Пятница, Ноябрь 16, 2018
Главная > Здравоохранение > Сывă пепке çуратас тесессĕн

Сывă пепке çуратас тесессĕн

Анне телейне кашни хĕрарăм курма ĕмĕтленет. Анчах çут ĕмĕте тепĕр чухне ачан хавшак сывлăхĕ тĕксĕмлетет. Çулсерен чирлĕ ачасем çурални вăрттăнлăхра мар ĕнтĕ. Пепке чирлĕ е сывă çураласси çут çанталăкран, пирĕн пурнăç йĕркинчен нумай килет.

Чылай чухне вĕсем кÿрекен хăрушлăх пирки пĕлместпĕр те, шухăшламастпăр та. Уйрăмах витĕмлĕ сăлтавсем: хĕрарăм миçере пулни, тухтăр сĕнĕвĕсĕр сипленни, инфекци чирĕсем пурри, эрех ĕçни, пирус туртни, çителĕксĕр апатланни, професси тата экологи сиенĕ, кĕтмен çĕртен çие юлни.

Çулсем иртнĕ май çын организмĕ, арлăх клеткисем ватăлаççĕ, вĕсенче вара пулас ача валли кирлĕ генетика материалĕ упранать. 18-35 çул – ача çуратмалли чи лайăх вăхăт. Çамрăкрах е аслăрах хĕрарăмсем çие юлнă тапхăра йывăр ирттереççĕ, чирлĕ ача çуралас хăрушлăх та пысăк.

Тухтăр сĕнĕвĕсĕр ĕçнĕ эмелĕн сиенĕ пысăк. Тĕслĕхрен, онкологи чирĕнчен сиплекен эмелсем, антибиотик ушкăнне кĕрекеннисенчен хăшĕ-пĕри. Çавăн пекех контрацептивсемпе асăрхануллă пулмалла, вĕсемпе усă курнă чух çие юлни уйрăмах хăрушă, чĕре, юн тымарĕ, ар тытăмĕ сиенленнĕ ача çуралас хăрушлăх пур. Малтанхи 9-10 эрнере эрех ĕçни уйрăмах хăрушă: алкоголь варти пепкене вĕлерме те пултарать. Кунсăр пуçне ĕçекен ашшĕ-амăшĕн ачи пĕчĕк çуралать, ăс-тăн, кĕлетке аталанăвĕ юлса пырать, шалти органсем сиенленеççĕ.

Туртакан çынпа пĕр пÿлĕмре пулни те ача кĕтекен хĕрарăмшăн хăрушă. Хăй туртмасассăн та пирус тĕтĕмĕ ачан юн çаврăнăшне пăсать, шалти органсен йĕркеленĕвне аркатать, пепке вăхăтсăр çуралма пултарать.

Çие хăварас текен хĕрарăмăн сиенлĕ йăласенчен хăпмалла, витаминсемпе пуян çимĕçпе апатланмалла, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла.

Н.АВЕРЬЯНОВА,
гинеколог.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code