Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 569)

Ан йĕр, анне, эп сывалатăп (Калав)

"Пурнăçри ỹкерчĕксем" ярăмран Шăнкăрав илемлĕн сас парсан кухньăра тăрмăшакан Галя васкавлăн алăк енне утăмларĕ. Почтальон иккен, пысăк конверт тăсать. Хĕрарăм çыру кам ячĕпе килнине пĕлес тесе конверт çине тимлесе тинкерчĕ. "Романову Антону от Деда Мороза" шăрçа евĕр почеркпа калăпланнă конверт. Çак йĕркесене курсан Галя алăкне питĕрмесĕрех Антон пỹлĕмне кĕчĕ. Тахçантанпах

Подробнее

Красноармейскисем уявра савăннă

Республика кунне Трак енче те сумлăн паллă тунă. Çак тĕллевпе иртнĕ çул районсемпе хуласен хушшинче ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ Красноармейски районне Республика кунне йĕркелесе ирттерме тата вырăнти инфратытăма аталантарма 10,5 млн тенкĕ уйăрнă. Уяв юрă-кĕвĕпе анчах мар, тĕллевсене палăртнипе те, пултаруллисене хавхалантарнипе те хитре. Унта хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти

Подробнее

Малашлăх — çамрăксенче

«Яманчурино» ОООра механизаторта тăрăшакан Александр Павлов пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест. Ял хуçалăх предприятийĕн анлă уй-хирĕсенче çитĕнекен тыр-пул анисене курса савăнать вăл. Çывăхри вăрман сĕткенĕ те вăй парса çитĕнтернĕ пулинех ăна. Çавăнпа уншăн тăван ялтан хакли урăх çук пекех туйăнать. «Яманчурино» ООО дирекцийĕ мал ĕмĕтлĕ çамрăка предприяти шучĕпе механизатор пулма

Подробнее

Туслă коллектив

Аслă Пăла Тимешри врач амбулаторийĕ кивĕ çуртра вырнаçнă. Унти коридорта тĕксĕм, урайĕсем чĕриклетеççĕ пулсан та, коллектив туслă та килĕштерсе ĕçленипе, пациентсемпе яланах çепĕç чĕлхеллĕ пулнипе палăрса тăрать. Çак тăрăхра пурăнакансен сывлăхĕшĕн Надежда Сунгатуллинăпа Маргарита Рыбкина терапевт тухтăрсем тăрăшаççĕ. Надежда Васильевна аслă категориллĕ врач. 26 çул ĕçлет вăл хăй суйласа илнĕ профессипе.

Подробнее

Акатуй! Чаплă иртрĕ çакă туй!

Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен 6-мĕш Акатуйĕ июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре уçăлнă. Ăна чăваш халăхне çутта кăларнă хаклă çыннăмăр Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Çак пулăм уяв сценине хăйне евĕрлĕх кĕртнĕ. Сценăна вырăнти артистсемпе пĕрле аякран килнĕ хăнасем - Тутарстанри Теччĕ районĕнчи «Шуçăм», Самар облаçĕнчи «Улах», Оренбург облаçĕнчи «Нарспи», Чулхулари «Чулхула

Подробнее

Çирĕп ыйтмасан çÿп-çап купи айне те пулăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура хальхи вăхăтшăн пĕлтерĕшлĕ, район пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнакан ыйтусене сÿтсе явнă. Ялсене тирпей-илем кÿрессипе мĕнле ĕçленипе кăсăкланса иртнĕ тунтикун Николай Петрович райадминистрацин пай ертÿçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пулса

Подробнее

«Тÿрĕ лини» иртет

2018 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче 14 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Чăваш Республикинчи этем прависен уполномоченнăйĕ граждансен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе «тÿрĕ лини» йĕркелет. Унта пирĕн районта пурăнакансем те хутшăнса 8/8352/ 62-33-80 номерлĕ телефон çине шăнкăравласа хăйсене интереслентерекен ыйтусене пама пултараççĕ.  

Подробнее

Ырă çул, выпускник!

Июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче выпускниксен балĕ иртрĕ. Кăçал Елчĕк районĕнчи вăтам шкулсенчи 112 ача вĕренсе тухса пурнăçăн аслă çулĕ çине тăрать. Вĕсенчен 14-шĕ ылтăн медале, 2-шĕ хĕрлĕ аттестата тивĕçнĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытнă яш-кĕрĕмшĕн халĕ пур енне те çул уçă - çĕршывăн кирек хăш регионĕнчи заведенине те вĕренме кĕме

Подробнее

Субсиди илĕç

ЧР Ял хуçалăх министерствин хуçалăхăн пĕчĕк формисене грант парас тĕллевпе конкурс йĕркелекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларура ĕç пуçлакан хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем патшалăх пулăшăвĕ илес тĕллевпе ведомствăна тăратнă документсене тишкерсе çĕнтерÿçĕсене палăртнă. 2018 çулхи конкурс çĕнтерÿçисен йышне Надежда Зайцева /Çĕнĕ Пăва/, Алевтина Пузырева /Чăваш Тăрăмĕ/ хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те кĕнĕ. Çĕнтерÿçĕсене

Подробнее

Атте, часрах таврăн!

Пирĕн аттене - Иван Петрович Петрова - 1942 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçине илсе кайнă. Эпĕ ун чухне 4 çул тултарайман ача пулсан та çав куна питĕ лайăх астăватăп. Тухса каяс умĕн пире пурсăмăра та ыталаса чуптурĕ: «Пысăк пулăр», - тесе хăварчĕ. Вăл картишĕнчен тухса кайсан эпĕ чÿрече

Подробнее