Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нуша кулач çитерет

Нуша кулач çитерет

«Пурнăçăн хÿри пăрăнăç», – тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Петр Антоновичпа Александра Леонтьевна Кошкинсем лайăх пурнăç тума ĕмĕтленсе çемье йĕркеленĕ. Тăрăшса ĕçлесе çирĕп хуçалăх çавăрнă, пилĕк стеналлă пысăк пÿрт туса лартнă. Петĕрĕн ашшĕ кирпĕчрен тунă лавкка тытса тăнă, вăл та ашшĕ çумĕнче ĕçленĕ. Çирĕм пĕр çулхи яш Çĕпĕре çĕр улми вăрлăхĕ илме тухса каять, çул çинче поезд айне лексе урине çухатать. Вăрлăхне пурпĕрех яла илсе çитерет. Самана пăтраннă вăхăтра Кошкинсен тĕреклĕ хуçалăхне тĕплеççĕ, пысăк çуртне Тăрăм ялне сутса яраççĕ. Кирпĕч лавккана та çĕмĕрсе пĕтереççĕ. Пурнăç питĕ йывăрланать, анчах ĕçчен çемье пурăнма мелне-шывне тупать. Çамрăк мăшăрăн пĕрин хыççăн тепри ачисем çуралаççĕ. Сакăр ача кун çути курать çемьере. Тĕрлĕ чир-чĕре пула тăватă ачи вăхăтсăр леш тĕнчене куçаççĕ. Çемье пуçлăхĕ хăй те хĕрĕх пилĕк çула çитсен сасартăк вилсе каять. Çав тери йывăр пулать Санюк аппана тăватă çамрăк ачапа хуçалăх тытса пыма. Чун хавалне парса хĕрарăм ачисене çын тума тăрăшать, выçă лартмасть. «Инкек пĕччен çÿремест», – теççĕ халăхра. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн икĕ çултан Санюк аппа та йывăр чире çĕнтереймесĕр пурнăçпа сывпуллашать. Тăватă тăлăх тĕпренчĕк хăр тăлăха тăрса юлаççĕ, шыв вырăнне пит-куçĕсене вĕри куççульпе çăваççĕ. Хĕрарăм аллисĕр пурнăç йĕркелесе пыма йывăррине туйса, асли, Миша, тăванĕсем хистенипе ял хĕрне Раисăна качча илет. Нумаях пурăнма май килмест çамрăк мăшăрăн пĕрле, Мишăн салтака кайма ят тухать. Вăл службăра тăнă вăхăтра мăшăрĕ чирлесе ÿкет, чире çĕнтереймесĕр çамрăклах пурнăçран уйрăлать. Хĕр шутне кĕрсе пыракан Лизăна ял каччи мăшăр тума вăрласа каять. Икĕ ача – Кольăпа Вера – иккĕшех тăрса юлаççĕ. Ашшĕн тетĕшĕ Миккуль тете ачасене хăйĕн çемйине пурăнма йышăнать. Çемьере хăйсен те виçĕ ача пулнă. Çити-çитми пурнăç пĕр татăк çăкăршăн та сăмах тунă. «Тăлăхăн хырăмĕ тăххăр», – тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Хырăм тăрантас тесе Кольăпа Вера ачаранах ĕç çумне çыпăçнă. Тăван патĕнче пулсан та пурăнма çăмăл пулман тăлăхсене.

«Çук телее çутăпа шырасан та тупаймăн», – теççĕ халăхра. Качча тухнă Лиза аппăшĕн упăшкине вербовкăпа ĕçлеме илсе каяççĕ. Каялла çаврăнса çитеймест çамрăк упăшка. Утă купи ăшĕнчи йĕп пек хыпарсăр çухалать. «Хуйхă çынна çурмаран хуçать», – тенĕрен, Лиза та çирĕм çичĕ çултах вилсе выртать. Тăлăхсене пурнăç пĕрре те ачашламасть, Кольăна та салтака кайма вăхăт çитнине пĕлтерсе хут килет. Виçĕ çул службăра пулнă хыççăн салтак тетĕшĕн çемйинех таврăнать. Ял хушшинче çурт çавăрма та укçа-тенкĕ нумай кирлине ăнланса Коля Çĕпĕре шахтăна ĕçлеме каять. Çемье çавăрать, ĕмĕрне инçетрех ирттерет. Виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ вĕсем мăшăрĕпе.

Миша, мăшăрĕ вилни çинчен хыпар илсен, çар службинчех юлать, Украина хĕрне качча илет, 6 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Юлашки çулĕсене Литвара службăра тăрать. Пултаруллă чăваш ачи подполковника çитет. Пурнăç çулне унтах вĕçлет.

