Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 14)

Чир мĕн пур органа хавшатать

Наркомани – усал йăла мар. Питĕ хăрушă та йывăр чир вăл. Çак чир этем сывлăхне сиен кÿнипе пĕрлех психикине те хавшатать. Наркомансен ытларах пайĕ 30 çула та çитейменни паллă. Наркотик çыннăн мĕн пур органне сиенлет: чи малтанах нерв тытăмне, пуç мимине, арлăх органĕсене, пĕвере, çу пÿрине... Наркотиксемпе усă куракансен 95 проценчĕ

Подробнее

Ăнланулăха ÿстересчĕ: уйрăмах аслă ÿсĕмрисен

Коронавирус чирне пÿлсе лартас тĕллевпе кашни эрнекун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан оперштаб, çавăн пекех кашни юнкун пулса иртекен ĕçлĕ ушкăнăн /çак яваплăх ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов çине тиенет/ ларăвĕсенче ыйтусене сÿтсе явнă чухне юлашки вăхăтра ковид серепине лекнисем, шел пулин те, вилекенсем хушшинче те аслă ÿсĕмри

Подробнее

Тĕрĕсленсех тăмалла

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ тĕрлĕ чирсенчен кĕрешес тĕллевпе ятарлă кунсене палăртнă. Çавна май кăкăр ракĕпе кĕрешмелли кун та пур. Мĕншĕн паллă тăваççĕ-ха ятарлă çак куна? Паллах, общественноçа кăкăрăн усал шыççине тупса палăртас ĕçе маларах явăçтарас тĕллевпе. Хĕрарăмсен кăкăр ракĕ – усал шыçă чирĕсенчен чи малта тăраканни. Çулленех çак диагноза тĕнчере

Подробнее

Пĕр шухăшлă çеç пулсан хăтăлма пулĕ вирусран

Районта коронавирус алхасма пуçланăранпа 834 çын чирлесе сывалнă. 60 çын вилнĕ, çав шутран кăçал – 46. Ноябрь уйăхĕнче кăна 124 çын вирус çаклатнă. Вĕсенчен пурте тенĕ пек, умĕнхи кăтартусенче те, вакцинаци тутарассинчен пăрăнса юлнă. Çак хурлăхлă статистика та паян районта пурăнакансен пысăк пайне шухăшлаттармасть-ши? Вирусăн çĕнелсе пыракан штамĕсем хура списока малалла

Подробнее

«Омикрон» хăратать

Раççейре ПЦР-тестăн обществăлла вырăнсемпе мероприятисене кĕмелли срокне 72 сехетрен 48 сехете чакарнă. Çакăн сăлтавĕ – ковидăн çĕнĕ «омикрон» штамĕн уйрăмлăхĕсем. Коронавирусăн çĕнĕ варианчĕ питĕ хăвăрт ерет тата организма тÿрех тенĕ пек кĕрсе вырнаçать иккен. Пирĕн çĕршывра хальлĕхе «омикрона» тупса палăртман. Анчах та, Роспотребнадзор ертÿçин Анна Попован шучĕпе, вăл пысăк хăрушлăх çуратать.

Подробнее

Санитари вертолечĕпе

усă курса Чăваш Енре кăçал 104 пациента эвакуациленĕ. Çăлав техники ытларах Улатăр, çавăн пекех Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Куславкка, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тăрăхĕсене вĕçнĕ. Чирлисене пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе Шупашкарти, Чулхулари, Мускаври, Хусанти тата Пензăри больницăсене леçнĕ. Эвакуацие медицина модульлĕ «Ансат» вертолетпа йĕркелеççĕ. Унпа тĕрлĕ ÿсĕмри пациента тÿлевсĕрех кирлĕ больницăна илсе

Подробнее

Çĕнĕ больница пулĕ

Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пĕрлехи ларăвĕнче наци проекчĕсем епле пурнăçланса пынине пăхса тухнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕсен тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Вĕсенчен пĕри – республикăра медицина туризмне аталантарасси. Кăçалхи вунă уйăхра медицина пулăшăвĕсен экспорчĕ 6,7 миллион тенкĕлĕх ÿснĕ. Çакă ют çĕршывсенчен килнĕ 7

Подробнее

Уяв та шавлă иртмĕ

Коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру çав-çавах çивĕч пулни сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнма хистет – Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче те. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ эрнекунхи оперштаб ларăвĕнче çакăн пирки уçăмлăн пĕлтерчĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн аякра ĕçлесе пурăнакансем те, тĕрлĕ çĕрте вĕренекенсем те тăван тăрăха таврăнаççĕ, çакна кура вирус çаклатас хăрушлăх тата

Подробнее

Терапи уйрăмĕнче сипленме аван

Чирлесе ÿксен васкавлă пулăшу машинине чĕнме тиврĕ. Мана тÿрех районти тĕп больницăри терапи уйрăмне вырттарчĕç. 10 кун сиплентĕм унта. Тÿрех палăртам, уйрăмра таса та çутă, ăшă. Вырăн таврашĕ те çĕнĕ. Чирлисем шуса ан ÿкчĕр тесе коридорта виçĕ йĕр резина çыпăçтарса тухнă. Палатăсенче кăна мар, туалетра та тирпейлĕ. Санитаркăсем пур çĕрте те

Подробнее

Чирлекенсем çав-çавах нумай

Коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру районта çав-çавах çивĕч. Юнкун пулса иртнĕ республикăри оперштабăн ĕçлĕ ушкăнĕн ларăвĕнче сÿтсе явнинчен те çакна уçăмлăн пĕлме пулчĕ. Ĕçлĕ калаçăва ертсе пынă ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Елчĕк районĕнче хăрушă чирпе чирлекенсен, çав шутра вилекен çынсен хисепĕ те пысăк пулни, çав вăхăтрах вакцинаци тăвасси палăртнă шайра пулманни

Подробнее