Четверг, 15 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 37)

Мĕнле чир вăл – остеопороз?

Çак ыйту çине хуравлама эпир Республикăри ветерансен госпиталĕнчи эндокринологи уйрăмĕн ертÿçинчен Татьяна Якимовăран ыйтрăмăр. – Остеопороз – шăмă тытăмĕн чирĕ. Ăна пула шăмăсем çирĕплĕхне çухатаççĕ, çăмăллăнах хуçăлма пултараççĕ. Урăхла каласан, ку чир шăмăсен çирĕплĕхĕпе тытăмне йĕркелеме кальци сахаллине пĕлтерет. Шăмă масси систермесĕр чакса пырать. Çиелтен пăхсан вăл йĕркеллех пек, анчах шалта

Подробнее

Хăвăра упрама тăрăшăр

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕ çулăхнă пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать. Респираторлă чирсене пуçарса яракансем – вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ.

Подробнее

Çĕнĕ ФАП

Янкăр тÿпеллĕ, хĕвеллĕ те ăшă Пукрав кунĕ Çĕнĕ тата Кивĕ Арланкассипе Энтепе ялĕсенче пурăнакансемшĕн пысăк та савăнăçлă уявпа асра юлĕ – шăпах çак кун Çĕнĕ Арланкассинче модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Кунта пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ –

Подробнее

Маска сыхланма пулăшать

Медицина маски респираторлă вирус инфекцийĕнчен тата сывлăш-тумлам мелĕпе сарăлакан ытти респираторлă чирсенчен сыхланма пулăшать. Çапах та хăшĕ-пĕри маскăпа тĕрĕс усă курма пĕлмест. Медицина маскипе усă курнă чухне çак йĕркесене пăхăнмалла. Маска тăхăниччен малтан алла супăньпе çумалла е антисептикпа тасатса илмелле. Маскăн сăмсана та, янаха та лайăх хупласа тăмалла, айккисенче те хушăк юлмалла мар. Тăхăннă

Подробнее

Çĕнĕ Арланкассинче — çĕнĕ ФАП

Паян, Пукрав кунĕнче, Çĕнĕ Арланкассипе Энтепе ялĕсенче пурăнакансемшĕн тата пысăк та савăнăçлă уяв – çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Кунта пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир

Подробнее

Асăрхансан кăна

Республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Вăл тимлĕхе çухатса асăрханулăх мерисене манмалла маррине палăртнă. «Дезинфекци тумаллине, маска тăхăнмаллине, гигиенăна пăхăнмаллине асра тытасчĕ. Йĕркене çирĕп пăхăнсан кăна йывăрлăха çĕнтерме пулать», – тенĕ Олег Алексеевич лару пуçламăшĕнчех. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ

Подробнее

Чĕре чирĕсенчен сыхланар

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче чĕре кунне паллă турăмăр. Çыннăн чи кирлĕ органне халалласа районти сывлăх сиплевçисем тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсем флешмоб, медицина сестрисем шкулсенче, ача сачĕсенче пулса чĕрене мĕн пĕчĕкрен упрамаллине ăнлантарнă. Пĕтĕм тĕнчери чĕре кунне ирттернин тĕллевĕ – чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен тата инсульт пуласран сыхланмалли профилактика ĕçĕсем

Подробнее

Шанчăк пур

Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри наркологи диспансерĕнче 19 пин ытла эрех ĕçекен çынна шута илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 4,9 процент сахалтарах. Эрех ĕçекен хĕрарăмсен шучĕ вара, шел пулин те, 1,6 процент ÿснĕ. Çакă, паллах, тарăн шухăша ярать. Эрех сывлăхшăн питĕ сиенлĕ. Ун вырăнне усă куракан шĕвексем тата та

Подробнее

Санавиаци вăй илет

Катастрофа медицинин тата васкавлă медицина пулăшăвĕн республика центрĕпе «Вырăс вертолет тытăмĕ» общество авиамедицина пулăшăвĕ парас енĕпе килĕшÿ тунă. Çапла майпа Чăваш Республикине 25 миллион тенкĕлĕх пулăшу кÿмелле. Çулталăк вĕçлениччен йывăр чирлисем патне вертолетпа 47 хут вĕçме палăртнă. Пĕр сехетлĕх вĕçевĕн хакĕ – 231066 тенкĕ. Пациента сиплев учрежденине вертолетпа илсе çитереççĕ. Вертолетра

Подробнее

МРТ аппарачĕ туяннă

Республикăри ача-пăча клиникин больницине çĕнĕ йышши МРТ ?магнитлă-резонанслă томографи/ аппарачĕ вырнаçтарнă. Унччен çакăн пек аппарат Чăваш Енре пулман. Аппарата «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн укçи-тенкипе туяннă. Вăл тĕнче стандарчĕсене туллин тивĕçтерет. Сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов палăртнă тăрăх, çĕнĕ томограф çинчи тĕрĕслевсен кăтартăвĕсен тĕрĕслĕхĕ пысăк. Кăçал çавăн пекех пайăрка диагностикин уйрăмĕнче

Подробнее