Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > ягражданин (Страница 4)

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр ветеранĕ анчах пурăнать. Энтепе ялĕнчи Тихон Григорьевич Табаков вăрçă çулĕсем пирки çапла аса илет: «1942 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче пире те вăрçа кайма ят тухрĕ. Ялтан эпир пиллĕкĕн тухса кайрăмăр: вăл вăхăтри колхоз председателĕ Федот Деомидович Сильвестров, Андрей Викторович

Подробнее

«Чи лайăх командир»

Спорта кăмăллакан çамрăксем сахал мар пирĕн районта. Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Наталья Вячеславовнăпа Вячеслав Дмитриевич Самсоновсен кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий вĕренÿре те, спортра та харсăр. Дмитрий хăй хастар спортсмен пулнине районта иртекен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче те аван кăтартса парать. «Чи лайăх командир» ята та тивĕç пулчĕ вăл çак вăйăсенче. Нумаях

Подробнее

Афган сассин ахрăмĕ

Николай Петрович Якимов 1964 çулта Тăрăм ялĕнче çуралнă. 1971 çулта пĕрремĕш класра вĕренме пуçланă. Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл спортпа питĕ туслă пулнă, район шайĕнче иртекен ăмăртусене хастар хутшăннă. Сакăр класс пĕтерсен Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш номерлĕ училищĕре электросварщик профессине алла илнĕ çамрăк, çав вăхăтрах çăмăл атлетика секцине тата ДОСААФ клуба парашютпа

Подробнее

Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ çинчен – фильм

Кинотеатрсенче «Несокрушимый» истори фильмне анлăн кăтартаççĕ. Куракансем сеанс хыççăн залран совет танкисчĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланса тухаççĕ. Тĕп герой прототипĕ – Совет Союзĕн Геройĕ Семен Коновалов. Чăн-чăн паттăр – Семен Васильевич Тутарстанри Тури Услон районĕнчи Ямпулат ялĕнчен, чăваш. КВ-1 танк командирĕ С.Коновалов 1942 çулхи июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче, историе кĕрсе юлнă паттăрлăх кăтартнă чухне,

Подробнее

Ирĕклĕ пурнăç хуçисем

Аслă Çĕнтерÿ патне совет халăхĕ йывăр çулпа утса çитнĕ. Çĕнтерÿ ялавне Берлин çийĕн мăнаçлăн вĕлкĕштериччен этемлĕх историйĕнчи чи хаяр та хăрушă вăрçă миçе çыннăн пурнăçне тĕп тунă, амантнă... Вăрçăран сывă таврăннисем те сайралнă, кунран-кун пиртен уйрăлса кайса пыраççĕ вĕсем те. Паттăрсен, ветеран-фронтовиксен ячĕсене асра тытасси, вĕсем пирки çитĕнекен ăрăва каласа

Подробнее

Аттене

/Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне – 1920-2001 çулсенче пурăннă Алексей Иванович Иванова халалласа/ Кашни çул паллă тăватпăр Çĕнтерÿ кунне пĕрре. Çак куна аса илсессĕн Тăкăнать куççуль çĕре. Çăмăлпа килмен, пĕлетпĕр, Çак кун пирĕн çĕршыва. 74 çул иртсен те Хуйхăртать вăл халăха. Эпир мĕн-ха ăнланатпăр Çав хаяр çулсем çинчен? Кино урлă çеç куратпăр Вăрçăн терт-нуши çинчен. Шартлама хĕл сиввинче те Шеллемесĕр хăвăра, Кĕрлĕ-çурлă кунсенче те Хăваланă

Подробнее

Парашютпа сикни – пуçламăш анчах…

Десантниксем уйрăмах яваплă çар тĕллевĕсене пурнăçланипе, çирĕп кăмăл-туйăмпа, чăтăмлăхпа, хăюлăхпа, паттăрлăхпа, пĕр шухăшлă пулнипе тата пĕр-пĕрне пулăшма хатĕррипе палăрса тăраççĕ. Яланах малта пулма тивет вĕсен. Тĕрлĕ хирĕç тăру сиксе тухсан, контртерроризм тата миротворец, ытти йышши операцисене те чи малтан вĕсем васкаççĕ. Çавăнпа та сывлăш-десант çарне сывлăхлă, ÿт-пÿ тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен

Подробнее

Салтак пулма хатĕрлеççĕ

Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсене ÿстерес, патриот туйăмлă обществăна çирĕплетес тесен ырă çимĕç вăрлăхне ачасен чун-чĕринче пĕчĕкрен акса хăвармалла. Ашшĕ-амăшĕ, педагогсем, общество пĕрлĕхĕсем, патшалăх власть органĕсем пĕр тĕллевпе ĕçлени çак задачăсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Республикăра, çав шутран районта та, власть органĕсемпе пĕрле общество организацийĕсем те çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе

Подробнее

«Астăвăм» экспозицийĕ пулĕ

2018 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче Раççей Оборона министерствин «Патриот» культурăпа кану центрĕнче 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чиркĕвне тума пуçлани, çак ĕçе 2020 çулхи майăн 9-мĕшĕнче вĕçлеме палăртни пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унтах «Астăвăм» ятпа экспозици хатĕрлесе çак вăрçа хутшăннă кашни çыннăн хушаматне çырма, сăн

Подробнее

Раççей çарĕн май уйăхĕнчи паллă кунĕсем

2. 1945 çулта çак кун Жуков тата Конев маршалсен çарĕсем фашистсен «рейхĕн» тĕп хулине – Берлина парăнтарнă. 6. 1945 çулта совет çарĕсем Прагăна ирĕке кăларас тĕллевлĕ операци пуçланă. Кĕске вăхăтра Прагăна фашистсенчен тасатнă, «Центр» çарăн ушкăнне тыткăна илнĕ. 9. 1945 çулта çак кун совет халăхĕ Аслă Çĕнтерÿ тунă. Фашистла Германи парăннине документпа

Подробнее