Среда, Октябрь 16, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ

Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ

Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 800 гектара яхăн. Вĕсене вăхăтра тата пахалăхпа пухса кĕртес ĕçе 3 комбайн хутшăннă. «Уй-хир карапĕсене» Головинсем тухăçлă ĕçлеттернĕ. Вырма вăхăтĕнче Борис Петровичăн Надя мăшăрĕ, Вадимпа Иван ывăлĕсем, Настя хĕрĕ, çавăн пекех пиччĕшĕн – Геннадий Петровичăн çемйи те юнашар пулни ĕç тухăçлăхне чылай ÿстерме май килнĕ.

Тырпула тÿрех пысăк ампарсене турттарнă. Кунта Надеждăпа Любовь Головинасем, Людмила Шепилова тырăсене вăхăтра алласа тăнă. Сортировкăна Надежда Михайловна пĕр тикĕс ĕçлеттернĕ. Калас пулать, кил хуçи хĕрарăмĕ фермер хуçалăхĕн бухгалтерĕ те, сортировщикĕ те, ахаль рабочийĕ те. Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ ÿркенмен хĕрарăмсем. Килĕнтешĕпе пĕр çăвартан тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра харсăр хĕрарăмсем килĕшÿ тăрăх ял çыннисене çĕр тыррипе тивĕçтереççĕ. Хуçалăхăн тырпулĕ ăнса пулнă – сутмалăх та нумай.

Фермер хуçалăхĕнче 200 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Ку ĕçе Геннадий Головинпа Петр Марков тивĕçлипе пурнăçланă.

Сăн ÿкерчĕкре: Любăпа Надежда Головинасем.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code