Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 42)

Ашшĕ-амăшĕ экзаменра тĕрĕсленчĕ

Мартăн 27-мĕшĕнче Раççей шайĕнче иртнĕ «Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ашшĕ-амăшĕпе тытмалли кун. Пĕрле тытатпăр» акцие Елчĕк шкулĕ хастар хутшăнчĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕшĕн ашшĕ-амăшĕ ачисенчен ытларах пăшăрханать мар-и? Ашшĕ-амăшĕн тата ачисен пăшăрханăвне сирес, вĕсене çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленет асăннă акци. Ашшĕ-амăшĕ çак кун историпе экзамен тытрĕ. Вĕсемпе пĕрле округ пуçлăхĕн çумĕ

Подробнее

Чăвашсем çинчен тĕнчипе пĕлтернĕ

Андриян Николаев космонавт летчик, авиацин генерал-майорĕ пирки паянхи сăмахăм. 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕ чăваш тĕнчине мăнаçланмалли хыпарпа тĕлĕнтернĕ: тĕнче уçлăхне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Андриян Григорьевич Николаев çĕкленнĕ. Ентеш космонавтика историйĕнче çĕр-планетăмăр çинчи çынсенчен чи малтан вăрах – виçĕ талăк ытларах – вĕçевре пулнă, икĕ космос карапĕн

Подробнее

Салтак ятне çÿлте тытать

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пирĕн ентешсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни, служба тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçлани çинчен вĕсен ашшĕ-амăшĕн ячĕпе командирсенчен килекен Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Иртнĕ кунсенче Херсон облаçĕнчи 29657 номерлĕ çар чаçĕн командирĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патне ыйтупа тухнă. Унта вăл пирĕн округри Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ Павел Кузьмин

Подробнее

«Воин» центра генералсем те килĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускав хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă май, регионтан тухнă «Генерал клубĕн» членĕсемпе те тĕл пулнă. Мероприятие чăвашран тухнă çар çыннисем – «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăх хутшăннипе йĕркеленĕ. Унта, паллă ĕнтĕ, республикăри патриотла тата ăс-тăн воспитанийĕн ыйтăвĕсем тавра калаçнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Республикăра çамрăк ăрура асăннă енсене аталантарас тĕлĕшпе

Подробнее

Пурнăçра кирлĕ пулатех

Унччентерехри тапхăрта рекламăна экономика двигателĕ тетчĕç. Хальхи саманара ăна информаципе технологи вăйĕ пуçĕпех çавăрса илчĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта информаципе технологи вăрттăнлăхĕсене алла илес тĕллевпе ятарлă IT-класа 2022 çулхи юпа уйăхĕнче уçнă. Ăна йĕркеличчен уйрăм критерисене – шкулăн пурлăхпа техника никĕсне, педагогсем тата вĕренекенсем

Подробнее

Шахматистсен турнирĕнче

Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсен пуçарăвĕпе шкул ачисем хушшинче шахматла выляссипе округ турнирне ирттернĕ. 1-4-мĕш классен командисен йышĕнче Елчĕксем пĕрремĕш, Патреккелсемпе Çĕнĕ Пăвасем призлă вырăнсене йышăннă. 8-11 классен ушкăнĕнче малтисем – Аслă Елчĕк, Елчĕк, Курнавăш шкулĕсем. 5-7 классем чылай кун маларах ăмăртнă. Уйрăм шахматистсенчен сума тивĕçнисем: Прохор Муравьев, Дмитрий Редьков,

Подробнее

Тĕллевсем пысăк. Пĕрлĕхре пулсан пурнăçа кĕртме пулатех

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче йĕркеленĕ тĕл пулура çак ыйтусене сỹтсе явнă: Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çыру.2024 çулхи мартăн 15-17-мĕшĕсенче иртнĕ Раççей Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕ.Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2023 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕ. Асăннă ыйтусемпе актив умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн

Подробнее

Уя тухма хатĕр «Прогрессем»

Хирсем хулăн юрпа хупланнă тесе лăпкăлăха путман акционерсен "Прогресс" хупă обществин ĕçченĕсем. Кунти комплекслă бригадăсенче çур акине хутшăнакан техникăпа агрегатсене пĕтĕмпех юсавлисен ретне лартнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени çителĕклĕ хатĕрленĕ, вăрлăх та тивĕçлĕ кондицире. Çур аки, ĕç çи тапхăрĕсене хатĕрленессинче тата ирттерессинче Ĕнелсем уйрăмах харсăр. Округра та ырă тĕслĕхре вĕсем. Асăннă бригадăри хастарсен

Подробнее

Старта чĕнет «Елчĕк ен»

Çăмăл атлетсен çулталăк пуçламăшĕнчи чи массăллă ăмăртăвĕ "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессинчен пуçланать. Кăçал та апрелĕн 12-мĕшĕнче (эрнекун) Елчĕкри "пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" трассăпа çуран чупакансен 45-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 11 сехетре пасар лапамĕ çумĕнче пуçланать. Ăмăртăва хутшăнакансем Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, территори пайĕсен, ял хуçалăх тата

Подробнее

Хисеплĕ Елчĕк округĕн халăхĕ!

Мартăн 15-17-мĕшĕсенче эпир пурте çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнтăмăр - Раççей Федерацийĕн Президентне суйларăмăр. Елчĕк халăхĕ яланхи пек хальхи суйлава та пысăк яваплăхпа активлă хутшăнчĕ, тĕрĕс суйлав туса малашлăхшăн сасăларĕ. Çакăншăн чи малтанах округ халăхне пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çавăн пекех суйлав кампанине тивĕçлĕн, чыслăн ирттерме хутшăннă территори суйлав комиссийĕн,

Подробнее