Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > 65 çултан аслăрах çынсене пĕлсе тăма

65 çултан аслăрах çынсене пĕлсе тăма

Аслă ăрури çынсен сывлăхĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă нумай пурăнас килнипе çыхăннă, çав хушăрах унран пурнăç пахалăхĕ те килет: этем хăйне мĕнле туйни, таврара мĕн пулни-иртнипе кăсăкланни, хăй тĕллĕн çỹреме пултарни. Сывă та активлă пурнăç тапхăрне ỹстерес тĕллеве пурнăçлама 65 çулхи тата аслăрах çулхи граждансемшĕн яланхи медицина тĕрĕслевĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртма, сывлăх тăрăмне тĕрĕслеме, йывăр кăлтăксем аталанассине чарма май параççĕ. Шăпах çакна шута илсе Аслă ăрури çынсемшĕн тăрăшмалли эрнере (Уçă алăксен кунĕнче) сентябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 3-мĕшĕччен Чăваш Енре 65 çулти тата аслăрах граждансен диспансеризацийĕ иртет. Диспансеризаци мĕншĕн шăпах 65 çул хыççăн пĕлтерĕшлĕ-ха? Аслă ỹсĕмре инфекципе çыхăнман вăраха кайнă чирсем аталанас хăрушлăх ỹсет. Ватă çынсемшĕн диспансеризацие вĕсен ỹсĕм уйрăмлăхне шута илсе ирттереççĕ, унăн тĕллевĕсем çак чирсене пуçламăш тапхăрта тупса палăртассипе çыхăннă:

— чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем (чĕрен ишеми чирĕ, юн пусăмĕ пысăкки, инсульт пулас хăрушлăх);

— шыçă чирĕсем (ракăн анлă сарăлнă тĕсĕсене тĕрĕслесси);

— сахăр диабечĕ (2-мĕш типли);

— ватăлсан пулакан астени (ỹкес хăрушлăх, шăмă патракланни, астăвăм чакни тата хăйне хăй пăхайманни);

— куç вăйĕ чакни тата япăх илтме пуçлани — çакă пурнăç пахалăхне чакарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code