Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тивĕçне чунпа парăннă педагог

Тивĕçне чунпа парăннă педагог

Çутă чунлă çынсем хăйсем патне ăшăлăхĕпе хĕвел пек туртаççĕ. Вĕсемпе калаçнă май ырăлăхĕнчен, çивĕч ăс-тăнĕнчен, теприне чун-чĕререн пулăшма хатĕр пулнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулне пырса кĕрсенех мĕн пур вĕрентекенĕн, çав шутра вĕренекенсен те, куçĕсем çиçсе тăнине асăрхатăн. Пурнăç вĕресе тăрать кунта. Педагогсем ачасене вĕренÿ çулĕпе ăнăçлă ертсе пырас, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парас, кашни ачан тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тупса аталантарас тесе çунатланаççĕ. Вĕсенчен пĕри – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Левая. Вĕренекенсем вара аслисем хавхалантарнăран тата вĕсен чунĕ патне çул тупма пĕлнĕрен мĕн пур вăйне хурса тăрăшса вĕренеççĕ, тĕрлĕ конкурс-тупăшусене кăмăлпа хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çакă ĕнтĕ вăл пĕлÿ тĕнчине акнă вăрлăхăн ырă çимĕçĕ.

Нина Аркадьевнăпа сăмах пуçарас пулсан, вăл ачасем мĕн тери пултаруллă пулнине каласа пĕтереймест: «Çак класра пирĕн сăвă ăста çыракан, кунта вара хут купăспа вылякан пур-ха, тепĕр класри пултаруллă ача ăста ÿкерет, спортра пысăк çитĕнÿсемпе палăрать…» Хăйĕн тăван ачи пирки сăмахланă пек хавхаланса каласа парать учитель вĕренекенĕсем пирки.

Шăпине тÿрремĕнех çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăнтарнă Нина Леваян пурнăçĕ шкулта иртсе кайнă тесен те йăнăш мар пуль.

– Хама ĕçре тупрăм эпĕ. Ман пĕтĕм телей, савăнăç, çитĕнÿ шкулта. Тепĕр хут çуралса профессие суйлама ирĕк парас пулсан чĕре суйланă, чун туртнă, Турă хушнă вĕрентекен профессинех алла илнĕ пулăттăм, мĕншĕн тесен эпĕ ачасене чун-чĕререн юрататăп, – тет вăл çак ыйтупа сăмах пуçарсан.

Унăн педагогикăри ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать. Çав вăхăтрах вăл 17 çул директорăн вĕренÿпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă.

Нина Левая 1965 çулта Кÿлпуçĕнчи Лидия Александровнăпа Аркадий Афанасьевич Кувшинсен йышлă çемйинче кун çути курнă. Лидия Александровна, хăй те пысăк çемьере çуралса ÿснĕскер, мăшăрĕпе 7 ача çуратнă. Анчах та чĕре чирне пула Аркадий Афанасьевич 45 çултах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ вилнĕ чух асли салтакран таврăннă çеç, кĕçĕнни 7 çулта пулнă. Ачисемпе мăшăрĕнчен тăлăха тăрса юлнă хĕрарăм тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ÿстерсе çын туса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Çăмăл пулман ăна паллах.

Çемьери пиллĕкмĕш ача – чĕвĕлти чĕлхеллĕ, ăшă кăмăллă Нина мĕн пĕчĕкрен вăр-вар та ĕçчен, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ пулнипе палăрса тăнă. Çамрăклах вулама юратнăскер хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе кĕнеке «шĕкĕлчемен-ши»; Кĕçĕн классенче Кÿлпуçĕнчи, 8-мĕш класс таран Хăвăлçырмари, аслă классенче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулсенче вĕреннĕ Нина Кувшина шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Çамрăклах «Колхоз ялавĕ», «Пионер сасси» хаçатсене, «Хатĕр пул», «Тăван Атăл» журналсене çырса тăнă вăл. Вĕренме кĕнĕ чух çакă пысăк пулăшу панă хĕре. Кунта историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухса чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса тăнă. Ĕç биографине Хăвăлçырма шкулĕнче пуçланă вăл. Хăйне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Галина Демьяновна Карсакова хулана куçса кайнă хыççăн хĕр унăн вырăнĕнче тăрăшма пуçланă. Кунта ĕçлеме пуçласан çамрăк вĕрентекен педагогсемпе те, ачасемпе те тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Уйрăмах хăйĕн наставникне – Елена Ивановна Степанова директора ырăпа аса илет Нина Аркадьевна.

