Суббота, Июнь 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фронтовик аса илĕвĕ

Фронтовик аса илĕвĕ

Çак хайлава эпĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Федотов ал çырăвĕсене тĕпе хурса çыртăм. Орфографи, грамматика, сăмах çаврăнăшĕсене тÿрлетнĕ е ăнлантарса панă. Урăх пĕр сăмах та улăштарман, хушса çырман.

Эпĕ, Федотов Иван Дмитриевич, 1925 çулта юпа уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Тăрăм ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ял чиркĕвĕнче шыва кĕртнĕ. 1933 çулта Тăрăм ял шкулне вĕренме кайнă. Ун чухне шкул çурчĕ пулман, пачăшкă çуртĕнче вĕреннĕ. Каникул вăхăтĕнче колхозра вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Пирĕн çемье 1934 çулта колхоза кĕнĕ.

1940 çулта шкул пĕтерсен колхозра ĕçлеме пуçларăм. Йĕпреç тăрăхĕнчи Киря вăрманĕнчен лашапа вăрман турттарнă. Хĕлле Карапай Шăмăршăран колхоз арманĕ валли пĕренесемпе каштасем турттарса килеттĕмĕр. Пĕрене, кашта вăрăм пулнипе лаша çуни хыçне пĕчĕк çуна /пацанка/ кăкарнă. Трактор прицепĕ евĕр. Лав йывăр пулнипе икĕ лаша кÿлнĕ, анчах юнашар мар, пĕр-пĕрин хыççăн тăратса. Мĕншĕн тесен вăрманта йывăçсем хушшинчен 2 лашапа çуммăн иртсе кайма йывăр пулнă.

Вăрçă пуçлансан 20 кунтан Волков Михаил Федорович бригадир фронта тухса кайрĕ. Мана ун вырăнне лартрĕç. Вăйпитти арçынсем вăрçа тухса кайсан пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине куçрĕ. Ĕçе чĕнме ирхине хĕвел тухиччен кил тăрăх çÿренĕ, хĕвел ансан çеç ĕçе пĕтернĕ. Лампа çутипе мĕн ĕçленине çырса пырса ведомость тумалла. Çичĕ кунта ĕç кĕнекине çырса пымаллаччĕ. Кун каçиччен каçалăк миçе хут виçсе паман-ши;

Хĕлле йĕтемре тырă молотилкăпа та, алăпа та /тăпачпа/ çапнă. Лашапа, вăкăрпа çĕре сухаланă, алăпа вăрлăх акнă, алăпа вырнă. Ана çинче выртса юлнă пучаха çеç мар, çур ывăç улăма та пуçтарса илнĕ.

Колхозăн чи лайăх лашисене /86 пуç/ фронта ăсатрĕç. Ялтан 136 арçын вăрçа тухса кайнă, 76 çын унта пуçĕсене хунă. Фронта кайма повестка парсан 2 сехет хушшинче тухса каякансем те нумаййăн пулнă.

1942 çулхине /кĕркунне/ Улатăр районне, Иваново-Уваровка ялĕ патне, Сăр шывĕ хĕррине окопсем, дзотсем тата ытти çĕр ĕçĕсене тума ячĕç. Эпĕ унта 20 кун бригадир пулса ĕçлерĕм. Вăл çулхине питĕ сивĕ, 40-42 градус тăратчĕ.

