Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренÿ отличници

Вĕренÿ отличници

Чăваш Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ Ксения Королева хальхи вăхăтра Аслă Таяпари тĕп шкулта 9 класра вĕренет. Вĕренÿре çеç мар, обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăрать хĕр ача. Вăл яланах çĕннине пĕлме тăрăшать, пĕлĕвне, тавра курăмне ÿстерес тесе нумай кĕнеке вулать, компьютерпа туслă.

Маттурскер олимпиадăсене, конкурссене пысăк активлăхпа хутшăнать. Çулсеренех районти олимпиадăсене нумай предметпа тупăшнă. Кăçал та пысăк ÿсĕмсемпе палăрнă. Чăваш чĕлхипе тата тăван ен культурипе регион шайĕнчи олимпиадăра призер пулса тăнă.

Ксенийăн дневникĕнче «5» паллăсем кăна. Виçĕ ачаллă çемьере çитĕнекен хĕр ача ĕçре те хастар. Çуллахи кун пахчара çум çумлать, кĕçĕн шăллĕне пăхать. Ксения – амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ. Людмила Петровна, Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшаканскер, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерес тесе нумай тимлет. Пушă вăхăтсенче вăл яланах вĕсемпе юнашар.

Ксенийăн класс ертÿçи Маргарита Кузнецова хĕр ача шкулта кăна мар, ун тулашĕнчи ĕçсенче те харсăррине палăртать. Ахальтен мар пултаруллă вĕренекен кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: К.Королева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code