Четверг, Июнь 27, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсене сума суса

Паттăрсене сума суса

Ырă тăвакансен çулталăкĕ хыçа юлчĕ пулсан та, сăваплă ĕçпе палăракансен йышĕ хушăнсах пырасса шанса тăратпăр.

Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсенчен йĕркеленнĕ «Ырă чĕресем» отряд Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне каникул вăхăтĕнче те юртан тасатса, ун таврашне тирпейлесех тăчĕ.

– Вăрçăра пуçĕсене хунисене халалланă палăк умне тăванĕсем кирек хăш вăхăтра та чăрмавсăр пырса пуç тайма пултарччăр, – палăртаççĕ вĕсем.

Л.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code