Суббота, Август 24, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Армрестлинг

Шупашкарта армрестлинг енĕпе республикăн уçă чемпионачĕ иртнĕ.

Районăн пĕрлештернĕ команди унта ăнăçлă ăмăртнă. Команда зачетĕнче Елчĕксем виççĕмĕш вырăна тухнă. Хăйсен виçисенче Елена Портнова /Елчĕк/, Павел Яшин /Кÿлпуç/ чемпион пулса тăнă. Кĕмĕл, бронза призерсен йышне Александр Курчин /Çĕнĕ Пăва шкулĕ/, Татьяна Журавлева /Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ/, Татьяна Воронина /Тĕмер/, Илья Цветков /Курнавăш/ кĕнĕ. Павел Яшин абсолютлă первенствăра – иккĕмĕш призер.

Сăн ÿкерчĕкре: пьедестал çинче пĕрремĕш – Елена Портнова.

 

Волейбол

Курнавăшри вăтам шкулти спорт залра гварди старшинине Сергей Фомина асăнса 40 çултан иртнисем хушшинче волейбол турнирĕ иртнĕ.

Унта районти «Новые Шимкусы», Шупашкар районĕнчи «Унга», Комсомольски районĕнчи «Нюргечи», Канаш хулинчи «БАМ», Елчĕкри «Дружба» тата Сергей Фомин службăра тăнă Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «ОМВД» командăсем тупăшнă. Калас пулать, Çĕнĕ Шупашкар хулин командинче ентешĕмĕрĕн Кирилл ывăлĕ те вылянă.

Командăсем икĕ ушкăнта вăй виçнĕ. Пĕрремĕш ушкăнра «Новые Шимкусы», иккĕмĕшĕнче «Унга» командăсем çĕнтернĕ. Пĕчĕк финалта «БАМ» команда «Нюргечи» командăна 2:0 шутпа парăнтарнă. Тĕп финалта «Новые Шимкусы» «Унгăна» çĕнтерсе турнирта мала тухнă. Çĕнтерÿçĕ-командăра Сергей Сусликов, Алексей Мартышкин, Петр Смирнов, Николай Александров, Иван Иванов, Геннадий Баранов вылянă.

 

Мини-футбол

Иртнĕ шăматкун «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне мини-футболла выляма юратакан ял тăрăхĕсенчи спортсменсем пуçтарăннă.

Мероприяти районта спорта аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хывнă Николай Адюкова 65 çулхи юбилей ячĕпе саламланинчен пуçланнă.

Чемпионат пит хĕрÿ иртнĕ. Тĕп финалта Елчĕк ял тăрăхĕ Лаш Таяпасемпе вылянă. Елчĕксем 5:1 шутпа çĕнтернĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Курнавăш ял тăрăхĕ.

«Чи лайăх вратарь» ята Александр Кириллов /Курнавăш ял тăрăхĕ/, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» – Дмитрий Яковлев /Лаш Таяпа/, «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Денис Портнов /Елчĕк/ тивĕçнĕ. «Чи лайăх бомбардир» – 5 гол кĕртнĕ Георгий Смирнов /Елчĕк/.

П.СМИРНОВ.

 

Мастер-класс

Лаш Таяпари культура çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе виçĕ хут тĕнче чемпионĕ Г.Дмитриевпа унăн воспитанникĕ А.Салмин çамрăк спортсменсем валли мастер-класс йĕркеленĕ.

Çамрăксене кĕрешме вĕрентнĕ май чемпион мĕн ачаран спортпа туслă пулмаллине, кĕрешÿ вăй, тÿсĕмлĕх, çивĕчлĕх панине, ĕçченлĕхе хăнăхтарнине палăртнă.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе ялтан тухнă спортсменсем 2019 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче «Трезвая Россия» акципе килĕшÿллĕн кĕрешÿ турнирĕ ирттерессине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code