидисен çак тĕсĕсене компенсацилекеннисем тата хавхалантараканнисем çине пайлĕç. Малтан асăннă субсиди шутне ÿсен-тăран

Подробнее

Хавхаланăвĕ иксĕлми унăн

«Победа» сахал яваплă обществăн ĕне ферминче тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан Владимир Сергеевăн кăмăл-туйăмĕ хавхалануллă. Ял вĕçĕнчи çуталса ларакан вĕр çĕнĕ фермăна вăл кашни кун тулли кăмăлпа çитет, килне те савăнăçпа таврăнать. Хăйне шанса панă ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшакан пуçаруллă çынна общество дирекцийĕ енчен те пĕрре мар тимлĕх уйăрнă. Ахальтен мар ăна кăçалхи

Подробнее

Патшалăх пулăшăвĕ – пурин валли те

Республикăри «Агро-Инновацисем» хысна унитарлă предприятийĕн специалисчĕсем районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе хăйсен ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлĕ калаçу ирттернĕ. Семинар ĕçне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ял хуçалăхне аталантарма патшалăх енчен кашни çул сахал мар тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрса пани çинчен чарăнса тăнă. Кăçал та, тĕслĕхрен, 4 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ

Подробнее