Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 135)

Мăшăр ăнланăвĕ, хавхалантарăвĕ хастарлăха ỹстерет

Чуна уçса калаçакан проектăн тĕпелĕнче - патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографин федераци службин Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен муниципалитет ертỹçин çумĕ, РФ граждан службин 2 класлă патшалăх советникĕ Алена Воробьева. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн ведомство наградисене сахал мар тивĕçнĕ Алена Ивановнăпа унăн кабинетĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Ĕçлĕ хĕрарăмăн кĕсье е стационар телефонĕсем

Подробнее

Мĕн улшăннă августра?

Августăн 1-мĕшĕнчен çĕршывра чылай çĕнĕлĕх вăя кĕнĕ. Çак шутра… Ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕ ỹсет. Сăмах çак ушкăнри граждансен ватлăхпа паракан страховани тỹлевне çĕнĕрен шутласа парасси пирки пырать. Çулсерен пенси виçĕ балл чухлĕ ỹсме пултарать. Кăçал чи пысăк хушăм - 314,07 тенкĕ. Ĕçлекенсен пенсине 2016 çултанпа индексацилеме чарăннă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче професси тупăшĕн налукĕ

Подробнее

Асран тухман вĕрентекен

Çывăх кунсенче пирĕн юратнă вĕрентекен Александр Ефимович Пушков çуралнăранпа 120 çул çитет. Хăй вăхăтĕнче анлă тавра курăмлă пурнăç пурăнса ирттернĕ вăл. Хамăр районти нумай шкул ачине пурнăç çулĕ çине тăратнă. Çавăнпах унăн кун-çулĕн хăш-пĕр саманчĕсемпе паллаштарас килчĕ. УЧИТЕЛЬПЕ ПАЛЛАШНИ …Умра 1955 çулхи ăшă, хĕвеллĕ, сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ. Эпир, Акчелсем, пуçламăш шкула,

Подробнее

Налуксем хушăмлă

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ ларура çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республика бюджетне пурнăçланине сăнлакан отчета çирĕплетесси тĕп ыйтусен шутĕнче пулнă. Республика бюджечĕн 6 уйăхри тупăшĕ 37,1 миллиард тенкĕпе танлашнă - иртнĕ çулхинчен 4,6 процент пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш 17 процент яхăн хушăннă - 18,7 миллиард тенке çитнĕ. Мĕн

Подробнее

Пур ĕçре те пуçаруллă

Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева хăй тавра чăннипех пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсене пуçтарнине, çакна кура вĕсем пĕрлехи вăйпа тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнса хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывнине нумай тĕслĕхрен курса ĕненме пулать. Хальхинче те хĕрарăмсем пуçаруçăсен вырăнĕнче пулчĕç. Пурте пĕр çын пек пулса "Единая Россия" парти Донбасс ачисене

Подробнее

Ыйту çивĕч

"Çивĕч" - çапла хакланă республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшĕпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Наумов. Вăл палăртнă тăрăх, республикăна наркотик çав-çавах нумай килет - Мускавран, ытти регионтан. Хамăр патра çитĕнтерекен наркăмăш та çук мар. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ чакни палăрать, анчах ку çивĕчлĕх сирĕлнине пĕлтермест. "Шурă вилĕм" сутса

Подробнее

Саккунсăр тупăш

Коррупци ĕçри должноçпа усă курса саккунсăр тупăш тума хăтланнине, взятка илнине е панине пĕлтерет. Должноçри çынсен коррупцине пула патшалăх пысăк тăкак тỹсет. Унсăр пуçне граждансемпе организацисен прависем пăсăлаççĕ. Коррупципе кĕрешесси паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕтĕм тĕнчипех çирĕплетнĕ. Раççейре те çак пулăмпа кĕрешсе чылай ĕç тăваççĕ. Ытларах çак енĕпе прокуратура органĕсем ĕçлеççĕ.

Подробнее

Тĕрĕс суйлама пĕлмелле

Шкул ачисен 90 проценчĕ Интернетпа усă курать. Вĕсенчен иккĕ виççĕмĕш пайне онлайнра чухне ашшĕ-амăшĕ сăнамасть. Çул çитменнисене сиенлĕ информацирен айккинче тăма хăнăхтарасси - ашшĕ-амăшĕн, тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕн, патшалăх органĕсен, саккуна сыхлакан тытăмсен, çыхăну компанийĕсен пĕрлехи ĕçĕ. Ыйту паян чăнах та çивĕччине çирĕплетекен сăлтав - хальхи вăхăтра ачасем телекурав е Интернет урлă

Подробнее

Диктант çырар-и?

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче, иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнине халалласа, "Çĕнтерỹ диктанчĕ" акци иртет. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Хальхи вăхăтра ăна ирттерекен лапамсене палăртаççĕ. Чăваш Енре 114 лапам йĕркелеме шухăшлаççĕ. Чи пысăк балл пуçтарнисене парнепе чыслĕç, шкул ачисен кăтартăвĕсене вузсене вĕренме кĕнĕ чухне шута илĕç. Унсăр пуçне вĕсем Мускавра иртекен Çĕнтерỹ парадне

Подробнее

Вăй-хал уявĕнче

Район центрĕнче Физкультурник кунне халалласа спорт уявĕ иртнĕ. Çав ятпа "Улăп" ФОКра пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров саламланă, сывă пурнăç йĕркипе яланах туслă пулма, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. Районăн спорт аталанăвĕнче пысăк тỹпе хывнă ветерансене - Николай Адюкова, Николай Молоствова, Анатолий Убасева, Зинаида Васильевăна, Михаил Скворцова, Вера Мисяковăна, Владимир

Подробнее