Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 538)

Халăхпа курнăçаççĕ

Октябрĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем – Чăваш Республикинче çул-йĕр хута ярассипе çыхăннă лару-тăру, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, 2018-2019 çулсенчи кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче пушартан сыхланасси, грипп чирне

Подробнее

Географи диктанчĕ

Вырăс географи обществи пуçарнипе иртекен акци пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри пулса тăчĕ. Кăçал çак акци ноябрĕн 11-мĕшĕнче иртет. Диктанта яланхи пекех 12 сехетре çырма пуçлĕç. Чăваш Енре вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнче, Наци музейĕнче, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче, пирĕн районта Елчĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртет. Унта кашниех

Подробнее

Спорт форумĕ иртнĕ

Октябрĕн 10-12-мĕшĕсенче Ульяновскра Пĕтĕм тĕнчери VII «Раççей – спорт çĕршывĕ» спорт форумĕ иртнĕ. Унта Раççейĕпе ют çĕршывсенчен килнĕ виçĕ пин ытла хăна пуçтарăннă. Вĕсен йышĕнче регион тата федераци шайĕнчи власть органĕсен ертÿçисем, Олимп юхăмĕн представителĕсем, спорт организацийĕсен хастарĕсем, общество деятелĕсем, тĕнче шайĕнчи спортра палăрнисем пулнă. Мероприятие килнисене РФ Президенчĕ Владимир Путин

Подробнее

Каярах сÿнтерĕç

Раççей Федерацийĕн цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Волин «Известия» хаçатра халăха оборудованисем туянмашкăн ĕлкĕрччĕр тесе федераци каналĕсене хальхи форматпа кăтартассине 2019 çулхи январĕн 14-15-мĕшĕччен тăсасси пирки пĕлтернĕ. Министр çумĕ каланă тăрăх цифра приставки хальхи вăхăтра 700-800 тенкĕрен кая мар тăрать. Цифрăллă телекурав çине куçни халăха абонент тÿлевĕсĕрех

Подробнее

Преступленисен шучĕ чакнă

ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ 9 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Унта Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Леонид Вакс, Елчĕк район прокурорĕ Дмитрий Тимофеев, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин тата ыттисем те хутшăнчĕç. Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче кăçал, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, преступленисен шучĕ 25 тĕслĕх

Подробнее

Телефонăра параймăр-ши?

Ют пурлăха, укçа-тенке куç хывакан çынсен халăха улталамалли меслечĕсем çĕнелсех тăраççĕ. Çакăн евĕр тĕслĕхсем вăй илнĕ юлашки вăхăтра. «Чăрмав сиксе тухрĕ. Хамăрăн телефон çинче укçа пĕтнĕ. Тăвансем е юлташсем патне васкавлăн шăнкăравласа яма телефонăра параймăр-ши?» – ĕнентерÿллĕн калаçса пырса тăраççĕ вĕсем хула е ял урамĕпе утса иртекен çынсен умне. «Телефонне йăтаççĕ те

Подробнее

Иртни чуна ăшăтать

1967 çулта эпĕ Чкалов ячĕллĕ хуçалăхра экономистра ĕçлеме пуçларăм. Вăл вăхăтра комсомол организацине Геннадий Александрович Изосимов ертсе пыратчĕ. Пултаруллă çамрăкчĕ вăл, юрра-ташша ăстаччĕ, ĕçре малта пыратчĕ. Ун чухне чылай çĕрте комсомол организацийĕн секретарĕн ĕçне обществăлла майпа пурнăçласа пынă. Геннадий Александрович тăван хуçалăхра водительте тăрăшатчĕ. Колхоз ĕçĕнчен пушанма çăмăл маррине палăртса хуçалăхри

Подробнее

Пукрав

Христосăн таса чиркĕвĕ Турă Амăшне асăнса çулталăк хушшинче пайтах праçник тăвать. Октябрĕн 14-мĕшĕнче Турă Амăшĕн ятне асăнатпăр. Е халăхра Пукрав /Покров Пресвятой Богородицы/ теççĕ ăна. Ку праçник акă çакăнтан пуçланса кайнă. Пирĕн Турă Иисус Христос çурални 900 çул ытла иртсен Грецире Лев Мудрый патша пулнă. Унăн патшалăхне туртса илес тесе сарацин

Подробнее

Юсав хыççăн

Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕ, юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн, алăкĕсене çĕнĕрен уçнă. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров хыпарланă тăрăх, «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн кунта çурт тăррине юсанă, пластик чÿречесем лартнă, тĕрлĕ пÿлĕмре урайсемпе маччасене çĕнетнĕ, алăксене улăштарнă. Çамрăксен канăвне усăллă йĕркелес тĕллевпе спонсорсен пулăшăвĕпе культура çуртĕнче кĕрешÿ

Подробнее

Питомникре – Тутарстан учителĕсем

Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕ сунарçăсене кăна мар, туристсене те хăй патне илĕртет. Кунта экскурсие килекенсен йышĕ ÿссех пырать. Хамăр районти, республикăри хăнасем кăна мар, кÿршĕ республикăри туристсем те питомникпа хавхаланса паллашаççĕ. Питомникăн ырă ячĕ инçете саланнă май Лаш Таяпа республикăра ял туризмне аталантаракан центрсенчен пĕри пулса тăчĕ тесен те йăнăш

Подробнее