Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Асăрханăр, ачасем!»

«Асăрханăр, ачасем!»

Çуллахи кану хыççăн шкул ачисем каллех партăсен хушшине ларчĕç. Вĕсене вĕренĕве тÿрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çÿреме хăнăхма та йывăртарах.

Çакна шута илсе çуллахи каникул хыççăн республикăра кашни çулах август-сентябрь уйăхĕсенче «Асăрханăр, ачасем!» профилактика операцийĕ иртет. Раççей çулĕсем çинче çулсеренех пиншер ача вилет. Хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ – ача çул çÿремелли йĕркесене пĕлменнинче, водительсен тимсĕрлĕхĕнче, ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентменнинче. Çавăнпа та полици ĕçченĕсем водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма, çул-йĕр правилисемпе тата шкулпа кил хушшинчи маршрутпа тĕплĕн паллаштарма ыйтаççĕ. Ачасен тумĕсем е рюкзакĕсем çине çутта хирĕç çутатакан хатĕрсем çĕлесе е çыхса хума ан манăр. Автомашинăпа çула тухсан кĕçĕннисене ятарлă креслăсем çинче анчах илсе çÿрĕр.

Ачасем! Сире те тимлĕ пулма ыйтас килет. Çул урлă ятарлă вырăнсенче анчах каçăр, çул çинче е ун хĕрринче ан выльăр.

Хамăрăн тата ыттисен сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн кашниех яваплă пулар.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code