Çĕр çине килнĕ кашни çын хăйĕн пурнăçне сиплев çурчĕпе, унта тăрăшакансемпе çыхăнтаратех.
Статистика тăрăх, пирĕн районта 16 пин ытла çын пурăнать. Вĕсен сывлăхĕшĕн 241 медицина ĕçченĕ тимлет. 2010 çултан тĕп больницăн тилхепине тытса пыракан Н.Уркова тивĕçе йĕркеллĕ пурнăçланипе, çынпа ĕçлес пултарулăхĕ пысăк пулнипе палăрчĕ, больницăн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарма мехел çитерчĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче кăна кунта палăрмалла пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Анестезипе реанимаци, хирурги уйрăмĕсенче пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç, чирлисене тивĕçлĕ пулăшу памалли çĕнĕ оборудованисем туянчĕç. Стоматологи уйрăмĕнче те хăвна хулари сиплев çуртĕнчи пекех туятăн. Иртнĕ çул терапипе ача-пăча уйрăмĕ те çĕнелчĕ. Шурă халатлисене шăпăрлансене сыватма, ура çине тăрсанах вĕт-шакăр вылямалли условисем лайăх кунта. Хĕрарăмсен консультацийĕ те Шупашкартинчен кая мар. Физиотерапи уйрăмĕ пирки те çакнах каламалла.
Больница территорине кĕрсен тасалăхпа тирпейлĕх, тĕрлĕ çимĕç паракан йывăçсем, хитре чечексем, фонтан, ăшă çанталăкра ларса канмалли беседка куçа илĕртеççĕ. Çакă, паллах, коллектив пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе тăрăшнинчен килет. Кунта пурин те – тухтăрсен, медсестрасен, санитаркăсен тÿпи пысăк.
Тĕп врачăн çумĕ Г.Уфукова, поликлиника заведующийĕ Л.Капламова хăйсен профессийĕнче чăн ăстасем. Уйрăмсене ертсе пыракан В.Кузьмин, Л.Молоствова, Н.Патшин, С.Катайкина, Н.Михайловская врачсен ырă ячĕ таврана саланнă. Терапи уйрăмĕнчи А.Васильева тухтăр эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхипе те сипленине пациентсем тăтăшах калаççĕ. В.Петров хирурга, функци диагностикин тухтăрне М.Патшинана, ультрасасă, эндоскопи кабинечĕсен тухтăрне В.Катайкина, рентген-флюорографи кабинечĕн тухтăрне Н.Борисовăна пĕлмен çын та çук тăр районта. А.Пупинăпа И.Смирнова акушер-гинекологсене хĕрарăмсем, çамрăк амăшĕсем ырă та ăшă сăмахсемпе кăна аса илеççĕ. В.Горшкова райпедиатр ачасен сывлăхĕшĕн чунне парать. Н.Кусковăпа Н.Афанасьева педиатрсем те хăйсен профессине парăннă врачсем.
Сывлăх сыхлавĕн сферинче чылай çул тăрăшса паха опыт пухнă ветеран-тухтăрсене ырăпа аса илмесĕр иртеймĕн. А.Молоствов, Л.Клементьева, Л.Майкова, В.Лазарева, А.Лапшин, В.Лапшина халăх хушшинче хисепе çĕнсе илнĕ. Ялсенчи врачсен амбулаторийĕсен ертÿçисем – Н.Сунгатуллина, Л.Миллина, С.Скворцова, М.Рыбкина та ял çыннисене вăхăтра профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр кăларас, прививкăсене вăхăтра пурнăçлас яваплăха туйса, чирлĕ çын патне вăхăтра çитме тăрăшнипе палăраççĕ.
Туслă коллективра пысăк квалификациллĕ, пуян опыт пухнă медсестрасем те йышлă. Вĕсем те пархатарлă ĕçшĕн ырă ята тивĕçлĕ.
З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ветерансен организацийĕн ертÿçи.