Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 27)

Тĕрĕсленсех тăмалла

Хальхи вăхăтра республикăра кăкăр ракĕнчен сыхланас енĕпе акци пырать. Кăкăр чирĕсем питĕ анлă сарăлнă. Вĕсем çине витĕм кÿрекен факторсем: ÿсĕм, репродуктивлă истори /менструаллă цикл, арлăх функцийĕ, кăкăр ĕмĕртесси/, апатлану, витамин çитменни, ытлашши виçе, сурансем, вăрах чирсем, сиенлĕ йăласем. Çавăнпа та чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе хĕрарăмсене çулсеренех тухтăр патĕнче тĕрĕсленме

Подробнее

Сыхланар, инсульт шÿтлемест

Районти тĕп больницăра инсульта хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă вунă кунлăх иртет. Кăçал районта инсульт пулнă 41 çынна шута илнĕ. Чи çамрăкки – 50 çулхи арçын. Чирлисем сипленсех тăраççĕ. Инсульт икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ – пуç миминчи юн тымарĕсем татăлса кайнипе пуçа юн каять, иккĕмĕшĕ – юн тымарĕсем пĕрĕнсе ларнипе е

Подробнее

Çепĕç чĕлхеллĕ фельдшер

Сăрьелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 12 çул тăрăшать Калерия Козлова. Çак вăхăтра вăл ялти кашни çын мĕнле пурăннине, кама мĕнле, мĕнпе пулăшмаллине питĕ лайăх пĕлет. Шала кайнă тĕрлĕ чирсемпе аптăракансем патне Калерия Ивановна килне кайса сиплет, медпункта пулăшу ыйтма килекенсене эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхипе те пулăшать. Чылай чухне чирленĕ çыншăн

Подробнее

Мĕнле чир вăл – остеопороз?

Çак ыйту çине хуравлама эпир Республикăри ветерансен госпиталĕнчи эндокринологи уйрăмĕн ертÿçинчен Татьяна Якимовăран ыйтрăмăр. – Остеопороз – шăмă тытăмĕн чирĕ. Ăна пула шăмăсем çирĕплĕхне çухатаççĕ, çăмăллăнах хуçăлма пултараççĕ. Урăхла каласан, ку чир шăмăсен çирĕплĕхĕпе тытăмне йĕркелеме кальци сахаллине пĕлтерет. Шăмă масси систермесĕр чакса пырать. Çиелтен пăхсан вăл йĕркеллех пек, анчах шалта

Подробнее

Хăвăра упрама тăрăшăр

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕ çулăхнă пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать. Респираторлă чирсене пуçарса яракансем – вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ.

Подробнее

Çĕнĕ ФАП

Янкăр тÿпеллĕ, хĕвеллĕ те ăшă Пукрав кунĕ Çĕнĕ тата Кивĕ Арланкассипе Энтепе ялĕсенче пурăнакансемшĕн пысăк та савăнăçлă уявпа асра юлĕ – шăпах çак кун Çĕнĕ Арланкассинче модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Кунта пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ –

Подробнее

Маска сыхланма пулăшать

Медицина маски респираторлă вирус инфекцийĕнчен тата сывлăш-тумлам мелĕпе сарăлакан ытти респираторлă чирсенчен сыхланма пулăшать. Çапах та хăшĕ-пĕри маскăпа тĕрĕс усă курма пĕлмест. Медицина маскипе усă курнă чухне çак йĕркесене пăхăнмалла. Маска тăхăниччен малтан алла супăньпе çумалла е антисептикпа тасатса илмелле. Маскăн сăмсана та, янаха та лайăх хупласа тăмалла, айккисенче те хушăк юлмалла мар. Тăхăннă

Подробнее

Çĕнĕ Арланкассинче — çĕнĕ ФАП

Паян, Пукрав кунĕнче, Çĕнĕ Арланкассипе Энтепе ялĕсенче пурăнакансемшĕн тата пысăк та савăнăçлă уяв – çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Кунта пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир

Подробнее

Асăрхансан кăна

Республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Вăл тимлĕхе çухатса асăрханулăх мерисене манмалла маррине палăртнă. «Дезинфекци тумаллине, маска тăхăнмаллине, гигиенăна пăхăнмаллине асра тытасчĕ. Йĕркене çирĕп пăхăнсан кăна йывăрлăха çĕнтерме пулать», – тенĕ Олег Алексеевич лару пуçламăшĕнчех. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ

Подробнее

Чĕре чирĕсенчен сыхланар

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче чĕре кунне паллă турăмăр. Çыннăн чи кирлĕ органне халалласа районти сывлăх сиплевçисем тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсем флешмоб, медицина сестрисем шкулсенче, ача сачĕсенче пулса чĕрене мĕн пĕчĕкрен упрамаллине ăнлантарнă. Пĕтĕм тĕнчери чĕре кунне ирттернин тĕллевĕ – чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен тата инсульт пуласран сыхланмалли профилактика ĕçĕсем

Подробнее