Среда, 22 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 136)

ТОП-15 шутне кĕнĕ

"Эксперт РА" рейтинг агентстви Раççейри хуласене экологи, социаллă пурнăç тата управлени кăтартăвĕсем тăрăх хак панă. Шупашкар çĕршывра ТОП-15 шутне кĕнĕ. Атăлçи округĕнче - 2-мĕш вырăнта. Тĕп хула атмосферăна сиенлекен таса марлăха сахал кăларнăшăн, йывăç-тĕм нумаййишĕн, тавралăха сыхлама пысăк укçа уйăрнăшăн лайăх хака тивĕçнĕ. Чăваш Енре "Экологи" наци проектне пурнăçласа тасатакан сооруженисене

Подробнее

Рейтингра — пĕрремĕш

Республикăри муниципаллă пĕрлешỹсем "Ĕçе тата оборонăна хатĕр" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе 2022 çулхи 1-мĕш çур çулĕнче мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă: рейтингра Елчĕксем - пĕрремĕш. Тăвайсемпе Вăрмарсем призлă вырăнсене йышăннă. Ăнăçу районти ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйин Петр Смирновăн тата физкультура учителĕсен хастарлăхĕнчен килнĕ.

Подробнее

Телей — пурнăçа юратни, яваплăха туйни…

Елчĕкре пурăнакан парти, совет тата общество ĕçченĕ Петр Дмитриевич Хушкин Аслă Елчĕкре 1942 çулхи августăн 29-мĕшĕнче çуралнă. 1959 çулта çак ялти шкултан вĕренсе тухнă. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк шкул хыççăн Пăвари техучилищĕре вĕреннĕ хыççăн 1961-1963 çулсенче Елчĕкри сельхозтехника предприятийĕнче слесарьте тăрăшнă. 1968 çулта Чулхулари партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Ял хуçалăх

Подробнее

Кукша чирĕ ересрен мĕнле сыхланмалла?

- Кукша чирĕ мĕнле чир? - Кукша чирĕ е микроспори - ерекен, чи сарăлнă кăмпа инфекцийĕ шутланать, ỹт-тирпе çỹçе сиенлет. - Çак чир мĕн чухлĕ сарăлнă тата ытларах микроспорипе камсем чирлеççĕ? - Микроспори питĕ ерекен чир. Пирĕн республикăра çулсеренех 800 çын ытла чирлет, нумайрах ачасем чирлеççĕ. Ытларах Муркаш, Етĕрне, Красноармейски районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар

Подробнее

Пулăшу виçи ỹсет

Амăшĕсене, ачасене кỹрекен компенсаци виçине ỹстересшĕн. Амăшĕ пулма хатĕрленекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене, 2-3 çулсенчи ачасене тухтăр çырса панипе паха апатпа тивĕçтерме уйăракан компенсаци виçине ỹстермелли йышăну проектне хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн хĕрарăмсен тỹлевĕ 100 тенкĕрен - 1600-е, ачасен 70 тенкĕрен 1300-е çити хăпарать. Çăмăллăхпа 370 хĕрарăм тата 360 ача усă курма пултараççĕ.

Подробнее

«Пысăк тăхтав» çурма финалĕнче

Аслă Таяпари тĕп шкултан вĕренсе тухнă Светлана Окружнова кĕçĕн классенченех вĕренỹре те, спортра та пысăк ỹсĕмсемпе палăрчĕ. Вĕренỹ отличници, хастар волонтер кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине те илсе тăрать. Пултаруллă хĕр ача часах 10 класа Елчĕк шкулне вĕренме çỹрĕ. Çу кунĕсем иртсе пынине сиссе те юлайман харсăрскер. Нумаях пулмасть вăл

Подробнее

Хастарлăх тапса тăракансем пуртан аталанать тăван кĕтес

Район центрĕнчен 12 çухрăмра вырнаçнă яла Кивĕ Эйпеç урлă кайрăмăр. Уничере ял ятне палăртса стела вырнаçтарнă. Чăваш Енри паллă Николай Балтаев (Палтай Микуç) ỹнерçĕн пуçарулăхне пула çĕкленнĕ вăл. Çĕнĕ урама кĕнĕ май сылтăм енче чаплă, малалла иртнĕ май ытларах кивелнĕ çуртсем куç тĕлне пулаççĕ. Хуçисем çукран хăшĕ-пĕрин хапха умĕнче пиçен-хупах ашкăрать.

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

100 пинлĕх сертификат! Шупашкарти "Спартак" стадионра республикăри районсен ентешлĕх командисен спорт фестивалĕ иртнĕ. Командăсем малтанах волейбол тата футбол турнирĕсенче вăй виçнĕ. Елчĕксен çивĕч кĕрешỹсенче иккĕшĕнче те 4-мĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Çапах та ку пĕчĕк "шăйрăка" канат туртакансем саплаштарнă: вĕсем финалта Вăрмарсене парăнтарса тĕп парне - чĕрĕ така çĕнсе илнĕ. Çапла вара виçĕ ăмăрту

Подробнее

Вĕренекенсене — вĕри апат

Чăваш Республикинчи шкулсенче 1-4 классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерме иртнĕ çул бюджетран 607 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Кашни ачана çитерекен апат 55,2 тенке ларнă. 2022 çулта бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ ỹснĕ - 644 миллиона çитнĕ. 1-4 классенчи кашни ача халĕ 58 тенкĕлĕх апатланать. ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров каланă

Подробнее

Шкул автобусĕпе — çул çỹреве

Раççей Федерацийĕнче шкул ачисем хушшинче туризма анлăрах сарас тĕлĕшпе çĕнĕ программа туса хатĕрленĕ. Çак программа 18 регионта, çав шутра пирĕн Чăваш Енре те, пурнăçа кĕрĕ. Туризм валли республикăпа федераци бюджечĕсенчен 22 миллион тенкĕ ытла уйăрма пăхнă. Çул çỹреве 5-9 классенче вĕренекенсем валли йĕркелĕç. Сентябрь уйăхĕнче вĕсем республикăри чи паллă вырăнсене çитсе курĕç.

Подробнее