Четверг, 15 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 21)

Татьянăсен кунĕ асра юлĕ

Раççей студенчĕсен кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренÿре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă республикăри харсăр студентсене, шкул ачисене – Татьянăсене – савăнăçлă лару-тăрура стипендиат свидетельствине панă. 29 Татьяна йышĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Татьяна Чернова та пур. Пултаруллă вĕренекен шăпах çак кун çут тĕнчене килнĕрен Олег Алексеевич ăна асăнмалăх

Подробнее

«Ирхи апат директорпа»

акци районти шкулсенче çирĕп йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ ачисен апатланăвĕпе интересленнĕ. Чи малтанах апат пахалăхĕпе, блюдăсен температура режимĕпе, порцисен виçипе, менюпа килĕшÿллĕн апат хатĕрленипе, апатланмалли залти йĕркелĕхпе кăсăкланнă. – 1-4 классенче вĕренекенсене апат тÿлевсĕр çитереççĕ. Çавăн пекех сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсене тÿлевсĕр çитерессине йĕркеленĕ, –

Подробнее

Курнавăшсем çурма финалта

«Россия – страна возможностей» Президент платформин «Флагманы образования. Школа» Пĕтĕм Раççейри ăсталăх конкурсĕн çурма финалĕ Чулхулари Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн Наци тĕпчевĕн площадкинче иртнĕ. Ăмăртура Атăлçи округĕнчи 47 команда хутшăннă. Проекта вĕренÿ тытăмĕн малашлăхри ертÿçисене тупса палăртас тата хатĕрлес тĕллеве тĕпе хурса йĕркеленĕ. Раççейри 36758 педагог унта хутшăнма заявка тăратнă. Конкурс

Подробнее

Юлиана – призер

Республикăра Раççей Федерацийĕн Прокуратурине туса хунăранпа 300 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче олимпиада иртнĕ. Малтанхи тапхăрта регионти 500 ытла вĕренекен Раççей патшалăхĕн, прокуратурин историне уçса парас тĕлĕшпе тест витĕр тухнă. Кунта палăрнисем иккĕмĕш пайĕнче куçăмлă майпа «300 çул – саккунлăх хуралĕнче» эссе çырнă. Юлашки тапхăрĕнче ăслăлăх тĕрĕслевне 27-н кăна хутшăнма

Подробнее

Пĕлĕве олимпиадăра тĕрĕслеççĕ

Шкулта предметсене мĕнле вĕреннине тĕрĕслесе хакламалли тĕп мелсенчен пĕри – Пĕтĕм Раççейри олимпиада. Унта шкул ачисем хăйсен вăй-халне, пĕлĕвне, ăс-хакăлне пур енлĕн кăтартма пултараççĕ. Предмет олимпиадин тĕп тĕллевĕ – çивĕч ăс-тăнлă тата тĕрлĕ енлĕ шухăшлакан чи вăйлă вĕренекенсене тупса палăртасси тата вĕсене малалла аталанма пулăшасси. Ноябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 16-мĕшĕччен районта Пĕтĕм

Подробнее

Конкурс çĕнтерÿçи – О.Кузьмина

2005 çултанпа Преподобный Серафим Саровский ыр кăмăллăх фончĕ «Серафимовский учитель» конкурс йĕркелет. 2020-2021 çулсенчи конкурса 602 ĕç тăратнă. Ку вăл иртнĕ çулсенчинчен икĕ хут нумайрах. Унта Раççей Федерацийĕн 54 субъектĕнчен çеç мар, Беларуç, Литва, Германи çыннисем тĕрлĕ проектсем тăратнă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕн çумĕ Ольга Кузьмина конкурс çĕнтерÿçи

Подробнее

Кубоксемпе пуян

Аслă Таяпари тĕп шкулта ачасем физкультурăпа питĕ туслă. Районти тĕрлĕ енлĕ ăмăртура вĕсем яланах малтисен ретĕнче. Вĕренекенсене Олег Муравьев физкультура учителĕ ертсе пырать. Коридорти стенд çинчи кубоксем – шкулăн мухтавĕ. Кунтах «Елчĕк ен» хаçат кубокĕ те иккĕмĕш çул упранать. Олег Алексеевич чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă педагог. Ачасемпе пĕр чĕлхе

Подробнее

Стипендиатсен çĕнĕ йышĕ паллă

Пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем – çĕршыв пуласлăхĕ. Телее, ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр упраç сахал мар Елчĕк тăрăхĕнче. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ, çавна кура çитĕнÿсем те нумай кĕттермеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2021 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушăва

Подробнее

Шкул – илĕртÿллĕ пĕлÿ тĕнчи

Лаш Таяпа шкулĕ ял варринче мăнаçлăн ларать. Унăн пысăк та çутă чÿречисем çинче яланах хĕвел вылять, алăкĕсем кашни кун ирех тараватлăн уçăлаççĕ. «Ÿс, çитĕн, тăрăшса вĕрен», – тенĕн туйăнаççĕ вĕсем кашни кун вĕренекенсене кĕтсе илнĕ май. XIX ĕмĕрĕн çурри, тĕрĕсрех каласан, 1840 çул Лаш Таяпара пурăннă çынсемшĕн паллă вырăн йышăннă. Çак

Подробнее

Икĕ шкула – çĕнĕ автобус

Иртнĕ эрнере Шупашкарта районсемпе хуласенчи вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ 37 автобус уççине панă. Телейлисен йышĕнче пирĕн районти Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулсем те пур. Палăртса хăварар: хальхи вăхăтра районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене 713 ачана куллен автобуспа турттараççĕ. Вĕренÿ çулĕнче çирĕплетнĕ графикпа районта 13 автобус 55 тĕрлĕ маршрутпа

Подробнее