Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăм художникĕ

Тăрăм художникĕ

Александр Мясников 1905 çулхи августăн 30-мĕшĕнче Тăрăм ялĕнче çуралнă. Выçлăх çул ăна Мускаври ача çуртне ăсатнă. Унта пурăннă чухне те, каярахпа та хăй тĕллĕн ăсталанă ĕçĕсене тĕрлĕрен куравсене тăратнă. «Вискоза» фабрикинчи комсомол организацийĕ сĕннипе ăна Монко архитектор йĕркеленĕ ÿнер техникумне вĕренме янă. Кунта, ăсталăхне кура, ĕçĕсене суйласа илнĕ те, совет çамрăклăхĕн пултарулăхĕн Парижра кăтартнă куравне тăратнă. Асăннă техникумран вĕренсе тухсан ăна ЧАССР Наркомпрос пуçлăхне лартнă.

1937-1939 çулсенче Улатăрти ÿнерпе гравюра училищин директорĕнче ĕçленĕ. 1940-1942 çулсенче Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер институтĕнче пĕлĕвне анлăлатнă.

1942-1946 çулсенче А.Мясников – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче. Гварди аслă лейтенанчĕ, рота политрукĕ Берлина штурмланă. Икĕ хутчен аманнă.

1948-1953 çулсенче Шупашкарти ÿнер училищине ертсе пынă, республикăри куравсене хастар хутшăннă.

А.Мясников искусствăн тĕрлĕ енĕпе ĕçленĕ. Плакатсем çырнă, Шупашкар хулине илемлетес ĕçе явăçнă. Унăн ÿкерчĕкĕсемпе капăрлатнă «Нарспи» кĕнеке, 1929 çулта Мускавра пичетленсе тухнăскер, аслă поэтăн пултарулăхне тĕпчес çула уçса панă.

«Комсомолка», «Пир çапни», «Ача-пăча площадки», «Хĕрлĕ площадь» ÿкерчĕксем – чăваш искусствин иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи чи паллă çитĕнĕвĕсем.

1970 çул хыççăн вăл ытларах кÿлепе ÿнерĕ енĕпе ĕçленĕ. Районти Тăрăм, Патреккел, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва ялĕсенче палăксем ăсталанă.

Александр Федорович 1950 çултанпа СССР Ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ шутланнă. Районти пĕрремĕш фотограф. Тăрăм художникĕ 1996 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: автопортрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code