Четверг, 15 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 22)

Курнавăш шкулне – 160 çул

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кустăрма евĕрех çаврăнать вăл. Шав хусканура, çăл куç таппи пек канăçсăр, ирĕн-каçăн вăй илсе малалла хăйне евĕр аталанса пырать. Пуçа усма памасть самана тапхăрĕ. Ĕнер тенĕн шкулăн 150 çулхи юбилейне уявланăччĕ, тепĕр 10 çул ним сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Шкул хăйĕн историйĕпе пуян. 1861 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче уçăлнă

Подробнее

Ăсталăх тĕнчине йыхăрать

Чи илемлĕ вăхăт вăл ачалăх. Этемĕн тĕп пахалăхĕсем шăпах ачаран йĕркеленеççĕ. Çитĕнекен ăрăва ачалăхри савăнăçлă аса-илÿсене ĕмĕрлехех упраса хăварма районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ пулăшать. Кунта кашни ачах хăйне килĕшекен пĕрлешÿсене çÿресе ăсталăха туптама, пушă вăхăта усăллă ирттерме пултарать. Кунти пултаруллă педагогсем хăйсен ăсталăхне çитĕнекен ăрăва парас тесе нумай тăрăшаççĕ. Пултарулăх

Подробнее

«Тылри паттăрсене халалласа»

Çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе паллаштарас тата ăна юратма вĕрентес тĕллеве мала хурса Яманчÿрел ял библиотекинче вĕренекенсемпе «Тылри паттăрсене халалласа» ятпа литература сехечĕ иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалланă. Шкул ачисене Надежда Обожгеева библиотекарь тата культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Иванова вăл вăхăтри тыл

Подробнее

Ачасемпе тĕл пулнă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун – Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх власть органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсем вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Тĕл пулусен вăхăтĕнче вĕсем кĕçĕннисене саккунсен пуххисемпе кĕскен паллаштарнă, ачасен прависемпе

Подробнее

Кадет пулни пысăк чыс

Атте-анне. Тăван кил. Тăван çĕршыв. Чыс, тивĕç… Епле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак сăмахсем. Паян кадет класне ярса пусакан ача çак сăмахсене çĕре ÿкермест тесе шансах тăрас килет. Кадет тумĕ хăех ăслă, хăюллă, анлă тавра курăмлă пулма хистет. Елчĕк шкулĕнче 5-мĕш кадет класĕнче вĕренекен 20 ача çак кунсенче «Елчĕкри вăтам шкулĕн кадечĕ» ята

Подробнее

Шкул столовăйĕсем хушшинче – конкурс

Юлашки çулсенче шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтересси çине патшалăх шайĕнчех тимлĕ пăхаççĕ. Апатланăва тĕрĕс йĕркелесси, вĕри апатсен, апат-çимĕç шайлашăвĕн пахалăхне, чĕр таварпа продуктсемпе усă курнине тĕрĕслесси – районти вĕренÿ организацийĕсен тĕп тимлĕхĕнче. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренекенсене мĕн çитерессине республикăра пĕр евĕрлĕрех меню йĕркелеме сĕннĕ. Кунта чи малтанах талăкри рационăн калорийĕпе

Подробнее

«Вĕренме кайма пулăш»

Пĕтĕм Раççейри акцие районти шкулсем хастар хутшăнчĕç. Çулсеренех вĕренÿ çулĕ умĕн çак акцие хутшăнса ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене, нумай ачаллă, сахал тупăшлă тата йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пулăшасси ырă йăлана кĕчĕ. Калăпăр, пĕр ача çитĕнекен çемьене сăрă, кăранташ, пластилин е дневник туянасси темех мар тейĕпĕр, енчен те шкула харăсах 4 е

Подробнее

«Шкула кайма хатĕрле»

акци вара халăха социаллă пулăшу паракан организацисенче ĕçлекенсен ырă пуçарăвĕ. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем çулсеренех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенче çитĕнекен ачасене шкул япалисем парнелеççĕ. Кăçал та ырă йăлана пăрахăçа кăларман.

Подробнее

Вĕренÿ пахалăхĕ тĕп вырăнта

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланма шутлă кунсем юлнă май, йăлана кĕнĕ учительсен канашлăвĕ малашлăхри тĕллевсене палăртмалли, ÿсĕмсемпе савăнмалли, çивĕч ыйтусене татса памалли, çав вăхăтрах иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли хăйне евĕрлĕ уçă калаçу пулса тăрать. Ытти чухне тивĕçлĕ ĕçшĕн панă наградăсене çакса çÿремен вĕрентекенсем паян вĕсемпе мăнаçлăн курăнаççĕ, пĕр-пĕринпе тĕл пулнишĕн хавасланса

Подробнее

Елчĕк ен мăнаçлăхĕ

Вĕрентекенсен çулсерен иртекен республикăри августри канашлăвĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене наградăланинчен пуçланнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕн сцени çине тухнă 20 ачана республика правительствин вице-премьерĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева пĕр ÿстерсе каламасăр Чăваш Ен мухтавĕ тесех палăртнă. Республика мăнаçланмалли вĕренекенсем йышĕнче Елчĕк шкулĕнчи 10 кадет

Подробнее