Четверг, 15 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 23)

Хăтлă шкулсенче пĕлÿ те тарăн пултăр

Сисĕнмесĕрех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарчĕ. Йăларан иртмесĕр, Елчĕк районĕнче вĕренÿ организацийĕсем: 11 шкул, 3 ача сачĕ, 4 хушма пĕлÿ паракан учреждени, ачасене йышăнма мĕнле хатĕрленнине тулли ĕçлĕ ушкăнпа тĕрĕслерĕç. Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн, полици уйрăмĕн, пушар хурал пайĕн, газ хуçалăхĕн ĕçченĕсенчен, журналистсенчен тăракан ĕçлĕ ушкăн кашни вĕренÿ организацийĕнчи

Подробнее

Условисем пурнăç ыйтнă шайра

Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова ертсе пыракан ушкăн ултă вĕренÿ учрежденийĕнче пулчĕ. Чи малтанах Елчĕк шкулĕнчи пуçламăш классем вĕренекен, ял çинче «Паха тĕрĕрен» «Паха пĕлÿ» ятпа çирĕпленсе юлнă шкулпа тĕплĕн паллашрăмăр. Мĕн калăн, вĕренÿ учрежденийĕсем самана таппинчен пĕр утăм та кая юлмаççĕ, капăрлăхĕпе кăна мар,

Подробнее

Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

Районти шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслесе йышăнассине юлашки çулсенче тăтăшах çурла уйăхĕн малтанхи вунăкунлăхĕнче йĕркелесе ирттернине район ертÿлĕхĕ анчах мар, педагогика коллективĕсем те вырăнлă тесе шутлаççĕ. Ку чухне ятарлă службăсем тупса палăртнă çитменлĕхсенчен ачасем парта хушшине вырнаçса лариччен хăтăлма, çапла майпа палăртнă ĕçсене тĕплĕн пурнăçлама

Подробнее

Ачан ырă ĕçĕ тимлĕхре юлтăр

Ачана тивĕçлĕ воспитани, ăс-тăн парассинче, обществăра хăйне тĕрĕс тытма вĕрентессинче çемьепе пĕрле ача сачĕн те тÿпи пысăк. Уншăн ача сачĕ – иккĕмĕш çемье. Маларах ывăл-хĕр ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе, аппăшĕ-тетĕшĕпе анчах хутшăнса калаçнă пулсан, кунта пĕр тантăшрисен коллективĕ йĕркеленет. Çапла майпа вĕсем пĕр ÿсĕмрисемпе хутшăнма, пĕр тан пулма, ыттисене итлеме тата шухăшĕсене

Подробнее

Экзаменсем йĕркеллĕ иртнĕ

Шкулсенче экзаменсем вĕçленчĕç – вĕсен кăтартăвĕсем начар мар. 11 классем 110, 9-мĕшсем 158 яшпа хĕр экзамен тытнă. Тĕрĕслевсем çирĕп иртнĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман. Ку енĕпе маларах тĕплĕ калаçусем ирттерни вырăнлă пулни курăнчĕ. Аса илтеретпĕр, йĕркене пăснисем хăйсем суйласа илнĕ предметсемпе экзаменсене çитес çул кăна тытма пултарĕччĕç, ытти предметпа – кĕркунне. Аслă вĕренÿ

Подробнее

Тутă ачан кулли те янăравлă

Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтнĕ ачасем чылайăшĕ паян та хавхаланса шкулалла утнине асăрхатăн та вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле савăнатăн. Июнь уйăхĕнче районти шкулсен çумĕнче кану лагерĕсем йĕркелени аслисемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ывăл-хĕрĕсем 21 кун педагог-воспитательсен куçĕ умĕнче, ирхинепе кăнтăрла та тутă, тус-тантăшĕсемпе пĕрле выляса хавхаланаççĕ, спортпа туслашаççĕ, тавра курăмне ÿстереççĕ, килте пĕччен

Подробнее

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ…

Районти шкулсенче кăçал 9-мĕш классенчен 159, 11-мĕш классенчен 110 ача вĕренсе тухать. Вĕсемшĕн тахçанах кĕтнĕ самант – юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Шкул пĕтерекен яшсемпе хĕрсем ачалăх кунĕсемпе, шкул пурнăçĕпе сыв пуллашрĕç. Кĕçех паянхи выпускниксем алла аттестат илсе çĕнĕ çул çине тухĕç. Умра экзаменсем, суйланă профессие алла илесси, çĕршывшăн усăллă çын пуласси. Асран кайми

Подробнее

Пуплев тĕрĕс аталантăр

Пуплев тĕрĕс аталанни – питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл кăткăс та вăрах вăхăт йĕркеленекен пулăм. Сăмах ачана аслисен тĕнчине кĕме пулăшать. Малтанах ачан хăйне калакан сăмахсене ăнланма вĕренмелле, чĕлхе-çăварпа кирлĕ пек хуçаланмалла. Кунсăр пуçне йĕри-таврари çынсене хăйĕн шухăшне ăнлантарма пĕлмелле. Ашшĕ-амăшĕ ача сасăсене тĕрĕс каланипе каламаннине, шкула кайма пуçличченех вулама пĕлнипе пĕлменнине мала

Подробнее

Экзаменсем пуçланнă

9 тата 11 классенче вĕренекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланнă – экзаменсем. Вĕсем, тĕпрен илсен, Елчĕкри вăтам шкулта иртĕç. Тăххăрмĕшсем /163 ача/ тĕрĕслев ĕçĕсем çырассипе майăн 18-мĕшĕнчех «старта» тухнă. Паян хăйсен пĕлĕвне географи тата ют чĕлхесене тишкерессинче кăтартĕç. Патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацине – вырăс чĕлхипе /майăн 24-мĕшĕ/, математикăпа /майăн 27-мĕшĕ/ тĕрĕслессинче 157 вĕренекен хутшăнĕ. 11

Подробнее

Елчĕк шкулĕ çĕнтернĕ

Ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме вĕрентесси çирĕп йăлара. Çакна совет саманинчен пуçласа /1968 çултанпа/ пыракан «Зарница» тата «Орленок» çар-патриот вăййисене паянхи кунччен ирттерни лайăх çирĕплетет. Ачасемшĕн «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем пысăк уяв шутланаççĕ. Вĕренÿ çулĕнче пухнă пĕлĕве, çирĕпленсе тĕрекленнĕ шăм-шакри вăй-хала тĕрĕслеççĕ çак вăйăсем.

Подробнее