Çапла вара Кошкинсен йышлă çемйинчен Вера аппа çеç тăван ялта тăрса юлать. Ĕçчен те пăрчăкан пек çивĕч хĕре касри каччă куç хывать. Василий Курицын хĕре хăйĕн арăмĕ пулма ыйтать. Атте-аннесĕр, çын патĕнче пурăнакан тăлăх хĕрĕн турткалашса тăма майĕ те пулмасть. 1955 çулхи кăрлач уйăхĕнче Василий хĕре мăшăр тума ашшĕ-амăшĕн çуртне илсе кĕрет. Çуртра кĕçĕн шăллĕ пулнине шута хурса çĕнĕ мăшăр тĕп çуртран уйрăлса тухать. Ăс-тăнĕпе те, ытти енĕпе те айванрах кинемие пăхса пурăнма килĕшсе кĕреççĕ. Шăнкăрч йăви пек пĕчĕк пÿртре пурăнма питĕ йывăр пулать мăшăра. Кăмăл-сипете ăнлансах çитереймен карчăк Вера çине аллине çĕклеме те ÿркенсе тăмасть. «Йĕмеллипе йĕрсен суккăр куçран та куççуль тухать», – тенĕ ватăсем. Пÿрт вырăнлăх çĕр уйăрса параççĕ вĕсене. Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри те çук пек туйăнать çамрăксемшĕн. 1958 çулта вăрман касса кăларса 5 метр тăршшĕллĕ пÿрт лартаççĕ. Кермен пекех туйăнать вăл мăшăршăн. Пĕр кун сиктермесĕр ĕçлеççĕ вĕсем пĕрлештернĕ хуçалăхра. Çемье пысăкланса пырать, пĕрин хыççăн тепри – Коля, Петя, Тая, Виталий, Володя, Миша, Тамара çут тĕнчене килеççĕ. Паллах, кермен пек çурт та пĕчĕкленсе çитет йышлă çемьешĕн. 1973 çулта кирпĕчрен çурт купалаççĕ, çав çулах пурăнма кĕреççĕ. Çуртне кăна мар, хушаматне те улăштарма тивет Василий Дементьевичăн. Çуралнă хучĕ çухалнипе архива шыраттарса ярать. Çĕнĕ хут вара Курицын вырăнне Дементьев хушаматпа килет. Василий тете ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Çамрăк чухне вăрман каснă, фермăра скотникра вăй хунă, юлашки çулсенче платникре тăрăшнă. Вера аппа çамрăк хĕр ача чухне шкулта техслужащи тивĕçне пурнăçланă. Çемье çавăрсан Ворошилов ячĕпе хисепленсе тăнă, каярах «Победа» хуçалăхăн мĕнпур участокĕнче ĕçленĕ. Тырă вырнă, утă çулнă, хушăк-капан тунă, кантăр татнă, сÿс тылланă, пайсем çинче пилĕкне авнă, ачисене те çамрăкранах ĕç çумне çыпăçтарнă. 50 çула çитиех пуçтарăннă унăн ĕç стажĕ.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» сумлă ята илнĕ, Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Ача амăшĕн медалĕсем упранаççĕ арчара. Василий тете чире пула маларах çемйинчен уйрăлса кайрĕ, пилĕк уйăх пурăнса çитереймерĕ вăл ылтăн туй кĕрекинче ларма.

Дементьевсен ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çемьеленнĕ. Аслă ывăлĕ Коля аварие пула пурнăçран иртерех уйрăлчĕ. Вера Петровна Виталий ывăлĕпе унăн çемйипе пурăнать. Кĕçĕн хĕрĕ чăвашра паллă çын: Тамара Ишмуратова шăрантаракан çепĕç юрăсем кашни çыннăн чун-чĕри ăшĕнче. Вера аппана 15 мăнукпа 13 кĕçĕн мăнук савăнăç парнелеççĕ. Ывăлĕпе кинĕ сумлă ватăна хисеплеççĕ. Кил-çурчĕ тĕреклĕ те хитре. Пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. 87 çулхи ватă /ăна ватă тесе те калаймăн/ вăр-вар, çирĕп ăс-тăнлă, шкулта вĕреннĕ чухнехи 20-30 куплетран тăракан сăвăсене пĕр такăнмасăр калать.

Ачалăхри нуша, выçлăх хăрушă тĕлĕк евĕр аса килеççĕ Вера Петровнăна хăш-пĕр чухне. «Нуша кулач çитерет», – тенĕ авал. Нуша витĕр тухса паян кулачне çиет Вера аппа. Малашнехи пурнăçунта телейпе савăнăç çеç санпа юнашар пулччăр, тÿсĕмлĕ, чăтăмлă чăваш хĕрарăмĕ.

З.ПОРТНОВА,
ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Дементьевсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code