Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 588)

Халăх çивĕч ыйтусем çĕклет

Февраль-март уйăхĕсенче районти кашни ялтах халăх пухăвĕсем иртеççĕ. Граждансемпе тĕл пулнă май ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕрлĕ шайри специалистсем иртнĕ çул пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевсене палăртаççĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи граждансен пухăвне, акă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хутшăннă. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев вырăнти лару-тăрăва палăртса, иртнĕ çулхи

Подробнее

Çемье ăшши

Çемье – çын пурнăçĕнчи чăн-чăн пуянлăх. Патшалăх тăнăçлăхĕ çемьесем еплерех пурăннинчен нумай килет. «Çемье ăшши – чун ăшши», – теççĕ халăхра. Туслă та килĕшÿллĕ йышра ачасем те пĕринчен тепри маттур, ăслă тата ырă çынсем пулса çитĕнеççĕ. Районти ялсенче пĕр-пĕринпе тату пурăнакан çемьесем чылай. Кăçал районта сапфир туйне /45 çул/ 83 мăшăр,

Подробнее

Тилхепене кăрт-карт туртсан

лаша пĕр вырăнта тăмасть, малаллах талпăнать. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче старостăсене, активистсене пуçтарса анлă лару иртрĕ. Унта пĕр тĕп ыйту пулчĕ – районти халăх пултарулăхĕн «Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурса хутшăнмасăр юлас мар, концерт хатĕрлес. Ялта культура çурчĕн пултарулăх ертÿçисем çук-çке. Çак кунсенче вара унта чăн-чăн уяв иртрĕ. Халăх та йышлăн пуçтарăнчĕ.

Подробнее

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышне çĕнĕ çынсене кĕртнĕ

Февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Виктор Александрович Косачева çирĕплетесси çинчен калакан указа алă пуснă. Тата тепĕр указпа Роза Михайловна Лизаковăна Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетнĕ. Февралĕн 6-мĕшĕнчи указпа килĕшÿллĕн

Подробнее

Логотип хатĕрленĕ

Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейĕн официаллă логотипне çирĕплетнĕ. Ăна Шупашкар ÿнер училищин преподавателĕсемпе студенчĕсем туса хатĕрленĕ. Республика юбилейĕн логотипĕ фестивальсемпе конкурссен пичет продукцине, ялав конструкцийĕсене, сувенирсене илемлетĕ. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине тата Республика кунне уявламалли лапамсене те пĕр стиле пăхăнса капăрлатма йышăннă. Çакна вырăнти хăй тытăмлăх

Подробнее

Спорт кунĕ чĕнет

Ыран Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Спортăн хĕллехи тĕсĕн кунне ирттерĕç. Вăл Раççейри çĕнĕ уявсенчен пĕри. Ăна пуçласа 2015 çулта паллă тунă, Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Сочире 2014 çулта иртнĕ XXII Олимп тата XI Паралимп вăййисенче пысăк çитĕнÿ тунине халалланă. Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх, кăçал спорт уявĕ пуян иртĕ. Уçă каток çинче конькипе чупакансем ăмăртĕç. Çавăн

Подробнее

Юбиляра – медаль

Хаçатăн иртнĕ шăматкунхи номерĕнче Энтепере пурăнакан Тихон Табаков вăрçă ветеранĕ çинчен пысăк статья пичетленнĕччĕ. Халĕ тепĕр хутчен çырма сăлтав тупăнчĕ. Виçĕмкун Тихон Григорьевич 100 çул тултарнă май, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламланă, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе чысланă, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Саламне вуласа

Подробнее

«Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар»

ятпа районти хĕрарăмсен канашĕ «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕпе пĕрле конкурс ирттерет. Ăна Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнине халалланă. Конкурса хутшăнакан кирек мĕнле жанрпа çырнă материалта хамăр районтан тухнă вăрçă ветеранĕсем – хĕрарăмсем çинчен çырмалла. Сăн ÿкерчĕк пулсан тата та паха. Пултарулăх ăмăртăвĕ çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Ĕçсене район хаçатĕнче пичетлĕпĕр.

Подробнее

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем хушшинче 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх тĕрлĕ номинацире иртнĕ «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурсран Елчĕк районĕнчи организацисемпе уйрăм çынсем те айккинче тăрса юлман. «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ /председателĕ – Гурий Федоров/ «2019 çулхи чи лайăх вăтам предприяти», Кушкă ялĕнчи хресчен /фермер/ хуçалăхĕн

Подробнее

Хушма тÿлеве тивĕçеймерĕм

Ял хуçалăх производствинче ĕçленĕ çынсене 2019 çулта 25 процент чухлĕ пенси ÿстерчĕç. Манăн ял хуçалăхĕнчи ĕç стажĕ – 24 çул та 8 уйăх та 20 кун. «Сельэнерго» предприяти урлă эпĕ хăй вăхăтĕнче колхозра 8 çул электрик пулса ĕçлерĕм. Анчах çав çулсене ял хуçалăх стажне кĕртмен, çакна пула ял хуçалăх стажĕн хушма

Подробнее