Понедельник, 23 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 44)

Заявкăсем йышăнаççĕ

Кăçал Чăваш Енри 22 пин ытла шкул ачине канупа тивĕçтермелле. Март вĕçĕнче кану учрежденийĕсенче канмашкăн заявкăсем йышăнма пуçлĕç. Çак йышра - "Белые камни", "Березка", "Бригантина", "Волна", "Звездный", "Космонавт", "Романтика", "Салют", "Солнышко", "Соснячок", "Эткер" тата "Янтарный" лагерьсем. Ашшĕ-амăшĕ килтен тухмасăрах ачисене кану учрежденине çырăнтарма пултарать. Мартăн 30-мĕшĕнче йывăр лару-тăрури çемьесенчен заявкăсем кĕтеççĕ.

Подробнее

Шыв-шуртан, инкек-синкекрен асăрханар

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, округра пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларура чи малтанах округ администрацийĕн мобилизаци хатĕрленĕвĕн, ятарлă программăсен тата гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Соколова сăмах илнĕ.

Подробнее

«Условник» операцире

Пуш уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче округра "Условник" оперативлă профилактика операцийĕ йĕркеленĕ. Çак тапхăрта ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕнче ĕçлекенсем профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе пĕрле условлă майпа айăпланă 26 çын çемйинче пулнă. Вĕсемпе калаçу ирттернĕ май, саккуна тата вĕсене пырса тивекен чарусене çирĕп пăхăнмаллине аса илтернĕ. Черетлĕ "Условник" профилактика операцийĕ çу уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче

Подробнее

Пысăк çĕкленỹпе

Сочири "Сириус" центрта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен пĕр эрнелĕх фестивалĕ вĕçленчĕ. Аслă форума 188 çĕршыври 18-35 çулсенчи 20 пине яхăн яш-кĕрĕм хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче 10 пинĕшĕ - ют çĕршывсенчен, 10 пинĕшĕ - Раççей регионĕсенчен. Çав шутра АПШран, Германирен, Индирен, Францирен, Аслă Британирен килнĕ делегатсем. Вĕсен йышĕнче - çамрăк дипломатсем, журналистсем, политика

Подробнее

Вĕçĕ-хĕррисĕр майсем — пуриншĕн те

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ - мартăн 8-мĕшĕ умĕн, хальхинче Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче, сывлăх тĕлĕшĕпе хавшакрах çынсем хушшинче "Чикĕсĕр анлăх - вĕçĕ-хĕррисĕр майсем" ятпа культурăпа спорт мероприятийĕ иртрĕ. Сăмах май каласан, округри инвалидсен обществи пуçарăвĕпе юлашки çулсенче тĕрлĕрен тĕл пулусем йĕркелесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Хĕрарăмсене халалласа йĕркеленĕ уява официаллă çынсем

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Депутат парнисемшĕн Аслă Елчĕкре çитĕннисем Раççей спорт мастерĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕнче вăй виçнĕ. Лаш Таяпа, Патреккел, Аслă Елчĕк командисене (çак йĕркепе турнира вĕçленĕ) округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - Юрий Попов, Владимир Викторов, Роман Алексеев, Аслă Елчĕк территори пайĕн начальникĕ

Подробнее

Салтак амăшне — Тав сăмахĕ

Ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр ентешсен амăшĕсен ячĕпе Тав çырăвĕсем килсех тăраççĕ. Нумаях пулмасть ывăлĕ тăракан çар чаçĕнчен Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Луиза Козлова ячĕпе те Запорожьерен тав туни çитнĕ. Унта çар чаçĕн командирĕ çакна палăртнă: "Тулли кăмăлтан пĕлтеретĕп: сирĕн ывăлăр, Сергей Михайлович Козлов, çар операцине хутшăннă май хăйĕн патриотла тивĕçне чыслăн

Подробнее

Çырусем чунĕсене ăшăтаççĕ

Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Анатолий Сорокин мобилизаципе çар операцине кайма повестка илсен çĕршыв чĕнĕвне ăша хывса тỹрех çар тумĕ тăхăнма васканă. Ульяновск хулинчи çар чаçĕнче çар ĕçне вĕреннĕ вăхăтра каччă юратнă хĕрĕпе Катюшăпа мăшăрланма та ĕлкĕрнĕ. Кайран отпуска килсен вĕсем ялти чиркỹре венчете тăнă. Анатолий 1992 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Михаил Анатольевичпа Ирина

Подробнее

Пĕрлĕхре пулсан ĕç кал-кал пырать

Ытларикун округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕк округĕн 2023 çулхи итогĕсене пĕтĕмлетсе тата 2024 çулта пурнăçламалли тĕллевсене палăртса анлă канашлу ирттерчĕ. Канашлу ĕçне Елчĕк округĕн кураторĕ - Чăваш Республикин Ача прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, ЧР Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов тата Петр

Подробнее

Хисеп те чыс сана, мухтав!

Округри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе шăматкун - мартăн 2-мĕшĕнче Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне - мартăн 8-мĕшне халалланă культурăпа спорт фестивалĕ иртрĕ. Вăл малтанах илемлĕн пуçланчĕ: пысăк залра уява килекенсене Елчĕк шкулĕнчи кадетсем хăйсен ытарайми савăк ташшисемпе кĕтсе илчĕç… Хĕрарăмсене сума суса йĕркелекен çак уяв, шучĕпе илсен, кăçал

Подробнее