Пуян чĕлхемĕрпе пĕлсе усă курнăран пултарулăх кăвайтне вĕрентекенĕсенче тивертме, вĕсене çул уçса малалла аталантарма ăнтăлать учитель. Шкулта ĕçлеме пуçласанах вăл сăвă çыракансен «Çамрăк талантсем» литература кружокне йĕркеленĕ, ăна паянхи кун Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче те ертсе пырать. Кĕçĕннисем те аслине чун-чĕререн юратаççĕ, аслă аппăшĕ, амăшĕ вырăннне хурса хисеплеççĕ тата хаклаççĕ. Тăватă çул ĕçленĕ хыççăн хитре те сăпайлă пикене Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи Александр Левый мăшăр тусан хĕрарăм упăшки ялĕнчи шкулта тăрăшма пуçлать. Вĕрентекенсем те, ачасем те хăйĕнчен уйрăласшăн пулманран Нина Аркадьевна тата тепĕр çулталăк ĕçлет-ха Хăвăлçырма шкулĕнче, пĕр харăсах икĕ çĕрте ачасене вĕрентет.

Çамрăк пулсан та тĕрлĕ конкурссене хутшăнма ĕлкĕрет педагог. Шкулта 9 çул ĕçлесенех вăл районти «Çулталăкри учитель» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăрать, район чысне республикăра хÿтĕлет. Сăмах май, педагог кăçал та çак конкурсра тĕрĕслерĕ хăйне.

Нина Левая пур ĕçе те чун хушнипе тĕплĕн тума хăнăхнă. Хăйĕн пурнăçĕнче мĕнле кăна мероприяти йĕркелемен, миçе тĕрлĕ Тав тата Хисеп хутне илме тивĕçмен-ши вăл? Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна 2004 çулта «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят парса чысланă. Çавăн пекех «За особый вклад в книжное дело» медале, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Педагог ĕçне чунтан парăннине вĕренекенĕсем çулсеренех район тата республика шайĕнчи конкурссемпе фестивальсенче, конференцисенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнни çирĕплетет, ăна малалла хавхаланса ĕçлеме хистет. Унăн вĕренекенĕсем – Наталия Ефимова, Лида Юркова, Маргарита Ляленко Василий Эктел ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕсен ятне тивĕçнĕ.

Нина Аркадьевна чылай çул чăваш чĕлхипе литература учителĕсен районти пĕрлĕхне ăнăçлă ертсе пынă. Çитĕнекен ăру чăвашлăхшăн çунтăр, пултарулăхне ÿстертĕр тесе мĕн пур вăйне хурса тăрăшать. Ку енĕпе ĕç опытне республика шайĕнче те ырлаççĕ. Унăн шкулпа, вĕрентÿпе çыхăннă статйисем районта тата республикăра тухса тăракан хаçатсенче пичетленеççĕ. Сăвăсем те çырать. 2015 çулта унăн «Чунăм вĕçтĕр ирĕке» ятпа сăвăсен кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Сăввисенче тĕнчене хăйне май туйса тата тарăннăн ăнланса хакласси аван курăнать.

Нина Левая ырă мăшăр, ăшă чунлă кин. Мăшăрĕпе Александр Ильичпа 29 çул килĕшÿре пурăнаççĕ, 2 ывăл – Романпа Максим ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ Левыйсем Софья мăнукĕпе савăнаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Нина Левая.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code