Патăрьелте кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енĕн нумай хутчен чемпионне тата рекордсменне Ф.П.Моисеева асăнса уçă турнир йĕркеленĕ.
Ульяновск, Чулхула, Самар облаçĕсен, Мари Эл, Тутарстан, Мордови республикисен тата ултă хулапа округ спортсменĕсен хушшинче пирĕн ентешсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Наталия Мартынова (Елчĕк), Тарас Пупин (Кĕçĕн Шăхаль), Андрей Афанасьев, Дмитрий Енедеров (Тăрăм) ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Сакăр атлет 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Пьедестал çине хăпарнисем пурте хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Ăнăçлă старт малашнехи ăмăртусенче те çитĕнỹсем кỹтĕр.

