Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Культура > Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ

Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес çул Республика кунне паллă тăвасси пирки хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн тĕп уявĕ 2019 çулта Шупашкарта тата Улатăр районĕнче иртĕ. Район ку чыса муниципалитетсем хушшинче йĕркеленĕ конкурс витĕр тухса тивĕçнĕ. Çавна май Улатăр районĕ Республика кунне ирттерме Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕпе усă курĕ. Вăл укçапа район инфраструктурине аталантарма пултарĕç.

Республика кунне пĕрремĕш хут официаллă майпа 1995 çулта паллă тунă. 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче уявăн пĕлтерĕшне шута илсе саккуна алă пуснă, унпа килĕшÿллĕн июнĕн 24-мĕшне патшалăх уявĕ – Республика кунĕ тесе йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code