Пятница, Февраль 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хулашăн, кашни урамшăн тата çуртшăн…

Хулашăн, кашни урамшăн тата çуртшăн…

Сталинград хулишĕн пынă çапăçусем пирĕн çĕр-шыв шăпине анчах мар, пĕтĕм тĕнче шăпине татса панă тесен те йăнăш мар.

Фашистла Германи çак çапăçусен вăхăтĕнче Донпа Атăл шывĕсен хушшинчи тÿремлĕхе туртса илсе Сталинград хулине çавăрса илес, Атăл шывĕ тăрăх пыракан транспорт магистральне хупса хурас тĕллевлĕ пулнă. Плана пурнăçа кĕртни çапăçу вырăнĕсене чĕр тавара тÿртен турттарассинче пысăк чăрмав кăларса тăратнă, çавна май пирĕн çарсене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ пулĕччĕ. Фашистсем ирсĕр планне пурнăçа кĕртни çĕршыв умне тата тепĕр пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă пулĕччĕ: тăшман Сталинград хулине илсен Япони тата Турци çĕр-шывĕсем те фашистсем майлă пулса Совет Союзне хирĕç вăрçă пуçлас тĕллевлĕ пулнă.

Хулана хăвăрт туртса илес тесе нимĕçсем çĕнĕрен те çĕнĕ вăйлă çарĕсене пуçтарса вĕсене çапăçăва кĕртсех пынă. Çакă пирĕн çарсене те, хулара пурăнакансене те калама çук пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Кашни салтак, кашни çын: «Хулана тăшмана памастпăр! Виличчен те каялла чакмастпăр!» – тесе тупа тунă. 50 пин хула çынни халăх ополчени ретне тăнă. Хулари заводсенче ĕçлекен рабочисем, парти комитечĕ чĕнсе каланине шута илсе, заводсенчен тухмасăр ĕçленĕ, çар хатĕрĕсем /хĕç-пăшал, танксем, тупăсем…/ туса кăларассине 3 хут ÿстернĕ.

1942 çулхи октябрь уйăхĕнче хулари çапăçусем нихçанхинчен те хĕрÿллĕрех, хаяртарах пынă. Кунпа çĕр пĕрлешнĕ тейĕн, нимĕн те курăнман. Атакăсем кăнтăрла та, çĕрле те чарăнманран пур çĕрте те тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланнă. Ахальтен мар çак вăхăтра «Сталинградра çĕр çунать», – тенĕ. Кашни урамшăн, çуртшăн, хваттершĕн çапăçу пынă. Сталинградри çапăçусен летопиçĕнче «Павлов çурчĕ» текен çурта хÿтĕлекенсем пирки уйрăмах асра юлмалла çырса хăварнă. А.Родимцев генерал дивизийĕнчи Яков Павлов сержант ертсе пынă 20 гвардеецран тăракан ушкăн çурта хăйсен аллинче 58 талăк тытса тăнă. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ халăх çынни – вырăс, украинец, узбек, казах, абхазец, тутар тата ыттисем те пулнă.

Ноябрĕн 19-мĕшĕ пирĕн çарсемшĕн ăнăçу илсе килнĕ. Артиллери персе тăнă хыççăн пирĕн 3 фронт та нимĕçсен оборонине çĕмĕрсе кĕрсе малалла ыткăннă.

1943 çулхи февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сталинград ункине лекнĕ нимĕç çарĕсене пĕтерес енĕпе иртнĕ çапăçусем вĕçленнĕ. Совет халăхĕ Атăл çинчи çĕнтерĕве савăнса паллă тунă. Çав вăхăтрах Германинче 3 кунлăх наци траурĕ ирттернĕ.

Çак çĕнтерÿ фашистсемшĕн хака ларнă, пирĕн çарсем вĕсен çар техникин пысăк пайне тата пысăк опытлă салтакĕсемпе офицерĕсене тĕп тунă. Пĕр сăмахпа каласан, тăшмана тĕпрен кисретнĕ, вĕсен майлисене малашне Германи çине шанса тăма май çуккине ăнлантарнă, нимĕçсем тытса илнĕ Европăри патшалăхсен халăхĕсене фашистсене хирĕç çапăçăва тухма çул уçнă. Совет Союзĕ çине халь-халь вăрçăпа тапăнас кăмăллă Япони вăхăтлăха çак шухăша пăрахăçланă, Турцире «нейтралитет» политикине тытса пырас шухăш çуралнă…

Н.АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code