1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче мана военкоматран повестка килсе пачĕç. Эпĕ малтан Оренбург облаçĕнчи Тоцк хулине лекрĕм. Иккĕмĕш бригадăн 52-мĕш запасри полкăн 120 мм миномет батарейинче вĕренме пуçларăм. Малтанах çĕр чавса çĕрпÿртсем турăмăр. 60-70 метр вăрăмăш çĕрпÿртре пĕр тимĕр кăмака çеç тăратчĕ. Питĕ сивĕччĕ. Икĕ хутлă нарсем çине матрас вырăнне вĕтĕ çапă сарнă. Шинельпе витĕнсе çывăрнă. Килтен парса янă алса-чăлхасене пуçтарса илчĕç. Пуçланчĕ вара пирĕн вĕренÿ. Апат çити-çитми, сивĕ, пыйтăсем ерсе ĕрчесе кайрĕç. Эрнере пĕрре пире 7 çухрăмри вăрмана çăкăр пекарни валли вутă илме яратчĕç. Иккĕн пĕр йывăç тăрăхне çĕклесе килеттĕмĕрччĕ. Чĕр тамăкчĕ ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем, вăй пĕтнипе, йăванса каятчĕç. Тухса таракансем те пулчĕç. Супăнь çисе варвиттине кайса килĕсене каялла ярасса шанакансем те тупăнчĕç. Таркăнсемпе супăнь çиекенсене пĕрле пуçтарса салтаксем умĕнчех персе вĕлерчĕç. Эпир чăтнă, вăрçа кайма хатĕрленсе вĕреннĕ.

Мана батальонти юлташла суд председательне суйларĕç. Батальон командирĕ мана хăй патне вутă касма, çурма илсе каятчĕ. Ĕç хыççăн апат çитеретчĕç. Тоцкинче эпир пĕр районтан тăваттăн пулнă: Кавалтан Александров Александр, Сăрьелтен Юнусов Кабир Кадырович, Елчĕкрен Тимофеев Валерий Германович тата эпĕ. Пĕрле пулнисенчен Тимофеев В.Г. вăрçăран таврăнайман.

Тоцкинче 1943 çулăн кăрлач уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕ вĕçлениччен пултăмăр. Вара Оренбургран офицерсем килчĕç. Çар училищине вĕренме кайма салтаксене суйласа иле пуçларĕç. Çав ушкăна эпĕ те лекрĕм. Çапла ака уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче эпĕ Оренбургри пулемет училищин курсанчĕ пулса тăтăм. Вăрçăччен хулана Чкалов хули ятне панă.

Пирĕн казармăсем Урал шывĕ хĕрринче, Европа енче пулнă. Вĕренме кĕперпе Урал урлă каçса Азине каяттăмăр. Урал питĕ хăвăрт юхать, шывĕ тăрă мар.

Училищĕре вĕренме условисем аван, апат лайăх çитереççĕ. Вĕренме вара йывăрччĕ, дисциплина питĕ çирĕп пулнă. Начар вĕренекенсене, дисциплинăна пăсакансене фронта яратчĕç. Пирĕн взводран çеç никама та кăларса ямарĕç. Мана батальонти комсомол бюровĕн членне суйларĕç, унта мĕн фронта кайичченех пулнă. Комсомолец пулсан та хĕресе хам çумрах тытнă. Пытарса усраса фронта илсе кайрăм. Турă пулăшнă ĕнтĕ мана киле таврăнма.

1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕш кунĕнче экзаменсене тытсан пире офицер ятне пачĕç – лейтенант. Çав кунах тавар вакунĕ çине лартса фронта ăсатрĕç. Минск хулинчен кăнтăр енне çитрĕмĕр. Пире пĕлтерчĕç – эпир 1-мĕш Белорусси фронтне кĕрекен 33 арминчи 323 дивизин 1086 стрелоксен полкне лекнĕ. Мана ПТР /противотанковое ружье/ взвод командирне лартрĕç. Взводра 32 салтак, 18 ПТР тата пулеметпа ытти хĕç-пăшал. Малтан оборонăра тăтăмăр. Наступлени пуçлансан /«Багратион» операци, 1944 çул, утă уйăхĕ.-Авт./. Минск хулине ирĕке кăларнă хыççăн пирĕн армине кăнтăралла, Пинск хули патне куçарчĕç. Пĕр вăхăт оборонăра тăтăмăр. Наступлени пуçланас умĕн пирĕн артиллери 1,5-2 сехет нимĕçсем çине вăйлă персе тăчĕ. Пинск хулине илсен ытти ял-хуласене ирĕке кăларса малалла кайрăмăр. Иваново-Малюрит хулине илнĕ хыççăн Польша çĕрĕ çине кĕтĕмĕр, Люблин патне çитрĕмĕр. Çак хула çывăхĕнче Майданек ятлă концлагерь пулнă. Унта çынсене крематоринче чĕрĕллех çунтарнă. Атă-пушмакĕсене çунтарман, пĕр пысăк пÿлĕме пухса пынă. Нимĕçсем каялла чакасшăн мар, вăйлă хирĕç тăратчĕç. Люблин хулишĕн пынă çапăçура мана бомба осколокĕ сулахай ура пĕççине амантрĕ. 2 кун санчаçре пулнă хыççăн хамăн взвода таврăнтăм.

