Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 589)

«Ялти ипотека» – вăйра

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Республикинче те «Ялти ипотека» программа ĕçлеме тытăннă. Çăмăллăхлă кредитпа усă курса яллă вырăнта хваттер е çурт туянма, тума май пур. Граждансем ялта кăна мар, хула евĕрлĕ поселокра, хула округне кĕмен рабочи поселокĕнче, 30 пин çынран ытла мар пурăнакан пĕчĕк хуласенче те çурт-йĕр тума,

Подробнее

Чи лайăххисене палăртнă

Аслă Таяпара иртнĕ культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен канашлăвĕнче 2019 çулхи пĕтĕмлетÿпе чи пултаруллисене палăртнă. «Районти чи лайăх культура учрежденийĕ» ята Аслă Таяпари культура çурчĕ /заведующийĕ Любовь Горшкова/, «Районти чи лайăх библиотека» ята тĕп вулавăшри ачасен пайĕ /Лариса Кудряшова/, Аслă Елчĕкри культура çурчĕн хореографĕ Светлана Карамаликова «Районти чи лайăх клуб ĕçченĕ», Шăмалакри Венера

Подробнее

«Салтак пул – çĕршыва хÿтĕле»

Массăллă хÿтĕлев тата спорт уйăхлăхне халалласа Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи культура çуртĕнче «Салтак пул – çĕршыва хÿтĕле» ятпа уяв каçĕ иртнĕ. Унта вĕренекенсем хастар хутшăннă. Н.Муллина культорганизатор йĕркеленĕ «Летчиксем», «Салтак – канура», «Çар çынни», «Строя тăма хатĕр-и;» конкурссем арçын ачасен çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. Культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ «çар техникисем» курав та ачасемшĕн кăсăклă пулнă. С.Понкратьева

Подробнее

Вĕренес кăмăла çĕклесси

Шкул çулне çитмен ачасен ÿсĕмĕ – халăх пухнă ăс-хакăла, хăнăхусемпе пĕлÿсене илмелли пĕрремĕш тапхăр. Ача аслисене курса вĕренсе пырать, пурнăçпа, ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Шкула кайма пуçличчен пĕчĕккисене ача-пăча кĕнекисем тата сăвăсем сахал вуласа панă, вĕсен пĕр вĕçĕмсĕр «мĕншĕн» ыйтăвĕ çине сайра та кичем хуравсем панă пулсан, 1-мĕш класранах çак ачасем

Подробнее

Пĕлĕве шайлаштарма пулăшать

Елчĕкри вăтам шкулта «Вĕренÿ» наци программин «Хальхи саманари шкул» проекчĕпе килĕшÿллĕн хута янă 2 кабинетран тăракан «Ÿсĕм вырăнĕ» центрĕ ĕçлет. Вăл «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» предмечĕсене вĕрентнĕ чух цифра çăл куçĕсемпе туллин усă курма пулăшать. Асăннă центр вĕренĕве çĕнĕ шая çĕклеме, ачасен пĕлĕвĕсене шайлаштарма май парать. Пĕлĕве çирĕплетме май панисĕр пуçне кунта

Подробнее

Ача шкула хатĕр-и?

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ача садне 22 шăпăрлан çÿрет. Вĕсемпе куллен ĕçленĕрен вăхăт епле хăвăрт иртнине те сисместĕн. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа та пилĕк уйăх иртрĕ те. Мĕн калама пулать-ха ачасен ÿсĕмĕсем, улшăнăвĕ пирки; Хăйсен çулне кура вĕсем вăй-хал, психика тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанса пыраççĕ. Нумайăшĕ кунта юратса çÿреççĕ,

Подробнее

Çĕнĕ теплица

Чăваш Енре иртнĕ çул пысăк калăпăшлă инвестици проектне – «Новочебоксарский» теплица комплексĕ тăвассине хута кĕртме тытăннă. Проектăн пĕрремĕш тапхăрне пĕлтĕр пурнăçланă. Хальхи вăхăтра вăл ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пысăк теплицăра экологи тĕлĕшĕнчи таса хăяр, помидор, ешĕл çимĕç çитĕнтереççĕ. Пахча çимĕçе ытларах пысăк суту-илÿ çурчĕсене ăсатаççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем валли те ăна

Подробнее

Информаци саккуна хирĕçленĕ

Елчĕк район прокуратури çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсене Интернет çыхăнăвĕнче мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çавна май саккуна хирĕçлекен информацие вырнаçтарнă сайтсене тупса палăртнă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем 2 сайтра шыври чĕр чунсене тытма май паракан, анчах та саккунпа усă курма чарнă электровăлта сутассине пĕлтерекен информацие асăрханă. Çакăн евĕр материалсем вырнаçтарни Раççей Федерацийĕн «Информаци, информаци

Подробнее

Хĕç-пăшал пухаççĕ

Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлес ĕçри чи витĕмлĕ мелсенчен пĕри – уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсене право хурал органĕсенче тÿлевлĕ йышăнассине ĕçе кĕртни. Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран хăтараççĕ. Вĕсем /883539/ 5-13-02 номерпе е /88352/ 24-16-55 номерлĕ «Шанăç телефонĕпе» усă курса

Подробнее

Спорт туризмĕ аталанĕ

Районти хушма пĕлÿ паракан ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ вĕренекенсем хушшинче туризма аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçлесе пырать. Çулсеренех район историйĕпе кăсăкланакан ачасен йышне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Маларах республикăра «Елчĕк енĕн тĕлĕнтермĕшĕсем» проектпа çĕнтерсе районти 100 ытла ачана Чĕмпĕр хулинчи И.Я.Яковлев музейне экскурсие илсе кайрăмăр. 400 яхăн вĕренекене республикăри музейсемпе выставкăсемпе,

Подробнее