Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > ягражданин (Страница 3)

Спортпа туслă

Аслă Елчĕк ялĕн çамрăкĕ Станислав Мисяков кăçал 10-мĕш класс пĕтерчĕ. Шкулта «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан спортпа туслă ача тăрăшулăхне тата пултарулăхне кура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕн ятне тивĕçнĕ. Спорт пирки сăмах пуçарсан уйрăмах хоккейла тата футболла выляма кăмăлланине пĕлтерет вăл. Георгий Адюков тренер йĕркелесе ертсе пыракан ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿрекенскер,

Подробнее

Пуласлăхне çарта курнă

Пурнăçне çарпа çыхăнтарнă ентешсем сахал мар пирĕн. Вĕсенчен пĕри – Патреккелте çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Доброхотов. Вăтам шкул хыççăн ниçта та мар, тÿрех Омскри танк училищине çул тытнă çамрăк. Касри ачасемпе пĕчĕкрен вăрçăлла выляса çитĕннĕ вăхăтрах хăйĕн пуласлăхне çарта курнă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса рядовойран капитана çитнĕ

Подробнее

Шăмалаксен черетлĕ пуçарăвĕ

Пĕлтĕр Шăмалаксем пуçласа ял уявне ирттернĕ. Вăл юрă-ташă киленĕçĕпе мар, курăмлă ĕçсем тунипе уйрăмах паллă пулса юлнă. Кăçалхи праçникре те пуш параппан çапмарĕç вĕсем... Ир-ирех ватти-вĕтти ялти палăк умне пуçтарăнчĕ. Вĕсен аллисенче вăрçăра пуçĕсене хунă тăванĕсен портречĕсем, чĕрĕ чечексем. Иртнĕ синкерлĕ вăхăтпа çыхăннă юрă-кĕвĕ хуллен янăрать. – Ял уявне эпир сăваплă ĕçрен

Подробнее

«Чăвашсем, манпа пĕрле!»

Совет çарĕн ретне Патреккелĕнчи Николай Крылов 1985 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче тăнă. Ăна тата çак ялти 2 çамрăка – Анатолий Миллинпа Владимир Плотникова çывăх тăванĕсемпе тус-тантăшĕсем, ял-йышĕ чыслăн ăсатнă, салтак ятне çÿлте тытма сĕннĕ. Салтак пурнăçĕ пирки каласа пама ыйтсан Николай Геннадьевич аякка шухăшлăн пăхса илчĕ. Калаçу тăршшĕпе те пĕр йывăр

Подробнее

Вĕсен паттăрлăхĕ манăçмĕ

Мирлĕ халăха тăнăç пурнăçпа тивĕçтерес, террористла актсене сирсе ярас тĕллевпе Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрăва ытти халăхпа пĕрле çичĕ пин ытла чăваш çамрăкĕ хутшăннă. Елчĕк районĕнчи 135 çамрăк асăннă вăрçă вучĕ урлă тухнă. Çав шутра районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен сотрудниксем те командировкăра пулнă, шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Шел пулин те, çак вăрçăра

Подробнее

Курнавăш пики — çарта

Çар ĕçне этемлĕхĕн черчен çурри суйласа илни час-часах тĕл пулакан пулăм мар. Салтак тумĕллĕ çирĕп кăмăллă та хăюллă, пултаруллă хĕрсене курсан мана яланах мăнаçлăх туйăмĕ çавăрса илет. Тăван çĕршыва йĕкĕтсем анчах мар, хĕрсем те сыхлама хатĕр пулнăран пирĕн çĕршывăмăр вăйлă та тĕреклĕ. Çакăн евĕр харсăр пикесенчен пĕри - Курнавăшра çуралса ỹснĕ

Подробнее

«Кашкăра хăратма пултартăм»

Трахвин Марийĕ /Мари/ Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ырă кăмăллă та сăпайлă пулнипе палăрса тăнă вăрçă ветеранĕ. Унăн ашшĕ Трофим Егорович Егоров 19 çул тултарсанах Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă, каярах Граждан вăрçине хутшăннă. 1918 çулта таврăннă вăл тăван яла, анчах та ăна техĕмлĕ апатлă çурт мар, чÿречисене урлă хăма çапнă пушă

Подробнее

Савăнма тÿр килмен

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç аслисемпе тан çапăçса пысăк паттăрлăхпа палăрнă пионер-геройсем пирки маларах та çырнăччĕ. Вулакана хальхинче Леня Голиков пирки аса илтерес килет. Леня Новгород облаçĕнчи Лукино ялĕнче çуралнă. Вăл 7 класс пĕтерсен вăрçă пуçланнă. Партизан отрядĕнче çапăçнăскер, 78 тăшман салтакне вĕлернĕ, 2 чукун çула, нимĕçсем

Подробнее

Çыруçă пулнă

Манăн атте - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Васильевич Тихонов (сăн ỹкерчĕкре) 1924 çулта Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралнă. Малтан ялти шкулта, унтан Энтепере пурĕ 8 класс таран вĕреннĕ. Каярах Лаш Таяпа шкулне 9-10-мĕш класа пĕлỹ пухма çỹренĕ, шкултан "5" паллăсемпе анчах вĕреннĕ. Яваплăха туякан çамрăка шкул хыççăн тăван колхоза

Подробнее

Мамай сăрчĕ

Кĕçех ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа 75 çул çитет. Паян вара Асăнупа хурлану кунне паллă тăватпăр. Шăп çак кун фашиста хирĕç уйрăмах хаяр çапăçусем пынă хуласем çинче чарăнса тăрас килет. Вĕсенчен пĕри – Сталинград хули. Волгоград хулинчи Мамай сăрчĕ çинчи «Çĕршыв-анне чĕнет!» скульптура палăкĕ тĕнчери чи çÿллĕ палăксен йышĕнче. Унăн çÿллĕшĕ хĕçпе

Подробнее