Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 19)

Анлă тавра курăмлă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çамрăксемпе студентсене çулсеренех пултарулăхри ăнтăлусемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарать. Кăçалхи тăрăшуллă çамрăксем хушшинче Кушкăри вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Максим Садовников та пурри чунтанах савăнтарать. Вăл Энтепе ялĕнчи Николайпа Алевтина Садовниковсен çемйинчи пĕрремĕш ывăл. Максим чăннипех те çак чыса тивĕçлĕ. Пĕчĕкрен ларса тăма пĕлменскер пурне те ăса хывать. Унăн

Подробнее

Чи лайăх класс ертÿçи – Е.Корнилова

Çулсеренех иртекен «Чи лайăх класс ертÿçи» районти конкурс хыçа юлнă. Тăватă тапхăрпа иртнĕ тупăшура 12 педагог хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Çĕнĕ Пăвари Мария Алексеевăпа Елчĕкри Владимир Николаев лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Курнавăшри 11-мĕш класа ертсе пыракан Евгения Корнилова чи нумай балл пухса конкурсра çĕнтернĕ. Вăл районти опытлă педагог, ачасене чунтан юратаканскер. Халĕ

Подробнее

Н.Васильева мала тухнă

«Чăваш Енри çулталăкри социаллă педагог» конкурса районтан 10-н хутшăннă. Хăйсен тĕрлĕ енлĕ презентацийĕсемпе, ĕç программисемпе паллаштарса Шăмалакри тĕп шкулти Надежда Васильева социаллă педагог мала тухнă. Елчĕкри Алена Максимовăпа Кушкăри Марина Шавкина – лауреатсем.

Подробнее

Çĕнтерÿçĕ те, призер та

  Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Елчĕкри 10 «к» класра вĕренекен Никита Долгов технологипе /ертÿçи С.Долгов/ çĕнтерÿçĕ, географипе ?В.Тябукова/ призер ятне тивĕçнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 11 класри Анна Лапшина, Леонид Яшин, Александр Васильев тата 9 класри Денис Жуков /О.Осипов/ вара физкультурăпа призерсен йышне кĕнĕ.

Подробнее

Чăн-чăн маçтăр

Римма Парферьева 1965 çулхи январь уйăхĕнче Аслă Пала Тимеш ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн тантăшĕсемпе пĕрле Костромари ял хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне малалла тăсать, зоотехник пулса тăрать. Ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Кострома облаçĕнче зоотехникра ĕçлет. Пĕчĕкренех ÿкерме юратнăскерĕн кулленхи ĕçĕнче тем çитмен пек – ĕçне вĕçне

Подробнее

Воспитани çемьере никĕсленет

Ачасене пĕлÿ панипе пĕрле чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине ăша хывма вĕрентни воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу кÿрет. Ашшĕ-амăшĕ, çав вăхăтрах педагогсем те калаçу, ĕç-хĕл урлă куллен воспитани парса ачаран тивĕçлĕ çын тума тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ воспитани ыйтăвĕпе шкулăн, педагогсен анчах ĕçлемелле тесе шухăшлаççĕ. Анчах йăнăшаççĕ вĕсем. Учительсем темĕн чухлĕ вăй хурсан та,

Подробнее

Тăван тавралăх музейĕнче – паттăрлăх урокĕ

Оборонăпа массăллă ĕç тата спорт уйăхлăхĕ пынă май Аслă Таяпа шкулĕнче 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем, Г.Маловăпа М.Кузнецова класс ертÿçисемпе пĕрле, Елчĕкри тăван тавралăх музейне çитсе курчĕç. Музей ĕçченĕсем С.Голубевăпа С.Степанова ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Чи малтан музей ертÿçи Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă куравпа паллаштарчĕ. Унта истори справкисем,

Подробнее

Хореограф

Чунтан парăннă юратнă ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакансем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Аслă Елчĕкре пурăнакан Светлана Карамаликова Елчĕкри искусство шкулĕнче 1996 çултанпа хореограф пулса тăрăшать. Çак çулсен хушшинче сахал мар ташăçă хатĕрлесе районти, унăн тулашĕнчи уявсене капăрлăх кĕртнĕ вăл. Пуçарулăхне кура Светлана Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ те пулнă. Унăн воспитанникĕсем ташăçăсен

Подробнее

Олимпиадăра çĕнтернĕ

Хальхи вăхăтра шкул ачисен хушшинче пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионти тапхăрĕ пырать. Январь вĕçĕнче тĕп хулари пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче астрономипе олимпиада иртнĕ, унта 50 вĕренекен хутшăннă. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче ăс пухакан Даниил Ловкин /11-мĕш класс/ асăннă олимпиадăра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.  

Подробнее

Экзаменри çĕнĕлĕхсем

2021 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен математикăпа база шайĕнчи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пулмасть. Çакăн пирки январĕн 15-мĕшĕнче Раççей çутĕç министрĕ Сергей Кравцов Правительствăра ирттернĕ брифингра пĕлтернĕ. Министр çак самант пирки аса илтернĕ. Шкул пĕтерекен аслă шкула вĕренме кĕрес шутлă мар пулсан, унăн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем вырăнне икĕ предметпа

Подробнее