Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 3)

Тухтăр патне вăхăтлă çỹрĕр

Раççей Правительстви медицина аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. 2025 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин 2030 çулчченхи тапхăрта медицинăна аталантармалли çĕнĕ стратегие çирĕплетрĕ. Вăл 2019-2025 çулсенче ĕçленĕ стратегие улăштарчĕ. Документ сывлăх сыхлавĕн сферинчи наци хăрушсăрлăхĕн тăрăмне, аталанăвăн тĕллевĕсемпе тĕп çул-йĕрне уççăн палăртать. Стратегире 2030 çул тĕлне çĕршывра сывă пурнăç

Подробнее

Ачасемшĕн те яваплă

Туберкулез - анлă сарăлнă инфекци чирĕ. Вăл тапхăрăн-тапхăрăн лăпланма е çивĕчленме пултарать. Хăй вăхăтĕнче асăннă чирпе социаллă хỹтлĕхсĕр тата ĕçсĕр çынсем, мигрантсем, сиенлĕ йăласемпе туслисем çеç чирлеççĕ тесе шутланă. Туберкулез вара никама та суйламасть. Унпа чирлĕ çынсемпе чĕр чунсем сыввисемшĕн чир çăл куçĕ пулса тăраççĕ, сывлăшпа апат-çимĕç урлă инфекци ертеççĕ. Чир

Подробнее

Шĕвĕрĕлчен чирĕсем

Микробсем пуçарса яракан чирсемпе пĕрлех этеме чĕр чунсенчен шĕвĕрĕлченсем те ерме пултараççĕ, вĕсем çын организмĕнче паразитла пурăнаççĕ. Этеме 150 тĕрлĕ шĕвĕрĕлчен ерме пултарать. Пирĕн патăмăрта çакăн пек шĕвĕрĕлченсем ытларах тĕл пулаççĕ: аскаридăсем, сысна, вăкăр солитерĕсем, лаптак лентецсем, острицăсем, эхинококксем, хĕлĕх пуçсем, трихинеллăсем. Шĕвĕрĕлченсенчен нумайăшĕ этемĕн апат ирĕлтерекен органĕсенче - пыршăлăхра, пĕверте пурăнаççĕ.

Подробнее

Вăхăтлă диагностика пурнăçа тăсать

Мартăн 9-15 мĕшĕсенче Раççейре - вăраха кайнă С гепатитпа кĕрешмелли тата унран асăрханмалли эрнелĕх. Вăраха кайнă вируслă С гепатит анлă сарăлнă чирсен шутне кĕрет. Унпа чирлесен çын чирĕн нимĕнле палăрăмĕсене те туймасса пултарать, чир пирки черетлĕ диспансеризаци е медицина тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче кĕтмен çĕртен пĕлет. Çавăнпа та гепатитсенчен вăхăтлă тĕрĕсленсех тăни питĕ

Подробнее

Сывлăха çамрăкран упрамалла

Çул çитмен ачасем хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарас тата санитарипе гигиена воспитанийĕ парас тĕллевпе Елчĕкри тĕп больница ĕçченĕсем пĕрмаях профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ. Иртнĕ эрнере Антонина Кантеева шăл тухтăрĕ Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕренекенсемпе çăвар хăвăлне епле пăхса тăмалли, шăлсен сывлăхне çирĕплетес тесе пурнăçламалли йĕркесем

Подробнее

«Кĕтмен хăнаран» сыхланмалла

Онкологи чирĕсем вилĕмĕн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри шутланаççĕ. Çапах та вĕсен пысăк пайне хăрушлăх факторĕсенчен пăрăнсан, чире иртерех тупса палăртсан сирме пулать. Пирвайхи профилактикăн тĕп çул-йĕрĕ вăл - пирус туртма пăрахни, рациона пăхăнса апатланни, ỹт-пỹ виçине кирлĕ шайра тытса тăни, эрех-сăра ĕçессине чакарни тата çителĕклĕ вăй-хал хусканăвĕсем. Паллах, скрининг программисем -

Подробнее

Амăшĕпе пепке — тимлĕхре

"Çемье" наци проекчĕ пулăшнипе Елчĕкри тĕп больницăри хĕрарăмсен консультацине тĕпрен çĕнетнĕ. Çак программа Чăваш Енре 2025 çул пуçламăшĕнчен ĕçлет. Ашшĕ-амăшне пур енлĕн пулăшас, амăшĕн сывлăхĕшĕн тăрăшас, çемье хаклăхĕсене çирĕплетес тата сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарас тĕллевлĕ наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртнĕ çул Елчĕкри тĕп больница çĕнĕ 56 оборудованипе пуянланнă (16 млн ытла

Подробнее

«Кашни çынна — тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ»

Кăçал Çĕнĕ çула кĕнĕренпе Елчĕк халăхĕн пысăк пайĕ "Елчĕкри тĕп больницăна хупаççĕ" текен ыйту тавра пăшăрханса калаçать. Çавăнпа та хаçат урлă лару-тăрăва тĕплĕнрех уçăмлатас шухăш çуралчĕ. Елчĕксемпе шăпах çак ыйтупа калаçас тĕллевпе иртнĕ эрнере округра ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Степанов та пулчĕ. Вăл ертсе пыракан

Подробнее

Туртма пăрахсанах аван

Çулсерен Раççейре пирус туртнипе аталаннă чирсене пула миллиона яхăн(!) çын вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ытла та пысăк цифра-çке çакă. Пирус туртнин сиенĕ калама çук пысăк. Кашни сигарет пурнăçа 8 минут кĕскетет, пурнăç шайне, пахалăхне чакарать. Никотин чăннипех те нумай чир-чĕр "парнелет". Вĕсем: инсульт, миокард инфаркчĕ, шăмă, чĕре, юн тата урари юн тымарĕсен,

Подробнее

Пĕвере упрар

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: Кăçал С гепатитпа кĕрешмелли программăна хута яратпăр, унăн тĕллевĕсем валли 2025-2027 çулсенче 68 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Патшалăх Канашне 2025 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче янă Çыруран. Пĕвер - çыннăн шалти чи пысăк органĕ. Вăл хырăмлăхăн çỹлти сылтăм пайĕнче диафрагма айĕнче вырнаçнă. Ăна час-часах "кĕлеткен биохими завочĕ" тесе те

Подробнее