Висла юхан шывĕ патне çитсен питĕ вăйлă çапăçусем пуçланчĕç. Фашистсем, пире Висла урлă каçарасшăн мар пулса, пĕр вĕçĕмсĕр тенĕ пек персе тăчĕç. Тамăкри пек вута пăхмасăр каçрăмăр та Пулавы хули патĕнче плацдарм йышăнтăмăр. Вара çак вырăнта чылай вăхăт хушши оборонăра тăма лекрĕ. Нимĕçсем те оборонăрах тăчĕç. Эпир миçе çĕршер метр çĕр чавмарăмăр-ши; Миçе блиндаж, дзот, траншея чавнă – астумастăп.

1945 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче пирĕн артиллери 3 сехете яхăн фашистсен позицийĕсем çине вирлĕн персе тăчĕ, самолетсем бомбăсем тăкрĕç. Наступлени ирхине 4 сехетре пуçланчĕ. Кăшт маларах пире полк ялавне чуптутарчĕç. Кашни салтака, офицера спирт тултарса пачĕç. Эпĕ училищĕре те, фронтра та пĕр тумлам та ĕçмен.

Атакăна кайма команда парсан ур-ра! кăшкăрса малалла ыткăнтăмăр. Çак çапăçу хирĕнче мĕн чухлĕ çын вилсе выртса юлмарĕ-ши; Нимĕçсен çухатăвĕсем тата та нумай пулчĕç.

Малалла Радом хули патне тухрăмăр. Пире хирĕç нимĕç танкĕсем килеççĕ. Пирĕн взвод 4-шне вут тивертрĕ. Полк командирĕ мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама тăратни çинчен пĕлтерчĕ.

Радомран малалла кайрăмăр. Тăшманăн унта питĕ нумай танкĕ, тупăсем, ытти хĕç-пăшал, техники тăрса юлчĕ. Салтакĕсем чылаййăн выртса юлчĕç. 4 талăк пĕр канмасăр, çимесĕр тенĕ пек тапăнса пытăмăр. Пĕр талăкра 80 çухрăм кайнă. Çакăншăн пирĕн чаçсене Сталин тав туса приказ çырнă.

Польша çĕрĕ çинчен тухиччен 2 кун малтан вăрманта канма, апат çиме чарăнчĕ пирĕн полк. Апатланса та ĕлкĕреймерĕмĕр – таçтан муртан нимĕç танкĕсем сиксе тухрĕç. Манăн взвод хальхинче 5 танк тĕп турĕ. Каллех мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама хут тăратнă иккен. Çак хаяр çапăçура çĕнтерсе пирĕн полк малалла талпăнчĕ. Анчах çухатусемсĕр мар. Пирĕн взводран Тутарстанран килнĕ Левакин В. /1926 çулхи/ салтак вилчĕ. Полк командирĕ те çавăнтах пурнăçран уйрăлчĕ.

