Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 536)

Кăмăлласах çырăнаççĕ

Елчĕкри 1-мĕш номерлĕ почта çыхăну уйрăмĕнче Надежда Бегдаутова ертÿçĕ, Вероника Немцева оператор, Валентина Маркова, Алина Марышева, Елена Ефремова, Елена Хрисанова почтальонкăсем вăй хураççĕ. Елчĕкре, Тÿскелте, Таяпа Энтринче, Ĕнелте пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерет почта çыхăну уйрăмĕ, кунтах халăхран тĕрлĕ тÿлев йышăнаççĕ, ытти тĕрлĕ пулăшу сĕнеççĕ. Шаннă ĕçе чунтан юратса пурнăçлаççĕ, палăртнă плана яланах

Подробнее

Ĕçне чун-чĕререн парăннă педагог

Мĕн çамрăкран чунра ырă йĕр хăварнăран, ачасене ашшĕ-амăшĕ пек юратса пурнăçа вĕрентнĕрен, чĕререн ăс-тăн панăран учительсем нихăçан та асăмăртан тухмаççĕ. Асăмăрта анчах мар, ĕмĕрех чĕремĕрте упранаççĕ вĕсем. Патреккел шкулĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тăрăшакан Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Татьяна Никифорова социаллă педагог пирки сăмахăм. «Çивĕч ăслă, ырă чунлă, ăшă

Подробнее

Ватăлмаççĕ ветерансем

Тăрăм ялĕнче районти ветерансен канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Чи малтанах Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Смирнова сăмах илчĕ. Вăл ял тăрăхĕнчи халăх пурнăçĕпе, кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕ. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина районта социаллă программăсем мĕнле пурнăçланса пыни, ватăсене тивекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Тăрăм тата Кипеç

Подробнее

Чăваш Ен нумай ят-сума тивĕçнĕ

Мускавра юпа уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче кăçалхипе çирĕммĕш хут ĕçленĕ Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне – 2018» агропромышленность куравĕнчен Чăваш Ен нумай наградăпа таврăннă. Курава РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев уçнă. Агропромăн 24 представительне награда парса хавхалантарнă, экспозицисемпе паллашнă. ВДНХ комплексне ял хуçалăх техникипе оборудованине хамăр çĕршыври тата тулашри 70 ытла завод илсе пынă. Чăваш

Подробнее

Пур ĕçе те – вăхăтра

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухнă. Канашри «Экология» сахал яваплă общество пирĕн районта коммуналлă хытă каяша пуçтарса турттарассипе ĕçленине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Проблемăсем ку тĕлĕшпе пур-ха. Ял тăрăхĕсенче çирĕп маршрут палăртмалла, кунĕ, вăхăчĕ

Подробнее

Çĕрпÿ кĕперне уçнă

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕрпÿ кĕперĕ тăрăх автотранспорт çÿреме пуçланă. М-7 автоçулăн /Мускав – Владимир – Чулхула – Хусан – Ĕпхÿ – Чăваш Республики/ 677 174 çухрăмĕнчи Мăн Çавал урлă хывнă кĕперĕн сулахай енне уçнă. Çĕнĕ объект автомобильсене ирĕклĕн çÿреме май парĕ, социаллă лару-тăру çивĕчлĕхне чакарĕ. Ку вырăнта малтанхи вăхăтра «пăкă» пулнăран иртсе

Подробнее

Ачасене – право пулăшăвĕ

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун республикăри ялсемпе хуласенчи нумай функциллĕ центрсенче, вĕренÿ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче ачасене тÿлевсĕр право пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Çак кун пирĕн районта право пулăшăвĕ паракан 2 консультаци пункчĕ ĕçлет. Ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасене

Подробнее

Вĕсем саккунсене йышăнма хутшăннă

Чăваш АССРĕн Аслă Канашне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа нумаях пулмасть ЧР Патшалăх Канашĕнче иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине пирĕн районти Владимир Воробьевпа /Çĕнĕ Эйпеç/ Николай Емильев /Кушкă/ хутшăннă. Сăмах май, иртнĕ ырă вăхăтри ял хуçалăх производствин организаторĕсем тĕрлĕ çулсенче Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕсен тивĕçĕсене пурнăçланă, çапла майпа вĕсем пысăк

Подробнее

Вăхăтлă тĕрĕсленмелле

Октябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 2-мĕшĕччен Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн пуçарăвĕпе тĕнчипех кăкăр ракне хирĕç кĕрешекен уйăхлăх пырать. Паян кăкăр ракĕ усал шыçăпа нушаланакан хĕрарăмсен чи анлă сарăлнă тĕсĕ шутланать. Чăваш Енре кăкăр ракĕпе çулсерен 400 ытла хĕрарăм чирлет. Унпа чирлекенсен йышĕ ÿснипе пĕрлех, вăл çамрăкланса пыни хăратать. Кăтартусем шиклентереççĕ пулсан

Подробнее

Чи лайăххисене палăртнă

2005 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе çулсерен йĕркелекен, тĕрлĕ номинаципе иртнĕ смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Социаллă сферăри учрежденисем хушшинчи тупăшура Çĕрпÿ районĕнчи 7-мĕш номерлĕ ача сачĕ /«Солнечный город»/, чечек клумбисемпе кану кĕтесĕсем йĕркелессипе Вăрнарти «Август» сывлăхпа кану паркĕ, урамсене тирпей-илем кĕртессипе Çĕрпÿ

Подробнее