Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕле ăсатни

Хĕле ăсатни

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнче çĕнĕ йăла-йĕркене пурнăçа кĕртес юхăм пуçланчĕ. Çав вăхăтра эпир те, районти культура çуртĕнче тата библиотекăра тăрăшакансем, вăл вăхăтри комсомол райкомĕн ĕçченĕсемпе пĕрле хĕле савăнăçлă ăсатма, çуркуннене хаваслăн кĕтсе илме шутларăмăр. Малтанах сахал мар хаçат-журнал, кĕнеке вуласа тухрăмăр. Пĕрле канашланă хыççăн «тройка» шур лашасем кÿлме шутланăччĕ. Анчах та виçшер мар, пĕр лаша та кÿлме пулмарĕ. Колхозри лашасене çураки умĕнхи канăва хупнă.

1968 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем çунашкасемпе пуçтарăнчĕç. Малтанах тĕп стадионта юр купаласа тунă тăвайкки çинчен ярăнчĕç. Вĕсене курса пысăкраххисем те хутшăнчĕç. Çапла вара яшсемпе хĕрсем те йышлăн пухăнчĕç. Пĕр çивĕч ăс-тăнли Ырсамайĕнче ярăнма лайăххи пирки аса илтерчĕ. Ун хыççăн пурте унталла чупрăмăр. Ырсамай сăртĕнчен ярăнса анма чăнласа та питĕ лайăх. Çамрăксем савăнăçлăн кăшкăрса çунашкапа ярăнаççĕ. Вĕсен сасси таврана янраса саланать. Вăхăт иртнĕ май йыш хушăнсах пычĕ. Пысăккисене ачасен çунашкисем тивĕçтермерĕç курăнать. Вара хăюллăрах йĕкĕтсем çывăхри хатĕрлев кантурĕн картишĕнчи лаша çунине сĕтĕрсе килчĕç. Çил пек вĕçтерсе ярăнса анаççĕ те çунана йĕкĕтсем тилхепепе, урхалăхпа тĕрлĕ енчен çыхса бурлаксем баржа сĕтĕрнĕ евĕрлĕ сăрта сĕтĕрсе хăпараççĕ. Хăйсем «Любишь с горочки кататься, люби саночки возить…» юрра шăрантараççĕ. Пурте шавлăн калаçса ахăлтатаççĕ. Пурин чун-чĕри те телейпе тулнă. Çакăн пек савăнăçра вăхăт та сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Ярăнсан-ярăнсан, кану кунĕн тĕп вырăнне – стадиона килме шутларăмăр. Лаша çуни çине ларнă хĕрсене йĕкĕтсем туртса пыраççĕ. Хĕрсем: «Çăварни те çитрĕ, иртсе кайрĕ, татах качча кайса пулмарĕ…» – тесе янраттарса юрлаççĕ. Стадионта хаваслă вăйă-кулă малалла тăсăлчĕ.

Вăл вăхăтра Тÿскел ялĕнчи клубра заведующи пулса Всеволод Александров ĕçлетчĕ. Тĕлĕнмелле хастар, пултаруллă йĕкĕт, пуçаруллă организатор. Вăл хатĕрленипе Тÿскелсем «Сорочинская ярмарка» представлени кăтартрĕç. Унта хутшăннисем ытларах чикан тумĕсене тăхăннă. Барон ролĕнче пултаруллă йĕкĕт – Саша Судаков. Вăл хăй те сăнĕпе каснă-лартнă çав сăнар. Ахальтен мар ăна халăх хушшинче те «цыган» тетчĕç. Маттур каччă чăпăрккапа шатлаттарса чи малтан пыратчĕ. Ун хыççăнах юрă-ташă ăстисем. Вĕсемпе пĕрлех ярмăрккăна килнĕ халăх хĕвĕшет. Вĕсен варринче Коля Галкин купăс каласа таврана янраттарса пырать. Çапла вара Тÿскелсемпе Елчĕксем стадионта тĕл пулса тĕрлĕ вăйăсем йĕркелесе, юрласа-ташласа, спорт ăмăртăвĕсем ирттерсе кун каç енне сулăннине те туйман. Кайран улăмран тунă кĕлеткене, киревсĕрлĕхе, сиенлĕ йăласене пăрахăçласа, çунтарса ятăмăр. Малалла кашни çулах хĕле театрализациленĕ представлени кăтартса ăсатма шутларăмăр. Çавăнтан пуçласа çулсерен район центрĕнче хĕле лайăхрах та чаплăрах хатĕрленсе ăсатса яраççĕ. Шел, ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксем сыхланса юлман.

А.САРДАЕВ.
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code