Германи чикки урлă каçрăмăр. Жепин хулине пирĕн артиллери вут айне турĕ. Хулан çурçĕр енчен кайса Одер юхан шывĕ патнелле çывхарса пыратпăр. Нимĕçсем хăйсен çĕрĕ çинче тата хаяррăн хирĕç тăра пуçларĕç. Одер çинчи Франкфурт ятлă хула патне çитрĕмĕр. Пирĕн çине нимĕç самолечĕсем вĕтĕ /противопехотные/ бомбăсем пăрахса, пулеметсенчен персе вĕçеççĕ. Карасев С. /Орел облаçĕнчен/ салтакран ПТРа илсе тÿпене тĕллесе пеме пуçларăм. Çав вăхăтра бомба осколокĕ сылтăм пĕçĕрен лекрĕ. Карасев çакна курчĕ, анчах мана илсе кайма май çук – самолетсем тăтăш бомбăсем пăрахаççĕ. Кăшт лăплансан плащ-палатка çине хурса 100 метра яхăн сĕтĕрсе кайрĕç те лупашкана вырттарчĕç. Санитарка килсен сурана çыхса ячĕ те мана пĕр пÿрте çĕклесе кĕчĕç. Юрать-ха осколок тепĕр 5-6 сантиметр çÿлерех лекмен – хырăма çурса ярсан пыршăсем тухса ÿкетчĕç. Улăм сарнă урайĕнче аманнисем тата 15 çын. Çĕр каçиччен йывăр аманнă тăватă салтак вилчĕ. Врачсем çук, санитаркăсем пушă мар. Ирхине Кенд хулине илсе çитерчĕç те пĕр барака вырнаçтарчĕç. Унта 4 талăк выртрăмăр. Операци туман, бинтпа çеç çыхса яратчĕç. Унтан машинăпа Швебус хулине илсе кайрĕç. 7 талăк унта выртнă. Операци тăвасси пирки никам та нимĕн те пĕлмест. Фронтра аманасси, вилесси çинчен ытлашши шутламан – ĕç нумай пулнă. Аманса нушаланнă чухне ах! вилес килмест. Самолет сассине илтсен вара чĕре çурăлас пек туйăнатчĕ.

Германинчен Польшăна, Косьцен текен хулана илсе килчĕç. Унта 19 кун, Познань хулинчи госпитальте тепĕр уйăх выртнă. Операци турĕç, юн ячĕç. Малалла Миньск-Мазовецки хулинче сипленнĕ. Тăван çĕршыва илсе килме вагон-госпитале куçарчĕç. Вăрçă чарăнни çинчен Брест хулине çитсен, çĕрле пĕлтерчĕç.

Сакăр талăкран Оренбург хулине çитрĕмĕр. Тепĕр хутчен операци турĕç. Пурпĕрех пĕтĕм осколоксене кăларса илеймерĕç. Паянхи кун та икĕ урара та çав вăрçă «парнисем» пур. Тĕрлĕ госпитальсенче сипленнипе орден-медальсене те вăхăтра илеймен.

Фронтра, госпитальсенче нуша курнине Турă кăна пĕлет. Никам та, нихăçан та çав нушасене ан куртăр. 1945 çулхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче медкомисси йышăннипе килĕшÿллĕн мана 6 уйăхлăха киле ячĕç. 20 çулта инвалид ятне илтĕм. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче яла çитрĕм. Пирвай костыльпе, унтан патакпа çÿрерĕм. Ултă уйăх 280-шар тенкĕ тÿлесе тăчĕç. /6 уйăхран И.Федотов аслă лейтенанта запаса куçарнă. -Авт./.

Кĕркунне Тăрăмри тата Кипеçри шкулсенче военрук пулса ĕçлеме пуçларăм.

Федотов И.Д.

Автортан: И.Федотов пенсие тухсан та колхозра вăй хунă. Счетовод, ветфельдшер, осеменатор тата ытти яваплă ĕçсенче. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсенче /хуçалăхри комсомол организацийĕн секретарĕ, ревизи комиссийĕн, колхоз правленийĕн членĕ/ хастарлăх кăтартнă. Иван Дмитриевич 2003 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Иван Дмитриевичпа Вера Борисовна /вăрçă çулĕсенче тракторпа ĕçленĕ/ пилĕк ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ: Михаил, Александр, Владимир, Борис, Людмила, Ольга, Олег – хисепе тивĕçлĕ çынсем.

А.СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code