Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ ăмăртура тупăшнă

Тĕрлĕ ăмăртура тупăшнă

Физкультурник кунне халалласа округра сахал мар спорт мероприятийĕ иртнĕ. Уйрăм спортсменсем регионти тата ун тулашĕнчи ăмăртусене те хутшăннă.

Малтанах чи кăмăллинчен пуçлар: Шупашкарти «Труд» стадионта хупă футбол манежĕ уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев физкультурăпа спорта аталантарассинче тỹпе хывнисен пĕр ушкăнне тĕрлĕ наградăпа чысланă. Сумлă йышра Елчĕкри «Улăп» ФОК инструкторĕ Сергей Александров та пур. Вăл республика ертỹçин Тав сăмахне тата алла çыхмалли сехете тивĕçнĕ.

Е.Н.Николаева ячĕллĕ 8-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе республикăн уçă турнирĕнче атлетсем 7 виçе категорийĕнче тупăшнă. Çĕнĕ Пăвари Давид Крысов (60 кг) тата Аслă Елчĕкри Станислав Мисяков (73 кг) ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ.

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Валерия Яковлева хăйне спортăн çĕнĕ тĕсĕнче тĕрĕсленĕ. Сергей Александрович Горшков наставник ертсе пынипе вăл Тутарстанри Пăва хулинче ирттернĕ велосипедпа ярăнма юратакансен ăмăртăвне хутшăннă. Вунă çухрăмлă дистанцие харăсах 70-е яхăн чупуçă тухнă. Валерия тĕрлĕ ỹсĕмри хĕр упраçа хыçала хăварса финиша 1-мĕш çитнĕ. «Ăмăртăвăн чи çамрăк спортсменĕ» ята та тивĕçнĕ вăл.

Елчĕкри стадион-площадкăра 2012 çулхи тата унтан каярах çуралнисен футбол турнирĕнче 7 команда тупăшнă. Курнавăшпа Кушкă ялĕсенчен килнĕ ачасем призерсен йышĕнче пулсан, Елчĕк шкулĕн 1-мĕш команди — çĕнтерỹçĕ. Уйрăм номинацисенче чи пултаруллисем çаксем: Вадим Уркин, Егор Андреев, Арсений Адюков.

Çитĕннисем уява ФОКри ăмăртусенче паллă тунă. «30 çулчченхи çамрăксем» тата «30 çултан аслăраххисем» командăсем волейбол площадкинче вăй виçнĕ. Çĕнтерỹçе 5-мĕш парти çеç татса панă: кĕçĕнреххисем ăна 25:22 шутпа вĕçленĕ. Баскетбол мечĕкне çаврашкана кĕртессипе те, дартс вăййинче чи нумай очко пухассипе те тупăшакансем чылаййăн пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code