Тольятти хулинче художествăлла гимнастика енĕпе уçă турнир иртнĕ. Унта Федерацин Атăлçи округĕнчи тĕрлĕ регионти 240 ытла гимнаст хутшăннă.

Чăваш Ен чысне турнирта 3 хĕр ача хỹтĕленĕ, 2-шĕ — пирĕн округран: Елчĕк ялĕнчи Ева Ишмуратова (1-мĕш класс пĕтернĕ) тата Кỹлпуç ялĕнчи София Савинова (2-мĕш класран вĕренсе тухнă). Ăмăртура Ева 2-мĕш, София вара 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Хĕр ачасем художествăлла гимнастикăпа ача садĕнченех интересленеççĕ, çак ỹсĕмренех Комсомольски округне тата Канаш хулинчи тренерсем патне çỹреççĕ. Канаш хулинче вĕсемпе Хусан хулинчен килсе çỹрекен тренерсем ĕçлеççĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Евăпа София ăмăрту хыççăн.

