Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > 75лет (Страница 7)

Сăнарĕ халăх асĕнче

Тамара Ивановна СЕРГЕЕВА Тÿскел ялĕнче 1923 çулхи августăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çак ялтах иртнĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ çул Тамара Ивановна Елчĕкри вăтам шкулта 10 класра вĕреннĕ. Тăхăр ачаллă çемьере асли Натали пулнă. Аппăшĕпе йăмăкĕн калаçăвĕсенче «фронт» сăмахсем час-часах илтĕннĕ. Анчах Тамарăна вăтам шкул пĕтерсенех комсомол путевкипе

Подробнее

Сталинградшăн!…

Сталинград хулишĕн пынă çапăçусем пирĕн çĕршыв шăпине анчах мар, пĕтĕм тĕнче шăпине татса панă. Фашистла Германи çак çапăçусен вăхăтĕнче Донпа Атăл шывĕсен хушшинчи тÿремлĕхе туртса илсе Сталинград хулине çавăрса илес, Атăл шывĕ тăрăх пыракан транспорт магистральне хупса хурас тĕллевлĕ пулнă. Плана пурнăçа кĕртни çапăçу вырăнĕсене чĕр тавара тÿртен турттарассинче пысăк чăрмав

Подробнее

90 çула çитнĕ

тыл ĕçченĕсене чысласси йăлара. Çак кунсенче 9 теçетке çула çитнине Патреккел ялĕнче пурăнакан Семен Васильевич Можаев паллă тунă. Хурт-хăмăр ăсти ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай вăхăт уйрăлман вăл чун юратнă ĕçĕнчен. Мăшăрĕпе 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Халĕ ватă Анатолий ывăлĕн çемйипе

Подробнее

100 çулхи ветеран

Энтепере пурăнакан вăрçă ветеранĕ Тихон Табаков – ялти пĕртен-пĕр фронтовик – февралĕн 6-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ялтан вăрçа 185 çын хутшăннă, вĕсенчен 102-шĕ çĕршывăн пуласлăхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуçĕсене хунă. Вăрçă пирки сăмах пуçарсан ветеранăн ĕçпе хытнă аллисем чĕтреме пуçлаççĕ, куçĕсем шывланаççĕ. Çапларах аса илет вăл иртнине: «1942 çулхи май уйăхĕн

Подробнее

«Çитĕнекен ăрăва – патриотла воспитани»

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче çак ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Унта хаçат ĕçченĕсемсĕр пуçне «Хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ, Афганистан вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Петр Анисимов, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Ирина Алексеева, Çар тивĕçне Германи çĕршывĕнче пурнăçланă салтаксен районти пĕрлĕхĕн хастар членĕ Леонид

Подробнее

Аслати сассипе…

Вăрçă! Хăрушă сăмахсем чуна кисрентерсе янраса кайнă вăхăтра эпĕ тин анчах ларма тата тăма вĕреннĕ ача пулнă. – Аркади хăй тĕллĕн ларма пуçланине куртăм ĕнтĕ. Унăн пуласлăхĕшĕн тăшмана хирĕç мĕн пур вăя хурса кĕрешĕпĕр, ăна çапса аркатса таврăнăпăр, – çапла каласа тухса кайнă вăрçа атте – Георгий Германович Германов тăван килтен

Подробнее

«Таса палăк»

Елчĕк шкулĕнчи волонтерсем Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче вĕсем «Таса палăк» акцие хутшăнса палăксене юртан тасатнă. Шкул Елчĕк, Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Тип Тимеш, Хĕрлĕçыр, Тÿскел, Ĕнел ялĕсенче вырнаçнă палăксен тирпейлĕхĕшĕн яваплă. Ленинград блокадине сирнĕренпе 76 çул çитнине халалланă акци вăхăтĕнче вĕренекенсем Елчĕкри автовокзалта

Подробнее

Вырăна тухса

Елчĕкри НФЦ вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене вырăна тухса та пулăшу парать. Çак кунсенче центр специалисчĕсем Елчĕкри Лидия Леонтьева килĕнче пулса ăна документсем хатĕрлес ĕçре пулăшу панă. Ĕмĕрне сывлăх сыхлавĕн ĕçне халалланă Лидия Кондратьевна ĕçченсене чĕререн тав тунă.

Подробнее

Тыткăнран хăтарнă

1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград хулине тăшман тыткăнĕнчен хăтарнă. Ленинграда хÿтĕлесси 900 кун пынă – фашистла Германи çарĕсен пысăк пайне тата финсен пĕтĕм çарне çак вырăнта тытса тăни Хĕрлĕ çара фронтăн ытти участокĕсенче çĕнтерÿсем тума май панă. Ленинград халăхĕн патриотлăх туйăмне, çирĕплĕхне, паттăрлăхне тĕрĕсленĕ блокада 1 миллиона яхăн çыннăн пурнăçне татнă,

Подробнее

Асăрхăр, конкурс!

2020 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче фашистла Германие çапса аркатса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Çак паллă куна халалласа «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансен хушшинче «Аслă Çĕнтерĕве – 75 çул» ятпа конкурс ирттерме палăртать. Унта хутшăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вĕсен пурнăçĕ тата çапăçури паттăрлăхĕ, тыл ĕçченĕсен хастарлăхĕ

Подробнее